Ҫуркунне ҫитрӗ. Юрпа пӗрле ҫулсем те ирӗлме тытӑнчӗҫ. Ку инкек республикӑри мӗнпур района пырса тивет. Кашни муниципалитетрах шӑтӑк-путӑклӑ ҫулсене курма пулать.
Вӑрнар поселокӗнчи Ленин урамӗнчи ҫул хӑрушӑ лару-тӑрура. Тӗлӗнмелле те, ӑна иртнӗ ҫул кӗркунне кӑна юсанӑ. Унтанпа вӑхӑт нумаях та иртмен — ҫул арканса пӗтнӗ.
Ленин урамӗнчи ҫула кӗркунне мӗнле юсанине ҫынсем астӑваҫҫӗ. Асфальта ҫулла илнӗ, шӑтӑк-путӑка вара кӗркунне кӑна саплама тытӑннӑ. Шел, ҫӗнелнӗ ҫул ҫуркуннеччен те чӑтайман.
Ҫав вӑхӑтрах палӑртмалла: вӑрнарсем ҫулсене мӗнле юсанипе чапа тухнӑ. Унта асфальт сарнине, тротуарсем тунине федераци каналӗпе кӑтартнӑ.