Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен куҫӗ тӗлне ҫакланнӑ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх хӗрӗнкӗ пуҫпа урапана хускатса ҫула тухма хӑраманнине «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх ҫырнӑ. Эрех сыпкаланӑ пуҫлӑха ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗ патне ҫул пӑрӑннӑ вырӑнта тытса чарнӑ пулать. Ку пӑтӑрмах чӑнахах та пулнине «Антидилер» юхӑмӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫине Альберт Ильина Шалти ӗҫсен министерствин Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗнче ҫирӗплетсе панӑ иккен. Руль умне ӳсӗрле ларма хӑраман хӗрарӑм тӳре-шара ӗҫне мировой судсенчен пӗринче пӑхса тухса тивӗҫлӗ йышӑну тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |