Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗренпур облаҫӗнче, Мускав-Чӗлепи ҫул ҫинче, авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ. Вӗсем – Чӑваш Енрен. Авари юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» ҫул хӗресленекен вырӑнта йывӑр тиевлӗ машинӑна ирттерсе яман. Вӗсем ҫапӑннӑ. Йывӑр тиевлӗ машина тӗп ҫулпа пынӑ. Унта 5 ҫын пынӑ. Виҫҫӗшӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Икӗ водителе те, суранланнӑскерсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Арӑмӗпе упӑшки, хӗрарӑмӑн амӑшӗ, аппӑшӗ тата ашшӗ аслашшӗне пытарса Ҫӗнӗ Шупашкара килме тухнӑ-мӗн. Икӗ арҫын чӗрӗ юлнӑ. Арӑмӗ 1983 ҫулта ҫуралнӑскер ҫеҫ пулнӑ. Упӑшкипе вӗсем икӗ ача, 10 тата 6 ҫулсенчисем, пӑхса ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Козлов - варринче ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин ЧР транспорт министрӗн ҫумӗн должноҫне Олег Козлова лартасси пирки алӑ пуснӑ. Уралти тӗнче тетелӗнчи хаҫат Znak.com пӗлтернӗ тӑрӑх, Козлов унччен Челепи администрацийӗнчи транспорт управленине ертсе пынӑ. Ҫурла уйӑхӗнче вӑл отставкӑна кайнӑ. Ку ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Хаҫат ҫапларах ҫырать: «Олег Козловӑн Челепири ӗҫне хула депутачӗсем пӗрре мар критикленӗ. Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче КПРФ партин депутачӗ Константин Нациевский Козлова отставкӑна кайма сӗннӗ. Хӑйӗн пуҫлӑхне Евгений Тефтелева тата халӑх тарҫисене ура хурасран-мӗн. Лешсем Козлов общество транспортӗнче хаксене ӳстерме сӗннине ырланӑ. Ара, хак ӳснӗ, анчах муниципалитет предприятийӗсенче лару-тӑру улшӑнман — ҫаплипех панкрута тухас хӑрушлӑх пур. Чиновник хирӗҫӳсенчен ывӑнни пирки те шухӑшлама пулать». Олег Козлов Шупашкара ҫемйипе пӗрле килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК харӑсах виҫӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал радио – 90, телекурав – 55, «Шупашкар ТВ» студи 20 ҫул тултарнӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Агния Мадянова 1973-1993 ҫулсенче радиора сасӑ режиссерӗнче ӗҫленӗ. Вӑл аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне кӑларӑм нумай пулнӑ. Паян ПТРКра ҫамрӑк журналистсем нумай. Павел Храмкин унта 2 ҫул ӗҫлет. Вӑл Йошкар-Оларан килнӗ. Уяв каҫне Пӗтӗм Раҫҫейри ПТРК департаменчӗн регионти ертӳҫи Андрей Никитин уҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. ПТРКра ӗҫлекенсем ташӑ та вӗреннӗ. Сцена ҫине ПТРКра ӗҫлекен пур специалист та тухнӑ. Ытти регионти ӗҫтешӗсем те вӗсене саламлама килнӗ. Оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем те пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Екатерина Таратина шкулти вӗрентекен тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр. Вӑл «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, педагог унӑн хӗрне, 5-мӗш класра вӗренекенскере, уроксем хыҫҫӑн швабрӑпа хӗнессипе хӑратнӑ, тантӑшӗсен умӗнче ҫӳҫрен туртнӑ. Амӑшӗ кун пирки прокуратурӑна ыйту ҫырнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ вара ку пулӑма хирӗҫлет, вӗрентекен чысне хӳтӗлесшӗн. Вӗрентекен хӗрачан телефонне те туртса илнӗ, пӳлӗмре питӗрсе лартнӑ-мӗн. Унтан класра пуҫтарма хушнӑ. Лиза уроксем хыҫҫӑн макӑра-макӑра амӑшӗ патне шӑнкӑравланӑ. Шкул ертӳлӗхӗ ҫав вӗрентекен пирки лайӑххине ҫеҫ калать. Педагог Лизӑна ҫав кун иртерех киле янӑшӑн ӳкӗнет. Вӑл пуҫ ыратать тенӗ-мӗн. Педагог каланӑ тӑрӑх, Лиза ҫав кун тарӑхса ҫӳренӗ. Ҫитменнине, вӑл ун чухне урока 15 минут кая юлса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Фармаци» патшалӑхӑн хысна предприятийӗ валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Патшалӑх предприятийӗн пуҫлӑх тилхепине конкурс ирттерсе палӑртма хистет те саккун, ӑна юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртмалла. Аса илтеретпӗр, «Фармаци» хысна предприятийӗн пуҫлӑхне Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне черетлӗ хутчен депутата суйланӑ хыҫҫӑн республикӑн парламентне ертсе пыма шанчӗҫ. Спикера суйланӑ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӑн хысна предприятине ертсе пыма ирӗк ҫук. «Фармаци» предприятие ертсе пырас ӗмӗтлисен е вӗсене пуҫлӑха лартас шанчӑк пур тесе шухӑшлакансен заявленисене юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тилхепене тытас шухӑшлӑ кандидатӑн пуҫлӑх стажӗ 5 ҫултан кая мар пулмалла. Вӗсен аслӑ пӗлӳ илнине те шута илеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан 10 ача амӑшне «Раҫҫей мисӗ» конкурса хутшӑнма чӗннӗ. Илемлӗх конкурсӗ Дон ҫинчи Ростов хулинче иртет. Хальлӗхе Мария Падиарова унта каяссипе каймассине пӗлмест — шухӑшлать-ха. Ачисем кайма хистеҫҫӗ. Амӑшӗ вӗсенчен пӗрне хӑйӗнпе пӗрле илме шантарнӑ. Мария хӑйӗн шухӑшне йӗркелӳҫӗсене ҫитес вӑхӑтра пӗлтерӗ. Мария Падиарова 35 ҫулта. Ҫамрӑк пулин те вӑл 10 ачана кун ҫути парнелеме ӗлкӗрнӗ. Ян — 16, Дарина — 15, Светозар — 14, Даниил — 15, Ярослава — 9, Яков — 8, Есения — 5, Захар — 4, Игнат — 2 ҫулта, Мия — 9 уйӑхра. Конкурса ҫӗршыври чи илемлӗ хӗрарӑм символне тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кайран ҫӗнтерӳҫӗ «Миссис International –2017» конкурса кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрлери пӗр шкул ачисем халӗ те класра ларса пӗлӳ пухаймаҫҫӗ. Паянхи кун унта тӗплӗ юсав пырать. Ачасене хальлӗхе тепӗр шкулсене вӗренме янӑ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 600 ача хӑйӗн шкулӗнче мар, урӑххинче ӑс пухать. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем инҫе ҫӳремеҫҫӗ. Йӑлтах — юсав ӗҫӗсем вӗҫленменнине пула. Ҫӗмӗрлери шкула 1969 ҫултах хута янӑ. Вӑл хальччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Уҫӑлнӑранпа унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен. Тӑрри йӑтӑнма тытӑнсан ашшӗ-амӑшӗн ачине тепӗр шкула куҫарма шухӑш ҫуралнӑ. Юрать, хыснаран шкула юсама 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах — ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ. Халӗ ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Юсав чӳк уйӑхӗччен вӗҫленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри пир тӗртекенсен канашлӑвӗ иртнӗ. Ку ӗҫ пирки тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, анчах ӑстасем вӑл паянхи кун та пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӗнентереҫҫӗ. Канашлӑва Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан кӑна мар, Германирен, Латвирен, Молдовӑран та килнӗ. Пӗрремӗш семинар Шупашкар районӗнчи Вӑрманкассинче иртнӗ. Канашлу кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Кӑҫал вара ӑна анлӑрах йӗркеленӗ. Унта тӗлӗнмелле хӑнасем килнӗ. Гамбургри Андреас Мюллер тӗрлӗ континентра пир тӗртме вӗрентет. Вӑл тӗнчипех ӑсталӑх класӗсем ирттерет. Вӑл станоксене хӑй те ӑсталать. Мускавра та пир тӗртекенсем пур иккен. Елена Маркова пир тӗртме вӗрентет ав. Кашни ӑстан станокӗ расна. Халӗ вӗсене ҫӗнетсех пыраҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫлеме ҫӑмӑлрах. Компьютер версийӗсем те пур-мӗн. Канашлӑва Александр Петров йӗркеленӗ. Вӗсен йӑхӗнче пир тӗртекенсем пулнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ӗҫӗ ҫамрӑксене вӗрентмелле, вӗсем те пир тӗртчӗр. Ара, Чӑваш Енре кунашкал ӑстасем пур-ха. Вӗсем ку ӗҫе аталантараҫҫӗ, несӗлсен туприне упрама тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Алексей Ефимов 27 ҫулта кӑна. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси шкулӗнче директорта ӗҫлет. Вӑл – республикӑри чи ҫамрӑк шкул директорӗ. Алексей ӗҫлеме тытӑннӑранпа шкулта ҫӗнӗлӗхсем кӗнӗ. Халӗ ачасем кашни ире хускануран пуҫлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле вӗрентекенсем те ӳт-пӗве пиҫӗхтереҫҫӗ. Тӑхтавсенче вара теннисла выляҫҫӗ. Ку та – Алексейӑн шухӑшӗ. Теннисла вылямашкӑн черет тӑраҫҫӗ. Алексей пӗчӗк чухнех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна вӗренме кӗнӗ. Алексее ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен шкула 1977 ҫултах хута янӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Малтанах стендсене ҫӗнетнӗ, гардероба илем кӗртнӗ. Халӗ спортзала юсаҫҫӗ. Унччен Алексей ҫак шкултах директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл эрех ӗҫмест, пирус туртмасть. Ҫапла вӑл ачасене тӗслӗх кӑтартать. Шкулта 4 ялти 60 ача вӗренет, вӗсемпе 16 педагог ӗҫлет. Пурте тенӗ пекех хӗрарӑмсем вӑй хураҫҫӗ. Чылайӑшӗ директортан самай аслӑ. Вӗсем Алексей Владимировича ӑшшӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Айдар Хисамутдинов ыран, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, хӑйӗн пултарулӑх каҫне ирттерет. Вӑл 35 ҫул тултарать. Концерт интереслӗ иртессе шантараҫҫӗ. Автор ӗҫӗ нумай пулать. Куракана хальхи хореографипе савӑнтарӗҫ, классика пулмӗ. Пултарулӑх каҫне ӗҫтешӗсем те хутшӑнӗҫ. Концертра артистсем кураканпа ҫывӑхланасшӑн. Унта пынӑ хӑнасем концертпа киленӗҫ ҫеҫ мар, постановкӑсене те хутшӑнӗҫ. Айдар пултарулӑх каҫӗ ирттерсе хӑй театрта ӗҫленине пӗтӗмлетесшӗн. Мӗншӗн тесен вӑл ҫитес вӑхӑтра карьерӑна вӗҫлесшӗн. Унӑн шухӑш нумай, вӑл хӑйне проектсем пурнӑҫа кӗртсе аталантарасшӑн. Артистӑн ку шухӑш тахҫанах ҫуралнӑ. Ҫапах вӑл хӑш чухне сцена ҫине ташӑҫӑ пек тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |