Чӑваш Енри ҫамрӑк экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн ҫаплипех пӑшӑрханаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленӗччӗ. Тӑван тавралӑх шӑпи ик айкки те тӑвайкки маррисене республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви иртнӗ уйӑхра регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ уйрӑмах хӳтӗлемелли территорисене ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑнхи тӑрӑм шухӑша янӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ те Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫамрӑк экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ патне тепӗр хутчен шӑрҫалама тӗв тунӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хуравӗ тивӗҫтермен. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ыйту татӑлассӑн туйӑнмасть. Халӗ вӗсем черетлӗ хутчен петици ҫыраҫҫӗ, ун айне алӑ пусма ыйтаҫҫӗ.