Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствинче паян Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта 4-5 ыйту сӳтсе яврӗҫ. Чи малтанах тӳрлетнӗ орфографи правилисене халӑх патне ҫитересси пирки калаҫрӗҫ. Калаҫу каллех пӗрле е уйрӑм ҫырасси ҫине куҫма пуҫланӑран ыйтӑва хӑвӑртрах пӗтӗмлетме шутларӗҫ. Юрий Виноградова вара орфографи словарьне хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитерме сӗнчӗҫ. Ӑсчах хальхи вӑхӑтра П тата Р саспаллисемпе ӗҫлени пирки пӗлтерчӗ. Чылайӑшӗ ҫӗнетнӗ правилӑсемпе паллашасшӑн пулин те вӗсене тепӗр 2-3 уйӑх кӗтме ыйтрӗҫ. Хальхи вӑхӑтра правилӑсене юридици шайӗнче ҫирӗплетес ӗҫ пыни пирки Юрий Николаевич Исаев каларӗ. Малалла шкулсенче усӑ куракан вӗренӳ кӗнекисемпе методика кӑтартӑвӗсем тавра калаҫу иртрӗ. Доклад калаканӗ Ираида Степанова пулчӗ. 2017 ҫулта вӗренӳ кӗнекисен ҫӗнӗ федераллӑ йышне хатӗрленӗрен вӗренӳ министрӗ чӑваш чӗлхи учебникӗсем те унта пулсан аван пулнине палӑртрӗ, вӑл списока ҫирӗплетиччен ӗлкӗрме сӗнчӗ. Ку ӗҫе тума вара ҫывӑх вӑхӑтра «ҫул-йӗр карттине» тума сӗнчӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш кӗнеке издательствине вӗренӳ кӗнекисене ытларах тиражпа кӑларма сӗнчӗҫ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан 50 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл финанс пирамиди йӗркеленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын 2014 ҫулта «Удобно-сбережения» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Килӗшӳсем туса ҫынсенчен укҫа упрама илнӗ. Хӑй саккунлӑ майпа ӗҫленине кӑтартмашкӑн вӑл процентсем кӑштах тӳленӗ. Анчах чее ӗҫ нумайлӑха тӑсӑлман. Унӑн хура ӗҫне тупса палӑртнӑ. Арҫын финанс пирамиди йӗркелесе хӑйӗн кӗсйине 159 миллион тенкӗ чикнӗ. Вӑл 546 ҫынна улталанӑ. Вӑлтана Мӑкшӑ, Чӑваш, Коми республикисенче, Ханты-Манси автономи округӗнче, Киров, Чулхула облаҫӗсенче пурӑнакансем лекнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Пӗтӗм чӑвашсен 2-мӗш «Асам» кинофестивалӗн пресс-конференцийӗ иртрӗ. Унта юпа уйӑхӗн 24–29-мӗшӗсенче иртекен культура мероприятийӗ пирки тӗплӗнрех каласа пачӗҫ. Кӑҫалхи кинофестивале пурӗ 22 ӗҫ хутшӑнӗ — илемлӗ 9 фильм, 5 документалли тата 8 анимациллӗ фильм. Илемлӗ фильмсене илес пулсан куракансем «Там, где нет тебя» (режиссёрӗ Ю. Спиридонов), «Принять удар» (Е. Рябцева), «Вера и сомнение» (Е. Рябцева), «Сурӑм хӗрӗ» (В. Карсоков), «Чакӑр куҫӑм шӑпана» (А. Степанов-Пӑртта), «Никита» (М. Никитин), «В лесу» (М. Ефремов), «Асамат кӗперӗ» (Р. Андреев), «Ветки» (В. Синяев) фильмсемпе паллашма пултарӗҫ. Документаллисен шутӗнче Ю. Спиридоновӑн «Я люблю тебя, Шумерля» тата «Генерал Тихонов», А. Ефремовӑн «Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх», Ю. Сергеевӑн «История великого народа», С. Сахаровӑн «Шигали» пулӗҫ. Анимациллӗ фильмсене иккӗн тӑратнӑ — 3 фильма Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗ хатӗрленӗ, ыттисене — В. Галошев. Улатӑртисем чӑваш халапӗсем ҫинче никӗсленнӗ «Почему сосна и ель вечно зеленые», «Как река началась», «Как ловили Луну» фильсем кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вырӑсла. |
Сывлӑх
![]() Хӗле хирӗҫ гриппа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Хальлӗхе тухтӑрсем чан ҫапмаҫҫӗ пулин те сисчӗвленмелли сӑлтав пур. Республикӑра 7 пин ытла ҫын чирленӗ. Ытти ҫулпа танлаштарсан, кӑтарту пысӑкрах. Иртнӗ эрнери кӑтартупа танлаштарсан вара хисеп чакнӑ — 5,4 процент сахалрах. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. 17 ҫул тултарман ачасем сахал мар: чирлисен 72,5 проценчӗ. Лабораторире 9 ҫынна тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 3-шӗн — парагрипп вирусӗ, пӗрин — аденовирус. Чирлес мар тесен тухтӑрсен сӗнӗвӗсене шута илмелле. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла, урамра уҫӑлса ҫӳремелле. Ҫын кӗпӗрленекен вырӑнтан пӑрӑнма тӑрӑшмалла. Хамӑра хамӑр упрамаллах… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене 23,5 миллион тенкӗ килӗ. Ку укҫа халӑха эмелпе тивӗҫтермешкӗн кайӗ. Укҫа-тенке сусӑрсене эмелпе, сиплӗ апат-ҫимӗҫпе тата ыттипе тивӗҫтермешкӗн уйӑраҫҫӗ. Раҫҫейре пӗтӗмпе ку тӗллевпе хыснаран 3,8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Ку хушӑва Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Укҫа-тенке регионсен хушшинче пайлӗҫ. Чӗмпӗр облаҫне — 28,4, Тутарстана — 114,2, Чулхула облаҫне 57,1, Мӑкшӑ Республикине — 14,3, Мари Республикине 11,3 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Сӑмах май, Чӑваш Енре 85,4 пин сусӑр ҫын пурӑнать. Вӗсенчен 26,5 пинӗшӗ эмел илмешкӗн ҫӑмӑллӑхсене тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗ LGBT-парад ирттерме килӗшмен. LGBT аббриватура ар ҫыхӑнӑвне йӑлана кӗнӗ пек арҫынпа хӗрарӑм кӑна мар, арҫынпа арҫын, хӗрарӑмпа хӗрарӑм, бисексуалсен, трансгендерсен хутшӑнӑвне пӗлтерет. Обществӑн самай пайӗ йышӑнман ҫак ҫыхӑнӑва ырлакансем ытти хулара та парадсем йӗркелесшӗн пулнӑ, анчах унта та вӗсене ирӗк паман. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ун пек ушкӑнсен мероприятийӗсем юпа уйӑхӗн 16 тата 20-мӗшӗсенче иртмелле пулнӑ. Анчах Шупашкарти тӳре-шара халӑхӑн самай пайӗнчен уйрӑлса тӑракан ушкӑнсен ҫулне пӳлнӗ. Ҫапла вара Шупашкарти лесбиянкӑсен, гейсен, бисексуалсен, трансгендерсен парада тухма май килмӗ, хӑйсемшӗн ҫивӗч ыйтусене пӗр-пӗринпе вӑрттӑн пуҫтарӑнса сӳтсе явасси кӑна юлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан, нянечкӑра ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм ачана килӗштернӗ. Халӗ вӑл ӑна усрава илесшӗн. 