Чӑваш чӗлхи
![]() «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ют чӗлхесен клубӗнче (вӑл Шупашкарти Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртри виҫҫӗмӗш хутра вырнаҫнӑ) кашни шӑматкунах чӑваш чӗлхине вӗрентеҫҫӗ. Ку майпа тӑван республикӑмӑрти урӑх наци ҫыннисем кӑна мар, мӗн пӗчӗкрен тӗпренчӗкӗсене вырӑсла хӑнӑхтарнӑ чӑваш ашшӗ-амӑшӗ те усӑ кураять. 12 сехет те 15 минутра пуҫланакан заняти вӑхӑтӗнче шкул ҫулне ҫӳремен ачасем валли «Ҫамрӑк полиглот» клуб ӗҫлет. Унта ачасем 40 минут выляса чӑвашла вӗренеҫҫӗ, унтан тепӗр минутне — 40 минут акӑлчанла. Вӗренӳре «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗн хастарӗн Александр Блиновӑн «Кала-ха» пособийӗпе усӑ кураҫҫӗ. «Хавал» вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян чӑваш халӑхӗ тӗнчипе паллӑ чӗлхеҫӗпе, чӑваш сӑмахӗн тӗпчевҫипе Михаил Иванович Скворцовпа сывпуллашрӗ. Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятийӗн сывпуллашу залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Г. Корнилов профессор, Ю. Виноградов чӗлхеҫӗ, А. Кипеч ҫыравҫӑ, Ю.Исаев министр, Т. Денисова чӗлхеҫӗ, Н. Егоров чӗлхеҫӗ, В. Туркай сӑвӑҫ, Е. Майков вӗрентӳҫӗ пулчӗҫ. Вӗсем пурте словарьсен авторне ырӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ, пурнӑҫне аса илчӗҫ. Михаил Ивановича Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи Шупашкар хула ҫӑви ҫине пытарчӗҫ. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи хӑйӗн канлӗхне кунти «Мухтав алеййинче» тупрӗ. Асӑну каҫӗ малалла Шупашкарти «Сарпике» кафере иртрӗ. Ӑсчахпа пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем тата тӑванӗсем Михаил Ивановича ырӑ сӑмахпа аса илчӗҫ, асӑнчӗҫ. |
Ӳнер
![]() Ирина Андреева ӳнерҫӗ хӑйӗн ӗҫӗпе Ҫак кунсенче Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван куравӗ ӗҫлет. Кӗҫҫерен тӗрлӗ скульптура ӑсталаканскерӗн «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех уҫӑ пулӗ. Автор кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала ӑсталанӑ. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать. Автор пултарулӑхне хаклама пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, Ирина Андреева ӗҫӗсенче хурапа сӑрӑ тӗссем станок графикипе, офортпа (хрантсусларан куҫарсан азот йӳҫекӗ пулать), литографипе (чултан касса ӑсталани) ҫывӑхлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ирҫе Ҫармӑс ял тӑрӑхӗнчи депутатсен пухӑвӗн пайташӗ тата усламҫӑ мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха? 52 ҫулти арҫын йывӑҫ каснӑ-мӗн. Ку — саккуна пӑсни. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче хайхискер моторлӑ пӑчкӑпа усӑ курса виҫӗ йывӑҫа — икӗ хыра тата пӗр ҫӑкана — каснӑ. Пӗтӗмпе депутат ЧР Ҫутҫанталӑк министерствине 6 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫын тӗлӗшпе судья приговор вуланӑ. Унӑн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче фельдешерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫӗнни мар. Вӑл кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ пулнӑ. Пушара ачасем кӑларнӑ. Ҫулӑм 19 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем часах ҫитсен те, пушара хӑвӑрт сӳнтерсен те фельшерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Хуҫасӑр ҫуртра ачасем час-часах вылянӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӗсене пула тухнӑ. Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Ене 849 пушар тухнӑ. Вӗсенче 86 ҫын вилнӗ, тепӗр 85-шӗ суранланнӑ. Пушартан 339 ҫынна ҫӑлма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енре ача пахчисем хута ярас енӗпе федераци программи вӗҫленнӗ пулин те ӗҫ чарӑнса ларман-ха. Ҫитес ҫул Шупашкарта виҫӗ ача пахчи уҫасшӑн. Ача пахчисем Алькеш поселокӗнче, «Радужный» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче уҫӑлӗҫ. Алькешрине авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Чылайӑшне халӗ кирпӗчрен купалаҫҫӗ. Кунта вара панель хута яма шухӑшланӑ. Унашкалли «Садовый» микрорайонта та пур. Ача пахчинче 240 вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе 12 ушкӑн ӗҫлӗ. Малтанах ку ҫурта Шупашкарти фирмӑн хута ямалла пулнӑ. Строительсем никӗс чавнӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кайран Патӑрьел районӗнчи подрядчике тупнӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен стена панелӗсене монтаж туса пӗтерме палӑртнӑ. Ача пахчи ҫитес ҫулхи ҫулла хута каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Нумаях пулмасть Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Магаззино» кӑларӑм ертӳҫи Александр Молочко пулнӑ лавккасене тӗрӗсленӗ. Специалистсем те йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Вӗсемшӗн айӑплисен явап тытма тиветех. Роспотребнадзор ӗҫченӗсем «Акатуй», «Санар», «Смак» лавккасенче, Тӗп пасарта пулса курнӑ. «Акатуй» лавккара тата Тӗп пасарти хӑш-пӗр сентре ҫинче срокран тухнӑ ҫимӗҫсене сутнине тупса палӑртнӑ. Пӗр вырӑнта апат-ҫимӗҫ упранӑ чухне температура режимне пӑхӑнман. «Санар» тата «Акатуй» хатӗр-хӗтӗрӗ тата производство пӳлӗмӗсем япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Вӗсенче таракан таврашӗсем те курӑннӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫӗн 22 партине пӑрахӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 68,5 килограмм юрӑхсӑр тесе йышӑннӑ. Куншӑн айӑплисене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫейре, ҫав шутра Чӑваш Енре те, гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енре 6466 ҫын ОРВИпе чирленине шута илнӗ. Ку, иртнӗ ҫулсенчи вӑтам кӑтартупа танлаштарсан, 2,6 процент нумайрах. Чӳк уйӑхӗн варринчи кӑтартупа танлаштарсан, чирлекенсен йышӗ 17 процент ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен 64 проценчӗ — 17 ҫул тултарман ачасем. Ҫак тапхӑрта 151 ҫынна ОРВИпе пульницӑна вырттарнӑ. Ытларах Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 8 пациентӑн парагрипп, 3-шӗн аденовирус пулни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ӗнер кӳршӗ ялта туй пулчӗ. Ялӗ инҫех мар вырнаҫнӑ. «Вара мӗн — туй?» — тейӗ хӑшӗ-пӗри. Анчах вӑл мана тыткӑнларӗ. Мӗншӗн тесен хӗр илме килекенсем чӑваш туйӗн юррисене шӑрантарчӗҫ. Туй юррисене итлеме ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ. Аякранах уйӑрса илтӗм: каччӑ енчисем хамӑр тӑрӑхрисемех — Трак енчи туй юррисене пӗтӗм урам илтмелле янӑраттарчӗҫ. Астӑватӑп-ха: эпир пӗчӗк чухне хӗр илме кайнӑ чухне туй арӑмӗсем хура кӗпе тӑхӑнса, тӗрлӗ-тӗслӗ хӑюллӑ хыҫҫакки ҫакса каятчӗҫ. Хӗр енчисем вара — шурӑ кӗпепе. Икӗ енчи туй пӗрлешсен мӗн тери вӑйлӑ уявччӗ! Пӗррехинче, ун чухне манӑн тус качча кайрӗ, туй арӑмӗсем наци тумне тӑхӑнса Елчӗк районне кайрӗҫ. Пирӗншӗн ку яланхи йӑлаччӗ, туй арӑмӗсене эпир ҫапла курма хӑнӑхнӑ. Елчӗксем вара чӑннипех те тӗлӗннӗ. «Артистсем килсе кайрӗҫ», — тенӗ вӗсем савӑнса. Ара, елчӗксем чӑваш йӑли-йӗркине ытларах упрама тӑрӑшаҫҫӗ пулин те вӗсем туйра унашкаллине курман. Чӑннипех те савӑнӑҫлӑ иртрӗ ҫамрӑк мӑшӑрӑн уявӗ. Кашни районӑн хӑйӗн йӑли-йӗрки. Елчӗк районне туя кайсан вӗсен йӑли пирки пӗлтӗм. Елчӗксем туйра ирчченех савӑнчӗҫ. |
Культура
![]() «Несӗлӗмӗрсен мӗлки» Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта «Тени наших предков» (чӑв. Несӗлӗмӗрсен ӗмӗлкисем) регионсем хушшинчи истори фестивалӗ пулать. IX-XI ӗмӗрсене халалланӑскер кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Фестивале хутшӑнакансем Атӑлҫи Пӑлхар, Авалхи Руҫ, Скандинави, Византи тата ытти патшалӑхсен культурипе, кулленхи пурнӑҫӗпе, ҫар ӑсталӑхӗпе тата кун-ҫулӗпе паллаштарӗҫ. «Ӗҫ-пуҫа ҫулсеренех Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑнать. Кӑҫал Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче чи лайӑх истори клубӗсен элчисем пухӑнӗҫ. Фестиваль программинче ҫапӑҫусем, ал ӗҫне вӗрентекен ӑсталӑх класӗсем, асӑнмалӑх туянмалли парнесен лавкки тата ытти те пулӗ. Унта кашниех кӗреет. Ӗҫ-пуҫ 12 сехетре пуҫланать», — «Пӗлме: Мӗн? Ӑҫта? Хӑҫан?» ушкӑн «Контактри» страницӑра ҫапларах хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.