Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Ентеш Карели Республикинче тӳре-шарара ӗҫлет

Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Софья Савнеш 05.05.2017 19:34 | 930 хут пӑхнӑ
Политика

Николай Федоров Чӑваш Ен президенчӗ пулнӑ чухне аппаратра ӗҫленӗ Владимир Тимофеев Карели Республикин пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Карели Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Артур Парфенчиков ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ.

Владимир Тимофеев Шупашкарта ҫуралнӑ, кунтах аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1996 ҫултанпа вӑл Шупкшарти тӗрлӗ коммерци организацийӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа ЧР Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2009 ҫулта ЧР президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ.

РФ Ял хуҫалӑх министерствине Николай Федоров ертсе пынӑ чухне унта вӑй хунӑ, кайран коммерци ӗҫне кӳлӗннӗ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #тӳре-шара, #политика, #Патшалӑх Канашӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ҫынсен прависене хӳтӗлекен Кручинин ӗҫрен каять
2017, 03, 23
Министр омбудсмена ларӗ-и?
2017, 03, 25
Чӑваш Енре пурӑнакансене Юрий Кручинин текех хӳтӗлемӗ
2017, 04, 06
Министр омбудсмена ларма шутламасть
2017, 04, 07
Юрий Кручинин уполномоченнӑй ӗҫрен кайма тивнине пӗлтернӗ
2017, 04, 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org