Ял хуҫалӑхӗ
![]() Хурт-хӑмӑрҫӑсен пӗлмелли самай Паян Чӑваш ял хҫалӑх академийӗнче вӗлле хурчӗ тытассипе конференци ӗҫленӗ. Унта Чӑваш Енри хурт-хӑмӑрҫӑсемпе пӗрлех Мари Элти ӑстасем те пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе Мускаври специалистсем тӗлпулнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн виҫҫӗмӗш хутӗнчи хола вӗлле хурчӗ ӗрчетессин ҫӗнӗлле мелӗсемпе паллаштаракан лапама ҫавӑрнӑ. Унта хурт-хӑмӑрҫӑсем пӗр-пӗрин опычӗпе кӑмӑлтан паллашнӑ. Конференцин пленарлӑ пайне ветеринари медицинипе зоотехни факультечӗн деканӗ Геральд Тобоев уҫнӑ хыҫҫӑн «Мировое пчеловодство» информаципе аналитика порталӗн тӗп редакторӗ Александр Пономарев тухса калаҫнӑ. Хурт-хӑмӑр ӗрчетессин ӑсталӑхне ҫав ҫын Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене кайсах паллашнӑ. Конференци вӑхӑтӗнче «Лучший мед – 2016» (чӑв. Чи лайӑх пыл—2016) республикӑри иккӗмӗш конкурс ирттернӗ тата пыл ас тивтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ вуннӑмӗш тата вунпӗрмӗш класра вӗренекен ачасене биологи предметне тӳлевсӗрех ӑша хывтарать. Курс пирки вӗренӳ учрежденийӗ хӑйӗн сайтӗнче иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнчех пӗлтернӗ-ха. Ҫапах та илтмесӗр юлнисем пулма пултараҫҫӗ. Биологи курсӗн программине ботаникӑпа, зоологипе, ҫын анатомийӗпе тата физиологийӗпе задачӑсемпе ыйтусене тишкерессине, патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн варианчӗсене вӗрентессине кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне биологин хальхи вӑхӑтри направленийӗпе ҫыхӑннӑ темӑсемпе ӑслӑлӑхпа популярлӑ лекцисем иртмелле, академин лабораторийӗпе паллаштармалла, ӑслӑлӑх ӗҫӗ те планра пур. Занятие биотехнологипе агрномин опытлӑ преподавателӗсем ирттереҫҫӗ. Ачасемпе вӗсем вӗренӳ ҫулӗн тӑршшӗпех, шӑмат кунсерен тата вырсарни кунсерен, тӗл пулӗҫ. Заняти Шупашкарти К. Маркс урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ академин тӗп корпусӗнче 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 13 сехет те 50 минутчен пырать. Ыйтса пӗлмелли тупӑнсан 89061355600 номерпе шӑнкӑравлама юрассине каланӑ. Курса лекес тесен малтан ҫырӑнни кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Татьяна Акимова биатлонистка Хальхи вӑхӑтра биатлон енӗпе Тӗнче кубокӗ пырать. Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ ӗнер, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Слловенири Поклюка хулинче пуҫланчӗ. 2016/2017 ҫулсенчи тапхӑрӑн хальхи ӑмӑртӑвӗнче ултӑ тупӑшу пӑхса хӑварнӑ: икӗ спринт (кӗске инҫӗшне чупасси), хӑваласа ҫитессишӗн тупӑшмалли икӗ ӑмӑрту тата икӗ эстафета. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнне арҫынсенчен Антон Бабиков (Пушкӑртстан), Максим Цветков (Мускав), Матвей Елисеев (Мускав), Антон Шипулин (Свердловск облаҫӗ), Евгений Гараничев (Тӗмен облаҫӗ), Юрий Шопин (Чӗмпӗр облаҫӗ), хӗрарӑмсенчен Чӑваш Енри Татьяна Акимова, Анастасия Загоруйко (Тӗмен облаҫӗ), Ольга Подчуфарова (Мускав), Екатерина Глазырина (Свердловск облаҫӗ), Светлана Слепцова (Югра) кӗнӗ. Пӗрремӗш тапхӑрти ӑмӑрту хыҫҫӑн Татьяна Акимова уйрӑм зачетпа Раҫҫей биатлонисчӗсенчен чи вӑйли: ун чухне вӑл 49 очко пухса тӗнчери ҫав ӑмӑртӑва хутшӑннӑ биатлонисткӑсем хушшинче 23-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ. Ӗнерхи спринтра пирӗн ентеш финишра 29-мӗш вырӑна тухнӑччӗ. Халӗ кӑна, темиҫе минут каялла вӗҫленнӗ пасьютра вӑл хӑйӗн позицине лайӑхлатрӗ — 20-мӗш тухрӗ. Пенӗ чухне Татьяна тӑватӑ хутӗнче те (иккӗ — выртса тата ҫавӑн чухлех — тӑрса) тӗрӗс лектерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен тата тепӗр икӗ тӳрепе пуянланнӑ. Анчах вӗсем судра ҫын шӑпине татса паракансем мар, спортри ҫитӗнӳсене тишкерекен-хаклакансем. Раҫҫейӗн Спорт министерствин нумаях пулмасть йышӑннӑ приказӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри категориллӗ судьясене ҫирӗплетнӗ. Спорт кӗрешӗвӗ енӗпе пӗтӗм Раҫҫей категориллӗ спорт судйи ята В. Кочков ячӗллӗ республикӑри спорт шкулӗн директорӗн ҫумӗ Илья Фомин тивӗҫнӗ. Ухӑран перекенсене хаклакан Пӗтӗм Раҫҫейри судья ята Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валерий Яриков тивӗҫнӗ. Чӑваш Енӗн Спорт министерстви вӗсене иккӗшне те пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусене хаклассипе пуян опыт пухнӑ тесе хаклать. Маларах асӑннӑ йышӑнупа Раҫҫейӗн 55 регионӗнчи 400-е яхӑн судьяна ҫӗнӗ квалификаци категорийӗ панӑ. Ҫапла майпа Раҫҫейӗн Спортминӗн хушӑвӗпе кӑҫал кӑна Чӑваш Енри 30 спортсмен спорт тӳри ята тивӗҫнӗ. 2015-мӗшӗнче ку ята 17 спортсмена, 2014-мӗшӗнче 5 ҫынна панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре сыснасен Африка мурӗ сарӑласран карантин йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер 490-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Эпизоотилле хӑрушлӑх пысӑк пулнӑран Улатӑр районӗнчи Березовая Поляна тата Сӑрҫи Майданӗ, Пӑрачкав районӗнчи Любимовка, Сыреҫ ялӗсене пӗрремӗш зонӑна кӗртнӗ. Хӑрушлӑхлӑ вырӑнсенчи Улатӑр тата Пӑрачкав районӗсенчи маларах асӑннӑ территорисемсӗр пуҫне ыттисем, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ районӗ, Ҫӗмӗрле районӗ, Улатӑр, Пӑрачкав хулисем эпизоотилле иккӗмӗш зонӑра шутланаҫҫӗ. Эпизоотилле зонӑри сыснасене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна турттарса кайма та, пусма та юрамасть. Хӑрушлӑхлӑ пӗрремӗш зонӑра сысна ашне те сутма чарнӑ. ЧР Правительстви мура пӗтерес тӗлӗшпе 687 пин тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раштавӑн 9—10-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ-ха. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубок ӗнер уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн кубокне тивӗҫессишӗн хамӑр ҫӗршыври пӑхаттир-хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ, Казахстан, Монголи, Итали, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен тата Эстонири ушкӑнсем те кӗрешеҫҫӗ. Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче, ӗнер, сакӑр виҫе категорийӗнче ӑмӑртнӑ. Раҫҫей спорт кӗрешӗвӗн официаллӑ сайтӗнче ӑна тӳрӗ интернет-трансляци мелӗпе кӑтартнӑ. Финалти ӑмӑртӑва паян Чӑваш наци телекуравӗ те кӑтартма палӑртать. Трансляци 17 сехетрен 20 сехетчен пымалла. Ӑмӑртӑва кӑҫал та спортпа концерт шоувӗ евӗр йӗркеленӗ. Паян унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ сцена ҫине тухмалла Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Путишле тес, шар кураканнишӗн пачах та путишле мар ҫак пӑтӑрмах Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫулла мар, шӑнса пӑсӑласси те часах тесе пике арҫынна вӑратнӑ. Лешӗ хӗре тав тӑвасвырӑннӗ янахӗнчен туртса панӑ. Пике хӑйӗн подъездне кӗрсе тарнӑ. Анчах лешӗ хӑваласа ҫитсе хӗре куҫӗнчен тӑхӑнтартса панӑ. Унтан арҫын вӗлерессипе хӑратса пикене пусмӑрланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пике хӑй хваттерне кӗрсе тарма ӗлкӗрнӗ. Кайран та арҫын лӑпланман. Хӗре шыраса хваттерсенчен пӗрин алӑкне тӳнлеттерме тытӑннӑ. Шар курнӑ пике йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Алӑк танлаттарса тӑраканскер пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Пӑтӑрмах пирки халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тав тӑвас вырӑнне пусмӑрланӑ этеме тӗпчев вӑхӑтӗнче хупса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Викторов (сылтӑмри) Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ Сергей Викторова условлӑ майпа айӑпланӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 600 пин тенкӗ штраф хурса панӑ тата 2,5 ҫуллӑха условлӑ майпа ирӗкрен хӑтармалла йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне Сергей Викторовӑн влаҫ органӗсенче 2,5 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Викторов хӑй айӑпне йышӑннӑ. Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра ҫав ҫын 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ. Ҫавна май хайхи фирмӑсемпе 3 миллион та 500 пин ытла тенкӗлӗх 70 контракт алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Игнатьевпа Сергей Колесников Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчӗпе Сергей Колесниковпа, вӑл Чӑваш Ен ертӳҫин канашҫи шутланать, тӗл пулнӑ. Курнӑҫу пирки Элтепер Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче палӑртнӑ тӑрӑх, енсен тӗлпулӑвне ЧР Правительствипе корпораци конструктивлӑ ӗҫлени евӗр хакламалла. Сергей Колесникова Михаил Игнатьев республикӑра вӗренӳ программисене пурнӑҫа кӗртнишӗн тав тунӑ. «Ҫамрӑксене аталанма эсир майсем туса паратӑр», — ырланӑ Элтепер корпораци президентне. Михаил Васильевич корпораци профессийӗсене пысӑк тӳлекен тата чӑрмавсӑрах лайӑх ӗҫ тупма пай паракан тесе хакланӑ. Сергей Колесников Чӑваш Енпе вӗренӳ енӗпе малашне те ҫыхӑну тытас шухӑшлине пӗлтернӗ. Пӗлтӗр, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Михаил Игнатьев хӑйӗн канашҫи пулнӑ тепӗр Колесникова, ҫав тивӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Ятарлӑ хушӑва Михаил Васильевич алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков республикӑн тӗп хулинче пурӑнакансен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май хулара кану вырӑнӗсем тата йышланасса пӗлтернӗ. 2019 ҫулччен ун пеккисен шучӗ тепӗр 15 пулмалла. Хальхи вӑхӑтра тӗп хуламӑрта Лакрей вӑрманӗ, А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парк илемленеҫҫӗ, хитреленеҫҫӗ, пуянланаҫҫӗ. Ҫитес ҫул Шупашкарта «Шупашкар» универмаг умӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртӗҫ. Алексей Ладыков мэр пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи территорие юсанинчен тытӑнӗҫ. Унта ҫӗнӗ фонтансем те вырнаҫтарма шухӑшласа хунӑ. Иккӗмӗш тапхӑрпа ҫав районта сквера хӑтлӑх кӳрӗҫ, Учительсен аллейине тӑвӗҫ. Ӳнер аллейи пирки те манмӗҫ: ӑна самай ҫӗнетме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |