Чӑваш чӗлхи
![]() «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ пособийӗ валли нимеҫӗсем (волонтерсем) шырать. Аса илтеретпӗр, вӑл кӑларӑма вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли малтанласа диск ҫинче кӑларнӑччӗ. «Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ. Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи кун ҫути кӑтартассине те пӗлтернӗччӗ. «Кала-ха» вӗренӳ пособине нимеҫӗсем чӑваш чӗлхин словарьне йӗркелеме, вӗренӳ пособийӗн сайтне тытса тӑма, хыпарсем вырнаҫтарма, йӑнӑшсене тӳрлетме тата текстсене сасӑпа вулама, пособи валли хушма материал хатӗрлеме кирлӗ. Маларах чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ҫак уйӑхри ларӑвӗнче Александр Блинов «Кала-ха» вӗренӳ кӗнеки валли хатӗрленӗ ҫӗнӗ сӑмахсене сӳтсе явнине ҫырнӑччӗ. Комисси пайташӗсем терминсемпе малтан хаҫат-журналсенче тата илемлӗ литературӑра усӑ курма сӗннӗ. Кайран тин, пурнӑҫа кӗртсен, вӗренӳ кӗнекине те кӗртме юрать тенӗ. «Ачасем ҫинче эксперимент тума кирлӗ мар», — пулнӑ пӗтӗмлетӳ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкартан Канаша 18 сехет те 40 минутра каякан пуйӑса расписанирен кӑларӗҫ. Чукун ҫул транспортне кӑмӑллакансемшӗн савӑнӑҫлах мар хыпара Тутарстанри Транспорт министерстви пӗлтернӗ. «Канаш—Шупашкар» тата «Шупашкар—Канаш» маршрутпа хутлакан пуйӑсӑн ҫӗнӗ рапсисанийӗ паянтан вӑя кӗрет. Ҫапла вара паян 03 сехет те 51 минутра Канашран Шупашкара 6502 номерлӗ пуйӑс килмӗ. Шупашкартан Канаша ҫӳренӗ 6505 номерлӗ пуйӑс та 18 сехет те 40 минутра ҫула тухмӗ. Канаша 07 сехет те 12 минутра тата Канашран Шупашкара 17 сехет те 05 минутра хутланӑ пуйӑссем малашне те ҫӳрӗҫ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкартан Самара пуйӑс ҫулӗ туни экономика тӗлӗшӗнчен усӑллӑ тесе шухӑшланӑ май «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен уҫӑ обществи ҫак икӗ хулана пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳрекен ҫулпа ҫыхӑнтарма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри Наци вулавӑшӗнче «Актуальность перевода на национальные языки и с национальных языков в российском и европейском контексте» (чӑв. Наци чӗлхисене куҫарнин тата наци чӗлхисенчен куҫарни Раҫҫей тата Европа контекстӗнче) ҫавра сӗтел ӗҫлемелле. Унта Раҫҫейри тата Европӑри литературоведсем, ҫыравҫӑсем, тӑлмачсем хутшӑнмалла. Вулавӑшӑн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсене тӗнчери тӗрлӗ халӑх чӗлхи ҫине куҫарнине аса илтерет. Чӑн та, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмине, сӑмахран, 20 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, Ҫеҫпӗл Мишшин «Ҫӗн кун акине» — 55 чӗлхе ҫине. Тепӗр халӑхӑн культурине, шухӑшлавне, хӑйне евӗрлӗхне куҫару урлӑ туйса илме пултарать. Тӑлмачсен йывӑрлӑхӗсем тата ытти ҫивӗч ыйту пирки ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче сӳтсе явӗҫ. Мероприяти 14 сехет те 30 минутра 201-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурса Чӑваш Енри икӗ ҫемье хутшӑнать. Вӗсенчен пӗри – Надеждинсен ҫемйи. Романпа Наталья пӗрле 17 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем 4 ачана воспитани параҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри – опекӑна илни. Темиҫе ҫул каялла Наталья тӗнче тетелӗнче хаваслӑ арҫын ача пирки каласа панине курнӑ. Ача – сусӑр, тӑлӑх. Наталья ӑна шелленипе ҫемьене илнӗ. Львовсем те конкурса хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсен – 6 ача. Виҫӗшне вӗсем опекӑна илнӗ. Александрпа Татьяна ачасене тивӗҫлӗ воспитани парас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Татьяна ЧР ача усрава илнӗ ашшӗ-амӑшӗн ассоциацийӗнче тӑрать. Вӑл район тата республика шайӗнче иртекен мероприятисене хастар хутшӑнать. Раҫҫей шайӗнче конкурс иртсен «Ҫулталӑкри ҫемье. Раҫҫей, 2016» кӗнеке кӑларӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе хавхалантарӗҫ. Сӑмах май, конкурса пӗтӗмпе тӗрлӗ регионти 294 ҫемье хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти Гладков урамӗнче ҫӗнӗ шкул хута кайни пирки эпир те пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗ шкул директорӗн вакансине кам йышӑнассине палӑртмашкӑн конкурс ирттернӗ. Конкурса ирттересси пирки ҫурла уйӑхӗн варринче пӗлтернӗ. Директор пуканне кам йышӑнассине авӑн уйӑхӗн варринче палӑртма шухӑшланӑ. Анчах конкурс тӑсӑлса кайнӑ. Конкурса иккӗмӗш хут ирттернӗ. Хальхинче директора палӑртнӑ. Ку тивӗҫе Татьяна Львовна Николаева пурнӑҫлӗ. Вӑл халӗ Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула ертсе пырать. Аса илтерер: шкулта 1100 ача валли вырӑн пулӗ. Ӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен туса пӗтерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Сасӑлава ҫак чӗрчунсем хутшӑннӑ 2018 ҫулта Раҫҫейре футбол енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртӗ. Ку мероприятие ирттермешкӗн тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ. Тӗнче чемпионачӗн паллине тӗнче тетелӗнче сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Унта 1 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӗве Пӗрремӗш калалпа тӳрӗ эфирта тунӑ. Ун чухне футбол чемпионачӗн палли мӗн пулассине каланӑ. Ытларахӑшӗ Кашкӑршӑн сасӑланӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗнтернӗ. Тӗнче чемпионачӗн палли Забивака ятлӑ пулӗ. Кун пирки «Раҫҫей – 2018» йӗркелӳ комитечӗн пуҫлӑхӗ Виталий Мутко пӗлтернӗ. Сӑмах май, сасӑлав 1 уйӑх каялла старт илнӗ. Ҫынсем виҫӗ чӗрчуншӑн – Тигршӑн, Кушак аҫишӗн тата Кашкӑршӑн – сасӑлама пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Вӑрнар районӗнчи Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан Анна Николаева пӗр ӗмӗр хыҫа хӑварнӑ. Ҫак кунсенче вӑл 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Сумлӑ уява тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ. Вырӑнти тӳре-шара та Анна Степановнӑна саламлама килнӗ. Юбиляр патне РФ Президенчӗ Владимир Путин саламлӑ ҫыру янӑ. Анна Степановна 1916 ҫулта ҫуралнӑ. Чылай йывӑрлӑха тӳссе ирттернӗ вӑл: выҫлӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи… Анна Николаева тӑватӑ класс пӗтернӗ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗрен малалла ӑс пухайман вӑл. Анна Степановна ҫамрӑк чухнех «1 Мая» колхозра ӗҫлеме тытӑннӑ, фермӑра пӑру пӑхнӑ. Пӗве кӗрсен Петр Николаевичпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсем тӑватӑ ачана ҫуратса тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Халӗ Анна Степановнӑна ывӑлӗ Иван тата Екатерина пӑхса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара пурӑнакан 9 ҫемье ҫӗнӗ хваттер уҫҫине илнӗ. Ҫак кунсенче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Унччен ҫак ҫемьесем кивӗ ҫуртсенче пурӑннӑ. Унта условисем япӑх пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртра вара йӑлтах пур: сантехника, газ плити, пластик чӳрече. Кашни хваттерте ӑшӑ – хӑйсен. Евгений Макаров кивӗ ҫуртран ҫӗнӗ хваттере куҫнӑшӑн питӗ савӑннӑ. Унӑн ҫемйи кивӗ ҫуртра чылай ҫул пурӑннӑ, ҫак куна вӗсем тахҫантанпах кӗтнӗ. Халӗ вӗсем ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Наци поэзийӗн фестивалӗ иртмелле. Вӑл акт залӗнче 14 сехетре пуҫланмалла. Мероприятие хатӗрлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, литературӑри опытпа паллаштарма тата хӑйсен халӑхӗн культурипе ҫывӑхлатма ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи хӑнасем килсе ҫитмелле. Сӑмахран, Мускавран Виктор Куллэ поэта, тӑлмача, литературоведа, сценариста, «Антология современной поэзии России» кӗнекене хатӗрленӗ авторсенчен пӗрне кӗтеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Тутарстанри Алия Каримова поэт, тӑлмачӑ, Горький ячӗллӗ Литературӑпа мемориал музейӗн литпӗрлешӗвӗн ертӳҫи; Пушкӑртстанри Марсель Салимов писатель-сатирик, поэт, публицист, асӑннӑ республикӑри Гульсира Гизатуллина писатель, ҫыравҫӑ, Лилия Сагидуллина поэт; Мордва Республикинчи «Чилисема» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ) журналӑн пай редакторӗ Татьяна Швецова тата ыттисем килессе шанаҫҫӗ. Чӑвашри ҫыравҫӑсенчен Раиса Сарпи, Юрий Сементер и Валери Туркай, Дмитрий Воробьев, Дмитрий Вонави, Елена Светлая пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кашни орнаментӑн хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗ Самара хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аван» клубӗ чӑваш тӗррипе мастер-класс йӗркеленӗ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрӗ ӑсталӑхӗнчи вӑрттӑнлӑхпа паллашас шухӑшлисем паян 11 сехетре унти Чернореченский урамри 21-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ вулавӑша пухӑннӑ. Тӗрӗ ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакансем валли заняти тӳлевсӗр иртнӗ. Мастер-класа Галина Цыганкова ертсе пынӑ. Галина Вениаминовна чӑвашсен тӗрри пирки каласа кӑтартнипе пӗрлех Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан ытти халӑхӑн ҫак ӑсталӑхӗ пирӗннисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Орнаментсемпе паллаштарнӑ, тӗрӗ техники пирки ӑнлантарса панӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чувашская книга» (чӑв. Чӑваш кӗнеки) центрӗ «Волшебная вышивка» (чӑв. Асамлӑ тӗрӗ) кружока йыхравланине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |