Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакансем тавралӑха юмах тӗнчине ҫавӑрнӑ. Ҫулла вӗсем фонтанпа киленеҫҫӗ, хӗлле вара пӑртан кӳлепесем ӑсталанӑ. Ҫынсем малтан кӳлле кайса пӑр касса килнӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн елка тавра 8 юпа лартнӑ, вӗсене ҫутӑпа илемлетнӗ. Энӗшпуҫем Салехард ҫыннисенчен тӗлсӗх илнӗ. Унашкаллине Олег Иванов шӑпах унта пӗрремӗш хут курнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн та тӑван ялне капӑрлатас шухӑш кӗнӗ. Паллах, пӗччен тунӑ ӗҫ мар ку. Ӑна ентешӗсем пулӑшнӑ. Пӗрисем пӑра пӑчкӑпа каснӑ, теприсем ӑна машинӑпа турттарнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта энӗшпуҫсем канма юратаҫҫӗ. Ачасем вара унта выляҫҫӗ. Каҫхине тавралӑх ялкӑшать. Энӗшпуҫсем унта гирляндӑсем ҫакнӑ. Сӑмах май, энӗшпуҫесем 2015 ҫулта «Чӑваш Ен ҫутисем» конкурсра мала тухнӑ. Кӑҫал та вӗсем хӑйсен ӗҫне хакласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Канаш районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе храм ҫӗклеҫҫӗ. Ӑна Совет Союзӗнче коммунистсем аркатнӑ пулнӑ. Канаш районӗнчи Шӑхаль ялӗнчи чиркӗве 1899 ҫулта хута янӑ. Ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче ҫунтарса янӑ. Ун вырӑнне шкул йӗркеленӗ. Унтанпа 80 ҫул иртнӗ. Шӑхальсем ялта храм кирлӗ тесе шухӑшланӑ. Анчах укҫӑ ҫитмен. Халӗ ав Александр Андриянов усламҫӑ пулӑшма шантарнӑ. Вӑл Кировра пӗренесем саккас тунӑ, Волгоградран купол илсе килнӗ. Унчченхи чиркӳ мӗнлерех пулнӑ? Ҫакна ватӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Храм ҫынсем хӑйсем хӑпартнӑ. Лавккара укҫа пухмалли ещӗк лартнӑ. Унта шӑпах купол лартмашкӑн укҫа пухӑннӑ. Ҫынсем ку ырӑ паллӑ тесе шухӑшланӑ. Халӗ чиркӗве туса пӗтересси нумай юлман ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Психотерапевта шанакансем йышланаҫӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакансем хушшинче психотерапевтсенчен пулӑшу ыйтакансем йышланнӑ. Апла пулсан, анӑҫри ҫӗршывсенче анлӑ сарӑлнӑ ҫак йӑла пирӗн тӑрӑха та майӗпен ҫитсе пырать теме май пур. ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви ку енӗпе пӗлтӗр епле ӗҫленине тишкернӗ те чун ыратӑвӗпе ӗҫлекен специалистсем халӑха кирлине пӗтӗмлетнӗ. Министерствӑн психиотерапи енӗпе ӗҫлекен тӗп специалисчӗ-эксперчӗ Елена Калинина доклад тунинчен психотерапевтсем патне иртнӗ ҫул ҫынсем 40,5 пин ытла хутчен кайни паллӑ. Республикӑра 16 специалист йышӑнать. Вӗсенчен самайӑшӗ амбулаторинче ӗҫлет. Халӑх психотерапевтсенчен пулӑшу ыйтни ҫак специалистсене шанма пуҫланине, вӗсем ҫинчен каласа кӑтартнипе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан Людмила Егоровна Спиридоновӑна тахҫантанпах шыраҫҫӗ. Ӑна юлашки хутчен ял ҫывӑхӗнчи ЯХПК патӗнче 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче курнӑ. Унтанпа вӑл киле таврӑнман. Людмила Егоровна 1952 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 165 сантиметр ҫӳллӗш. Хӑй туллирех, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Унӑн уйрӑмлӑх палли те пур: сӑмси ҫинче ҫӗвӗ йӗрри курӑнать. Людмила Егоровна килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм хура тӗслӗ куртка, хура тӗслӗ резин атӑ тӑхӑннӑ, сарӑ тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ. Людмила Спиридоновӑна куракансене ШӖМе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (83548) 2-11-15. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ку акцие Пӗтӗм Раҫҫейӗпех ирттерӗҫ. «Ашшӗ-амӑшӗн ППЭ тытмалли пӗрлехи кун» акци нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулӗ. Мӗнле акци вӑл? Ахӑртнех, ку нумайӑшне кӑсӑклантарать. Унпа килӗшӳллӗн, шкултан вӗренсе тухакан ачасен ашшӗ-амӑшӗ вырӑс чӗлхипе пӗрлехи экзамен тытӗ. Анчах вӑл ытти чухнехи пек темиҫе сехете тӑсӑлмӗ. Экзамена ҫырмашкӑн ҫур сехет ҫеҫ парӗҫ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экзамен Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче иртӗ. Вӑл 11 сехетре пуҫланать. Экзамена хутшӑнас килет-и? Тархасшӑн. Унта кашни ашшӗ-амӑшӗ килеет. Унччен, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен, регистрациленмелле ҫеҫ. Ҫак ӗҫе 57-21-60 номерпе шӑнкӑравласа тума пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри шкулсене тӗрӗсленӗ. Вӗсенче йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Хастарсем Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Улатӑрти шкулсене ҫитсе курнӑ. Кун хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмлетӳ тунӑ: вӗренӳ учрежденийӗсенче сусӑр ачасем валли тивӗҫлӗ майсем ҫук. Шкулсем сусӑрсем валли пандуссем тунипех ҫырлахнӑ. Анчах лифтсем, хушма порученьсем пулман, алӑк сарлакӑшӗ те кирлӗ чухлӗ ҫук. Туалета та сусӑрсене меллӗ туса паман. Шкулта условисем пулманран сусӑр ачасен килте вӗренме тивет. Ҫапах Улатӑрти тата Ҫӗмӗрлери шкулсенче куҫ япӑх куракан ачасем валли социаллӑ адаптаци программи ӗҫленине палӑртмалла. Халӑх фрончӗн хастарӗсем республикӑри ытти шкула та тӗрӗслӗҫ. Унта сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑнма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Чӑвашфильмпа» «Чеченфильм» пӗрлехи проекта пурнӑҫлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри делегаци Чечня Республикинче пулнӑ. Рамзан Кадыров вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Делегаци малтан Грозный хулинче пулнӑ, унта пӗрлехи ӗҫе сӳтсе явнӑ, документсене, килӗшӳсене алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Чечняри кинематографистсен опычӗ чӑвашсемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Делегаци Ҫурҫӗр Осетире те пулнӑ. Вӗсем Беслан хулинче 2004 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ ачасемпе салтаксене пуҫ тайнӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре «Мусульманин» фильм ӳкерме тытӑннӑ. Унӑн тӗп продюсерӗ — Юрий Спиридонов. Сценари авторӗ — Илья Земляной. Фильм мӗн пирки пулнине хальлӗхе каламаҫҫӗ. Анчах унта паллӑ темиҫе актер ӳкерӗнме килӗшни вӑрттӑнлӑх мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть НТВ телеканалпа пыракан «Русское лото» кӑларӑмра пирӗн ентеш лотерея выляса илнӗ. Кӑрлач уйӑхӗнчи юлашки вӑйӑ 1164 тиражпа иртнӗ. Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ҫын лотерейӑра пӗр миллион тенкӗ выляса илнӗ. Пӗрремӗш турта виҫӗ билет вылянӑ. 140 пин тенке Волгоград, Липецк, Мускав тӑрӑхӗнче пурӑнакансем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш турта Новосибирск облаҫӗнчи билет вылянӑ. Вӑл 1 миллион тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш турта Питӗрти тата Ӗренпур облаҫӗнчи ҫынсене пӗрер миллион тенкӗ лекнӗ. Чӑваш Енри ҫыннӑн билечӗ пиллӗкмӗш турта вылянӑ. Унпа пӗрлех Чулхула, Мускав тата Свердловск облаҫӗсенчи билетсем ҫӗнтернӗ. Пӗтӗмпе 450242 билет вылянӑ. Вӗсенчен 10-шӗ 1 миллион тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Тутар Республикин тата Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх ӳнер академийӗн пайташӗ Василий Афанасьевич Дедушкин паян пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Василий Дедушкин 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче Пӑва районӗнчи Элшел ялӗнче ҫуралнӑ. Аттестат илсен вӑл Ҫӗпрел районӗнчи Шланкӑри шкулта тата Чӑваш Ҫӗпрелӗнчи ача ҫуртӗнче вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. 1955 ҫулта Хусанти медицина училищине вӗренме кайнӑ, ун хыҫҫӑн фельдшерта ӗҫленӗ. Ҫав хушӑра Медицина институтӗнче санитари факультетӗнче вӗреннӗ. 1968–1985 ҫулсенче Василий Афанасьевич тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та вӑл Хусанти ҫӑкӑр пӗҫерекен 4-мӗш савутра вӑй хунӑ. Василий Афанасьевич халӑх сӑмахлӑхӗпе, таврапӗлӳпе кӑсӑкланнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чӑваш наципе культура центрӗн председателӗн ҫумӗ пулнӑ. Василий Дедушкинпа кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хусанти Декабристсен урамӗнчи 99-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Пурӑннӑ чухне вӑл вилсен хӑйне Элшел ялӗнче пытарма ыйтнӑ. Унӑн юлашки сӑмахне ҫапла пурнӑлӗҫ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Малтан асӑннӑ... Ку пӑтӑрмах Канаш районӗнчи ялта сиксе тухнӑ. Иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пӗрисем кил хуҫи вилнӗренпе ҫур ҫул ҫитнине асӑннӑ. Кӳрше 34 ҫулти пускил хӗрарӑмӗ те каҫнӑ. Леш тӗнчене асӑннӑ ҫынна асра тытнине палӑртса сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем киле саланнӑ хыҫҫӑн кил хуҫин 17-ри ывӑлӗпе унран икӗ хут аслӑрах хӗрарӑм тепӗр ҫынсем патне ҫул тытнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн чухне 17-ри каччӑ хӗрарӑма хӗненӗ, кил хушшинче пусса ӳкернӗ те пусмӑрланӑ. Пуҫтахланнӑ каччӑн ӗҫӗпе нумаях пулмасть суд ларӑвӗ иртнӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 1,5 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Анчах хупса хуман, условлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |