Чӑваш Енӗн гидрометцентрӗ ырантан пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтерет.
Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмалла, юр е ҫумӑр ҫумалла мар. Ҫил тӗрлӗ енчен ылмашса вӗрӗ. Унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 2–7 метр пулассине асӑрхаттараҫҫӗ. Каҫхине сывлӑш температури -4…-9 градус, ыран кӑнтӑрла 0…+5 градус пулӗ. Каҫхине те, ирхине те вырӑн-вырӑнпа тӗтре карса илӗ. Ҫулсем ҫинче пӑрлаклантарӗ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулмалла, юр та, ҫумӑр та ҫумалла мар. Ҫил каҫхине хӗвелтухӑҫӗнчен ҫеккунтра 2–7 метра хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, кӑнтӑрла вӑл кӑнтӑр енне куҫӗ. Каҫхине сывлӑш температури -4…-9 градус, кӑнтӑрла 0…+5 градус пулӗ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче те ҫанталӑк сулхӑн тӑрӗ: каҫхине -1…-6 градус хыҫҫӑн кӑнтӑрла ӑшӑтӗ.