Чӑваш халӑх сайтӗнче «Мӗншӗн хура вӑрман каш кашлать?» ятпа статья пичетленнӗччӗ, каярах Чӑваш Енри хастар экологсем РФ ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Донской ячӗпе ҫыру хатӗрленине те ҫырса кӑтартнӑччӗ. Петицире экологсем уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк лаптӑкӗсем сахалланса юлнишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн (вырӑсла кӗскетсе каласан, ОНФ) экологи тата вӑрман хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен общество мониторингӗн центрӗ Чӑваш Енри Ҫутҫанталӑк министерстви уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсенчен 70 ытла процентне пӗтернишӗн пӑшӑрханнине пӗлтернӗ. Хастарсем ҫутҫанталӑка сыхлас енӗпе ӗҫлекен прокуратурӑна ҫырупа тухма хатӗрленеҫҫӗ.