Политика
![]() Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ. Министра ӗҫрен мӗншӗн кӑларни пирки каламан. Анчах ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче тепӗр хушу алӑ пусни пирки пӗлтернӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслаҫҫӗ. Ҫакна вӑл Чӑваш Еншӗн чунне парса тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ. Каласа хӑварар: Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |