Чӑваш Енри суйлавҫӑсен 77,29% Владимир Путиншӑн сасӑланӑ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать.
Чӑваш Енӗн тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра суйлава ҫул ҫитнисен 76,22% хутшӑннӑ. Республикӑн 15 районӗнче ку кӑртарту 90 процентран та иртнӗ. Ҫавна май Александр Цветков хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ: «Чӑвашра ӑслӑ, политикӑна ӑнланакан, социаллӑ яваплӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ».
Палӑртса хӑварар, Раҫҫейре, пӗтӗмӗшле илсен, Владимир Путиншӑн халӑхӑн 76,67% сасӑланӑ. Ку кӑтарту протоколсен 99,75% тишкернӗ хыҫҫӑн паллӑ. Пирӗн республикӑра та иккӗмӗш вырӑнта Павел Грудинин, вӑл 12,3% сасӑ пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — РЛДП лидерӗ Владимир Жириновский (5,29%). Ксения Собчак 1,36% сасӑ пуҫтарнӑ. Максим Сурайкиншӑн суйлавҫӑсен 0,7% сасӑланӑ. Борис Титов — 0,57%, Григорий Явлинский 0,56%, Сергей Бабурин 0,53% сасӑ пухнӑ.