Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енре фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унта мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ҪҪХПИн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен. «Тимӗр урхамах» ҫул хӗррине тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Фурӑра 26 ӗне пулнӑ. Шел те, пурте чӗрӗ юлайман. Темиҫе ӗне ҫавӑнтах вилнӗ. Телее, водителе нимӗн те пулман. Халӗ ҫул ҫинчи пӑтӑрмах мӗншӗн сиксе тухнине тӗпчеҫҫӗ.