Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.0 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑваш Тимешри профессора тӑван тӑрӑха илсе килме укҫа шыраҫҫӗ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 25.03.2017 16:06 | 730 хут пӑхнӑ
Персона
Василий Сильвестров профессор
Василий Сильвестров профессор

Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ Василий Сильвестров пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Испанире ҫухалнӑ. Физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫейӗн нефтьпе газ университечӗн профессорӗ пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Испанире канма кайнӑ. Малтан вӑл юлташӗпе чиперех ҫыхӑну тытнӑ. Кайран шӑнкӑравласан та хуравлама пӑрахнӑ, темиҫе кунтан телефонӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн тӑванӗсем сисчӗвленнӗ.

Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускава таврӑнмалла пулнӑран унта мар-ши, инкек пулман-ши тесе унӑн хваттер алӑккине ватса кӗрсе шыранӑ. Анчах профессор тупӑнман. Профессор Испанире тара илнӗ хваттерте вилнӗ иккен.

Вилнӗ ҫын Василий Сильвестров пулнине палӑртма унӑн тӑванӗн ДНК-анализӗ тутарма тивнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ Барселонӑри суд вилнӗ ҫын Раҫҫейри профессор пулнине ҫирӗплетекен йышӑну кӑларнӑ.

Профессорӑн тӑванӗсем Василий Сильвестрова тӑван ялта пытарасшӑн. Анчах кремацилеме тата илсе килме 5500 евро кирлӗ иккен. «Ҫыхӑнура» порталта профессорӑн тӑванӗн перекет кӗнекин номерне те кӑтартнӑ 4276 7500 1455 6301.

#Чӑваш Тимеш, #Барселона. Йӗпреҫ районӗ, #Испани, #пулӑшу

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ахаль выртакан халӑх тумне музея парнелеме ыйтаҫҫӗ
2017, 03, 04
Зоя Яковлевана пулӑшма ыйтаҫҫӗ
2017, 03, 10
«Асамат & Шевле» укҫа ӗҫлесе илме сӗнет
2017, 03, 11
Кӳкеҫре ҫӑкӑр тӳлевсӗр параҫҫӗ
2017, 03, 12
Шупашкарта нимеҫӗсен центрӗ уҫӑлнӑ
2017, 03, 12

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org