51 ҫулти Зинаида Киргизова Ярослава виҫӗ ҫул пӑхнӑ. Малтанах амӑшӗ ыйтнипе каҫсерен ҫеҫ асӑрханӑ. Унтан хӗрарӑм пурӑнмалли вырӑн тупиччен арҫын ачана хӑйӗн патне илсе кайма ыйтнӑ. Анчах амӑшӗ нимӗнле ҫурта та пурӑнма куҫман, ывӑлне няньӑпа хӑварнӑ. Ҫапла ача ун патӗнче пурӑнма юлнӑ. Хӗрарӑм ачана тӑван ывӑлӗ пекех юратнӑ. Ярослав та няньӑна анне тесе чӗнет. Унӑн ывӑлне, Ярославӑн хресна ашшӗне, атте тет. Хӗрарӑм опека органне ҫитнӗ, усрава илес кӑмӑллине пӗлтернӗ. Анчах унтисем ӑна ку шухӑшран пӑрӑнма ыйтнӑ. Пӗрремешӗнчен, ачана усрава илекенсен списокне 5 ҫуллӑха хатӗрленӗ. Иккӗмӗшӗнчен, Зинаидӑн сывлӑхӗ хавшак. Анчах хӗрарӑм парӑнмасть. Вӑл малалла кӗрешӗ. Халӗ Зинаида амӑшне праваран хӑтарасса кӗтет. Лешӗ вара хӗрарӑм ухмаха ернине, ывӑлне вӑйпа тытнине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Париж Коммунин 16-мӗш «а» ҫуртӗнче пурӑнакансем ҫак пулӑма тахҫантанпах кӗтнӗ. 20 ҫул… Ҫынсем ҫурта авариллисен йышне кӗртес ыйтупа 20 ҫул чупнӑ. Ку ыйтӑва вӗсем 1996 ҫултах ҫӗкленӗ. Ун чухне стенапа мачча ҫурӑлма тытӑннӑ. Паян вара ҫурт ишӗлмех тытӑннӑ: штукатурка тӑкӑнать, урай ҫӗрнӗ, картлашка чалӑшнӑ… Тӗлӗнмелле те, ҫак лару-тӑрӑва курса тӑрса чиновниксем ӑна пурӑнма юрӑхсӑррисен списокне кӗртме мар, тӗплӗн юсама йышӑннӑ. Ку йӑнӑша Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫурта ишсе антарса ун вырӑнне ҫӗннине ҫӗклесен укҫа сахалрах тӑкакланать. Халӗ ку ҫурта пурӑнма юрӑхсӑррисен йышне кӗртнӗ. Ӑна 2005 ҫултах ишсе антармалла пулнӑ. Ун чухне ку ӗҫе 2009 ҫула куҫарнӑ. Ун чухне те ишсе антарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Пуҫтарма ҫулталӑк, салатма пӗр талӑк Юпа уйӑхен 4-мӗшӗнче иртнӗ Арбитраж сучӗн ларӑвӗнче Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкне панкрута кӑларма килӗшменнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне суд «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество ыйтса ҫырнине пӑхса тухнӑччӗ. Хапрӑк ыттисем умӗнче те парӑма кӗрсе кайнине кура вӗсем те суда ҫавӑн пек тавӑҫпа ҫитнӗ. Ҫавсен шутӗнче Перекет банкӗ те пур. Республика правительствин ларӑвӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев банкӑн республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Олег Николина панкрута кӑларни производствӑна чӗртсе тӑратма пулӑшманнине каланӑ. «Эпир патшалӑх, республика интересне хӳтӗлетпӗр. «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 49 проценчӗ республика аллинче», — тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Константин Никитин Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Константин Никитина паян ӗҫрен хӑтарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва ЧР Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Енилина алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Константин Никитина 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартнӑччӗ. Ун чухне министрта Сергей Павлов тӑрӑшатчӗ. Маларах Константин Никитин Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Патшалӑх службинче ӗҫличчен вӑл слесарьте, савутри цех наладчикӗнче, тӗп бухгалтерта, финанс уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1989-2010 ҫулсенче Константин Никитин Вӑрмарти РАЙПО председателӗнче вӑй хунӑ. Унӑн экономист тата юрист дипломӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |