Хулара
![]() Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен XIX фестивалӗн нимеҫӗ центрӗ (волонтер центрӗ) уҫӑлнӑ. Тӗнче шайӗнчи ҫак мероприяти кӑҫал юпа уйӑхӗнче Сочи хулинче иртӗ. Фестивале ирттермешкӗн пин-пин нимеҫӗ (волонтер) кирлӗ пулӗ. Раҫҫейӗпе кунашкал 20 центр ӗҫлӗ. Унта номеҫӗсене хатӗрлӗҫ. Пирӗн республикӑри 500 ытла ҫамрӑк нимеҫӗ пулса Сочие лекме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисене суйлӗҫ. Ҫапла майпа Пӗтӗм тӗнчери фестивале Чӑваш Енрен 50 нимеҫӗ кайӗ. Фестивале вара Чӑвашри 125 студент хутшӑнӗ. Сӑмах май, Пӗтӗм тӗнчери фестивале кӑҫал тӗрлӗ ҫӗршыври 20 пин ҫамрӑк килӗ. Унта 5 пин ытла нимеҫӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |