Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Акимова Татьяна Сергеевна

Акимова Татьяна Сергеевна — биатлон енӗпе ӑмӑртакан. 1990 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ.

Раҫҫей спорчӗн тӗнче шайӗнчи мастерӗ (2015).

Пурнӑҫӗ

Татьяна (хӗр чухнехи хушамачӗ — Семёнова) Ҫӗнӗ Лапсарта ҫуралнӑ, кунтах А. Тихонов ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулне ҫӳреме пуҫланӑ.

Биатлон ҫулӗ ҫине илсе тухнӑ тренерӗ — Анатолий Акимов.

Татьяна Сергеевна Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ командин ҫамрӑксен тата резерв ушкӑнне кӗнӗ. 2011 ҫулта пӗрремӗш хут Европа чемпионатне хутшӑннӑ. Ҫав ҫултах хамӑр ҫӗршыври ҫуллахи биатлон чемпионатне хутшӑнса хӑйне тивӗҫлӗ кӑтартма пултарнӑ — ӑна тӗнче чемпионатне илсе кайнӑ. Анчах унта лайӑх ӑмӑртайман вӑл, медальсем ҫӗнсе илеймен.

2013 ҫулта Трентино хулинче хӗллехи универсиадӑра ҫӗнтерме пултарнӑ, харпӑр ӑмӑртура та ҫӗнтерӳҫӗсен йышне лекнӗ.

2015 ҫулта Вячеслав Акимова качча тухнӑ, хушаматне улӑштарнӑ.

2018 ҫулта Пхёнчханта иртекен хӗллехи олимп вӑййине хутшӑнать.

Ҫитӗнӗвӗсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2018-02-14 10:34:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1902 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем