Хулара
![]() Шупашкарта хӑйне евӗр светофорсем лартма пуҫланӑ. Вӗсем — ура айӗнче. Кунашкал светофорсене ятарласа телефона «путнӑ» ҫынсем валли хатӗрленӗ. Пӗрремӗш светофора Президент бульварӗнче, 5-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче, вырнаҫтарнӑ. Вӑл мӗнлерех ӗҫлет-ха? Ятарлӑ брусчаткӑсене ретпе хунӑ. Вӑл ахаль светфорпа пӗрле ӗҫлет. Ун ҫинче хӗрлӗ ҫутӑлсан — вӑл та ҫаплах, симӗс-тӗк — унта та ҫак тӗсех. Ҫапла тунин усси пурах тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ура айӗнчи ҫутӑ телефонра чакаланса пыракан ҫынсен тимлӗхне вӑратать. Ку ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑха чакарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӑрачкав тата Улатӑр районӗсене аптӑратнӑ Африка мурне сиплеме пулмасть, унран прививка та ҫук. Халӗ ку мура сарӑлма парас мар тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Чӑваш Ене кӳрсе килекен тата кунта сутӑнакан сысна ашне тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Халӗ 4 районти аш-какай ҫеҫ хӑрушсӑр шутланать: Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Шупашкар районӗсенче. Шупашкарти лавккасенче сысна какайне сахалрах сутаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн тата выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцин ӗҫченӗсем рейд йӗркеленӗ, Шупашкарти пысӑк суту-илӳ точкисене ҫитнӗ. Пӗр супермаркетра кунта туса илнӗ сысна ашӗ пачах сутман. Ӑна ют тӑрӑхран илсе килеҫҫӗ. Тепӗр лавккара Чӑвашри какай пулнӑ. Унччен ӑна Муркаш районӗнчен кӳрсе килнӗ. Халӗ вӑл 2-мӗш зонӑна кӗнӗрен чарнӑ. Какая Шуланкӑран (Звениговӑран), «Ҫӗрпӳ беконӗнчен» Сӗнтӗрвӑрри районӗ урлӑ илсе килеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Димитриев тата Владимир Димитриев Ӗнер Шупашкар районӗнчи социаллӑ учрежденисен коллективӗсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Димитриев тата ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗпе Сергей Димитриев ирттернӗ канашлура хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ пирки отчет тунӑ. Епле ӗҫлени тата пурӑнни пирки Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн, районти Ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗн, Ӑс-тӑн енчен кая юлса аталанакан ачасен Кӳкеҫри интернат-ҫурчӗн, ваттисене тата инвалидсене сиплекен «Вега» центрӑн, Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн ертӳҫисем отчет тунӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннӑ министр социаллӑ пулӑшупа тивӗҫтерессине пахалӑхлӑ тата яваплӑн пурнӑҫламаллине палӑртса хӑварнӑ май ҫавӑнтан ҫынсен кӑмӑлӗ килнине аса илтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Укҫа вӑхӑтра куҫарнине юратать Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ. Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ. Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Чатукассинчи ҫӗнӗ ҫула уҫма пухӑннисем Паян Красноармейски районне кӗрекен Чатукасси ялӗнчи Тӗп урамра ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. 662 метр тӑршшӗ ҫула чул сарса хытарнӑ. Ӑна уҫма районти тата республикӑри тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ялтисем чӑваш тумне тӑхӑнса, кӑпӑклӑ сӑра тата ҫӑкӑр йӑтсах тухнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие вак чула сарнӑ «Воддорстрой» ТМЯП пуҫлӑхӗ Анатолий Федоров та хутшӑннӑ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Молотков, республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов пулнӑ. Ҫул туса панӑшӑн ял ҫыннисем пуҫлӑхсене ӑшӑ сӑмах самай каласа тав тунӑ. Вӗсем яка ҫулпа ҫӳреме ҫуран ҫӳрекенсене те кӑмӑллине, урапаллисемшӗн вара пушшех те ырлӑхран та ырлӑх тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 5 пин тенкӗ пур пенсионера та лекӗ Чӑваш Енре пурӑнакан 366 пин ытла пенсионера ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пенсипе пӗрле 5-шер пин тенкӗ тыттарӗҫ. Ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ мерӑна пурнӑҫа кӗртме пирӗн республикӑна кӑна Мускавран 1,8 миллиард тенкӗ килсе ҫитӗ. Укҫана илес тесен пенсионерсен ниҫта та чупса ҫӳремелле мар, заявлени ҫырса та аппаланма кирлӗ мар. Кун пирки РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн пресс-служби татӑклӑнах пӗлтерет. Пӗр хутчен паракан тӳлеве потребитель хакӗсем ӳснине саплаштарма пултӑр тесе йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, инфляци виҫи 12,9 процентпа танлашнӑ. Страхлакан тата социаллӑ пенсие 4 процент кӑна индексациленӗ. Уйрӑмлӑхне 5-шер пин тенкӗ парса компенсацилесшӗн. Ун валли кӑҫалхи ҫурла—раштав уйӑхӗсене илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни уйӑхшӑн пӗрер пин тенкӗ памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() 59-мӗш шкулти кафе Паян Шупашкарта шкулти кафе уҫӑлнӑ. Ӑна 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫлеттерсе янӑ. Шкулти хӑтлӑ кафе тӗллевӗ пирки хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ шкул ачисене кӑсӑклӑ та паллӑ ҫынсемпе тӗлпултарасси тесе ӗнентерет. Унччен столовӑй пулнӑскере дизайнерсем тӑрӑшнипе шкул пахчи евӗр йӗркеленӗ. Паян шкул ачисем пӗрремӗш хӑнана йышӑннӑ. Вӗсемпе Екатерина Рождественская журналист, фотохудожник тата тӑлмачӑ курнӑҫнӑ. Екатерина Рождественская — иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсенчи паллӑ поэтӑн Роберт Рождественский хӗрӗ. Фотограф тата журналист хрантсус тата акӑлчан чӗлхисенчен куҫарать. «Частная коллекция» (чӑв. Уйрӑм ҫын пуххисем) ярӑмпа кӑларнӑ илемлӗ хайлавсенчи сюжетсене фотоӳкерчӗк урлӑ сӑнланипе те вӑл хӑйне валли ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Канаш хули Канашра тулӑ тирпейлекен савут хута ярасшӑн. Проекта пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленекен «КиПиАй Агро Порецкое» тулли мар яваплӑ общество тулӑран глюкозӑпа фруктоза сиропӗ, тулӑран типӗ клейковина, глюкоза моногидрачӗ, гидрол (меласса), апат-ҫимӗҫ добавкисем хатӗрлесшӗн. Ҫулталӑкра 100 пин тонна тулӑ тирпейлесшӗн. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 6,7 млрд тенкӗрен иртет. Канаша монохуласен йышне кӗртнӗ май Монохуласене аталантаракан фондран ҫывӑх вӑхӑтра 739 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку укҫа инженери тата транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. «Кӗмӗле» уйӑрассине Раҫҫей правительствинче иртнӗ сӑнав канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Унта ҫӗршыври 15 инвестици проектне аталантарма 8 миллиард ытла тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑвашра суйлав пирки нумай калаҫнӑ. Ҫакна «Петербургская политика» (чӑв. Питӗр политики) фонд асӑрханӑ. Халӑх шухӑшне тӗпчекен, хӑйне никама пӑхӑнман, коммерцилле мар организаци тесе пӗлтерекен фонд регионсенчи иртнӗ уйӑхри социаллӑ пурнӑҫпа политика тӑнӑҫлӑхне тишкернӗ май кӗпӗрнаттӑрсем (Чӑваш Енре — Элтепер) суйлав кампанине епле хутшӑннине те сӑнанӑ. Федераци шайӗнче пӗр тӗрлӗ каланӑ вӑхӑтрах вырӑнсенче пуҫлӑхсем тӗрлӗрен тытни сисӗннӗ. Самар облаҫне ертсе пыракан Николай Меркушкина тата Липец облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрне Олег Королева фонд эксцентристла каланипе палӑрнӑ тесе хаклать. Чулхула облаҫӗн ертӳҫи Валерий Шанцев тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) пайташӗсене тапӑнса калаҫнӑ. Михаил Игнатьев «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти пайташӗсемпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи мероприятисене, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти сӗмӗпе хӑпартса лартнӑ физкультурӑпа сывлӑх комплексне уҫма, республика правительствин ларӑвне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемпе хутшӑннине, республикӑн Тӗп суйлав комиссине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫин ҫумне тата Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине лартнине асӑнса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енре суйлав епле иртнине пӑхса тӑма Мускавран офицерсен десанчӗ килсе ҫитнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Суйлав саккунӗсене пӑсни пирки шалти ӗҫсен органӗсене ҫӑхавласси Чӑваш Енре ытла та йышлӑ-мӗн. Ҫавна курах Мускаврисем кунтисем хӑйсен вӑйӗпе йӗрке туса ҫитереймеҫҫӗ тесе шухӑшланӑ-ши — ҫӗршывӑн тӗп хулинченех йӗрке хуралҫисене ярса панӑ. «Наблюдатель» (чӑв. Сӑнавҫӑ) юхӑм йӗркеленӗ ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви нихӑш партинне те, сӑвӑн пекех уйрӑм ҫыннӑнне те правине пӑсма парас маррине ӗнентернӗ. РФ Шалти ӗҫсен министерствин пайташӗсене регионсене ярса пани пирки каласан, кун пек чыса (те кавычкӑра каласан тӗрӗсрех пулатчӗ ӗнтӗ) ҫӗршывӑн ултӑ регионне кӑна ӑсатнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни вилнӗ. | ||
| Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи вӑрҫӑра пуҫне хунӑ. | ||
| Белова Валентина Александровна, сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |