Республикӑра
![]() Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре темиҫе пушар алхаснӑ. Вӗсенчен пӗринче 2-ри ача айӑплӑ. Сӗнтӗрвӑрри хулинчи Совет урамӗнчи 16-мӗш ҫуртра 11 сехетре пушар тухнӑ. Пӗр хваттерте ача шӑрпӑкпа вылянӑ-мӗн. Ӑна сӳнтермесӗрех кравать ҫине пенӗ. Ҫулӑм тухнине амӑшӗ асӑрханӑ. Тӳрех пушарнӑйсене чӗннӗ вӑл. Ҫулӑм маччана, дивана, чӳрече рамине сиенлетнӗ. Ҫынсем шар курман. Канашра вара пушар каҫхине алхаснӑ. Унта машина ҫуннӑ. Капот айӗнчен тӗтӗм тухнине иртен-ҫӳрен курнӑ, МЧСа шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра та коридор ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9 ҫынна эвакуациленӗ. Вӗсен йышӗнче сусӑр тата ача пулнӑ. Ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри ярмӑрккӑ пӗрремӗш хут иртет. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Мӗн кӑна ҫук-ши унта: теттесем, канихвет, мӑйӑр, типӗтнӗ улма-ҫырла… Ярмӑрккӑри хӑш-пӗр тавара пирӗн патра курма ҫук. Чавыча, кижуч аминойӳҫексемпе, витаминсемпе пуян. Ӑна Камчаткӑра тата Сахалинра хатӗрлеҫҫӗ. Ярмӑрккӑ 2008 ҫулта Удмурт Республикинче пӗрремӗш хут иртнӗ. 2014 ҫултанпа ӑна ытти регионта та ирттереҫҫӗ. Унта сутӑнакан тавар пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫук: пахалӑхӗ лайӑх. Хӑйсен аллипе лукум, халва хатӗрлеҫҫӗ, вӗсене те ярмӑрккӑра сутаҫҫӗ. Ав тӗве ҫӑмӗнчен ҫӗленӗ тумтирсене Монголирен илсе килнӗ. Ярмӑрккӑ чӑн-чӑн уяв пекех иртет. Вӑл чӳкӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Наталья Виноградова Ҫӗр ҫинче асамлӑх пуррине ӗненнӗ. Вӑл нумаях пулмасть машина выляса илнӗ. Наталья икӗ уйӑх каялла машина илнӗ. Ҫак кунсенче вара ун патне ырӑ хыпар килнӗ. Машина ӑна тӳлевсӗрех лекнӗ-мӗн. Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗн ҫӗнтерӳҫине тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ. Конкурс машина бренчӗсен салонӗнче Раҫҫейӗпех иртнӗ. Ҫапла майпа производительсем суту-илӗве лайӑхлатасшӑн. Ара, тӗнчери экономика лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Чӑваш Енре темиҫе кун пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни чылайӑшӗшӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫав кунсенче шкул ачисем те шар курнӑ. Юрать, вӑйлӑ аманнисемех пулман. Шуҫлак ҫул ҫинче шкула ҫӳрекен 96 ача шар курнӑ. Вӗсен хушшинче алӑ-ура хуҫакан та пулнӑ. Чӳк уйӑхӗн 10–14-мӗшӗсенче 1077 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 118-шӗ — ачасем. 93 ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен 6-шӗ — ачасем. Вилекен, телее, пулман. Ҫанталӑк япӑх пулнӑ чухне вӗрентекенсене ачасене шкула пымалли пирки асӑрхаттарма хушнӑ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне СМС-ҫырусем янӑ, пӑрлӑ ҫанталӑкра ачасене килте лармалли пирки асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян чӑвашсен паллӑ артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Паян вӑл 93 ҫул тултарнӑ. Вера Кузьминичнӑна халӑх юратать, вӑл калӑпланӑ рольсем чылай ҫынна макӑртнӑ, култарнӑ. Вӑл чӑваш культуришӗн сахал мар ӗҫ тунӑ. Пултарулӑхра артистка 70 ҫул ӗҫленӗ. «Хура ҫӑкӑр» спектакльти амӑшӗн ролӗ чылайӑшӗн асӗнче. «Юнлӑ туй», «Ҫӗпӗр дивизийӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Нарспи», «Айдар»… Вун-вун спектакльти сӑнара калӑпланӑ вӑл. Вера Кузьминична Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫӗпех парӑннӑ, халӑха савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Дмитрий Семенов Чӑваш Енре «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн хастарне Дмитрий Семенова тӗнче тетелӗнчи репостшӑн штрафланӑ. Ҫӗрпӳри суд ӑна «П... или смерть» футболка тӑхӑннӑ Питӗрти депутата Виталий Милонова репост тунӑшӑн айӑпланӑ. Чӑвашри политика иртнӗ эрнере полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унта ӑна РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 20.29 статйипе айӑплассине пӗлтернӗ. Тӗнче тетелӗнчи страницӑсене пӑхса ларнӑ чух Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Дмитрий Семенов православипе ҫыхӑннӑ экстремизмла сӑнӳкерчӗке репост тунӑ тесе палӑртнӑ. Ку тӗслӗх пӗли-пӗлми тата пули-пулми «класс!» пусса лариччен е репостличчен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмаллине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Остерта Ҫеҫпӗле манмаҫҫӗ Ҫеҫпӗл Мишшин черетлӗ 117-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче митинг иртнӗ. Вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланнӑ. Унта ытти ҫулсенчи пекех тӑван культурӑна, чӗлхене, Ҫеҫпӗле сума сӑвакансем: ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, вӗренекенсем — пуҫтарӑннӑ. Ӗнер Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулинче те Ҫеҫпӗл Мишшине сума сунӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист тата поэт «Одноклассники» (чӑв. Пӗр класрисем) халӑх сетӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Ҫулӑм чӗреллӗ классикӑмӑра пытарнӑ вырӑна унти хастарсем чӑвашсен Украинӑри обществин пайташӗсем Н. Лисовая тата М. Люллина ертсе пынипе чечек хунӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗ Етӗрне район администрацине Андрей Софронов ертсе пырӗ. Ахӑртнех, вӑл. Ятарлӑ комисси ырланӑ кандидатурӑна ҫывӑх вӑхӑтра вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухӗҫ. Аса илтеретпӗр, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин иртнӗ уйӑхра ӗҫрен кайнӑ, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пуҫлӑх пулмалли ҫынна палӑртакан комиссие ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗччӗ. Виҫӗмкун комисси Андрей Софронов кандидатурине ырланӑ. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын асӑннӑ районта социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫленӗ, маларах вӑл газ участокӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Доброхотов Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ пулнӑ Владимир Доброхотова республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотова транспорт ведомствине ертсе пыма иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫумӗнче тимленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ку должноҫе Михаил Резникова лартрӗҫ. Ӗнертенпе Владимир Анатольевич республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл Сергей Артамонов министра ҫум должноҫӗнче пулӑшӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Яковлев орнитолог Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ Александр Яковлев орнитолог ӗнер хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче: утравсемпе тинӗссем хӗрринче — кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпчекен маттур ҫак ҫынна ҫутӑ тӗнчене килнӗ ятпа Лӑпкӑ океан (Чукотка, Сахалин, Курил утравӗсем) хӗрринче пурӑнакансенчен пуҫласа Атлантика (Германи, Англи, Франци, Израиль...) таранах саламланӑ. Ӑшӑ сӑмахӗсем Раҫҫей, Казахстан, Украина, Беларуҫ урлӑ вӗҫнӗ. Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскере юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, фотографсем, ҫулҫӳревӗҫсем, кайӑк-кӗшӗке юратакансем, биологсем, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнӗсенче ӗҫлекенсем ырӑ суннӑ. Фейсбукри хӑйӗн страницинче пурне те тав тунӑ май Саша Яковлев малашне те хӑйӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе савӑнтарма тата ҫутҫанталӑк ҫинчен каласа кӑтартма шантарать. Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |