Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.0 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Любовь Федоровӑна тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн чысланӑ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 30.01.2018 19:03 | 1041 хут пӑхнӑ
Культура
Любовь Федорова артист
Любовь Федорова артист

Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявлать. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр сцени ҫинче артистсене саламланӑ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пур.

Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 1972 ҫулта Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑнтанпа уншӑн Чӑваш академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл вун-вун сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ, халӑхӑн юратнӑ артисчӗ пулса тӑнӑ.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Любовь Федоровӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ.

#Лапсар, #Шупашкар районӗ, #юбилейсем, #культура, #театрсем, #чыславсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Тури Панкли артисчӗ 50 ҫул тултарнӑ
2017, 11, 30
Вырӑс драма театрӗ — 95 ҫулта
2017, 12, 01
Вырӑс драма театрӗн пӗрремӗш сезонӗн репертурне хаҫат туллин пичетленӗ
2017, 12, 15
Вера Кузьмина «Ылтӑн маска» премие тивӗҫнӗ
2017, 12, 20
Драмтеатр музей уҫасшӑн
2018, 01, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org