Спорт
![]() Республикӑри турнирта ҫӗнтернӗ ачасемпе вӗсене чыслама пынисем Ыран, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта армрестлинг енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Вырӑнти пӗлӳ учрежденийӗнче ӑс пухакансем хӑйсем хушшинче ӑмӑртма пӗрле вӗренекен тус-тантӑшӗсем республикӑри турнирта мала тухнӑ хыҫҫӑн шут тытнӑ. Эрне каяллахи ҫав тупӑшу маларах асӑннӑ районти Вӑрман Ҫӗктер шкулӗнче иртнӗ. Чӑрӑшкассинчи Л.В. Пучков ячӗллӗ шкулта пӗлӳ илекенсен ушкӑнӗ Евгения Николаеваран (хӑйӗн ушкӑнӗнче вӗл 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ), Никита Карповран ( 1-мӗш), Эльвира Григорьеваран (1-мӗш), Виктор Ильинран (1-мӗш), Мария Егороваран (1-мӗш), Елена Беловаран (2-мӗш), Артем Афанасьевран (2-мӗш), Дмитрий Сандомировран (3-мӗш) тӑнӑ. Республика турнирӗнче ҫӗнтерсе шкул команди куҫса ҫӳрекен кубока тата вымпела тивӗҫнӗ. Сергей Гаврилов физкультура учителӗ ертсе пынипе ыран вӗренӳ учрежденийӗ шайӗнчи турнир ирттерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
(Арсений Тарасов калавӗсем пирки)
Арсений Тарасова чӑваш халӑхӗ инҫекурӑмра (телевиденире) ӗҫленӗ чухне палласа юлчӗ. Вӑл хатӗрленӗ кӑларӑмсене («Хоппасем», «Тавсси», «Кӑлтӑрмач-шав») ватти-вӗтти юратса пӑхатчӗ. Чӑваш академи драма театрӗнче унӑн хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути», «Мунча ӑшши» спектакльсене юратсах йышӑнчӗҫ. Шилӗк историне чухлакансем ӑста дарматурга «Чӑваш Вампиловӗ» теҫҫӗ. Каярахпа журналист «Тӑван Атӑл» журнал тӗременлӗхӗнче, «Хыпар» хаҫатра ӗҫлерӗ. Халӗ ӗнтӗ, ҫулсем хӑваланипе, «тивӗҫлӗ канӑва» тухнӑ. Ҫыравҫӑшӑн шалуллӑ ҫӗрте ӗҫленӗ чухне те «кану» тени ҫулталӑкӗпех тӑсӑлма пултарать, канма тухсан та пуҫ ҫӗклемесӗр хавхаланса ӗҫлени тем чухлех пулать... Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» (1991) тата «Чӑваш кӗпи» (2014) кӗнекесем хыҫҫӑн Арсений Тарасов пӑраснаҫӑн (прозаикӑн) «Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ» (2016) кӗнеки тухрӗ. «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ» калав пичетленнӗ хыҫҫӑн вулакансемпе критиксем самаях хавхаланса кайнӑччӗ — вӗсене чӑваш сӑмахлӑхне ӑшӑ та тунсӑх туйӑмлӑ, таса та ҫыпӑҫу чӗлхеллӗ, пурнӑҫ тӗшши пирки шухӑшлакан ҫыравҫӑ килни савӑнтарнӑччӗ. |
Хулара
![]() Шупашкарта ҫынсем пӑр ҫийӗн утаҫҫӗ. Шуса ӳксе аманакан та сахал мар. Уйрӑмах ҫурт картишӗсенче шуҫлак. Чылай ҫӗрте хӑйӑр хутӑшӗ сапаҫҫӗ-ха, анчах хӑш-пӗр вырӑнта нимӗн те тумаҫҫӗ. Управляющи компанийӗсем шуҫлак ҫулпа кӗрешмелли ҫӗнӗ мел тупнӑ. Вӗсем ҫул ҫине «Бионорд» сапаҫҫӗ. Ӑна ытларах подъездсен умне сапаҫҫӗ те 1-1,5 сехетрен пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ. Ку – йӳнӗ япала мар. Анчах лайӑх енӗ нумай: хӑйӑр пек сапаланмасть, шыв юхмалли вырӑнсене питӗрмест. Гранулӑсем часах ирӗлеҫҫӗ, пуҫтарма та кирлӗ мар. Сӑмах май, ку матераилпа ҫулсене темиҫе ҫул каяллах сапма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен Швецири Эстерсунд хулинче биатлон енӗпе тӗнче кубокӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Татьяна Акимова та хутшӑнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине ҫавӑн пекех Светлана Сплепцова, Виктория Сливко, Ольга Подчуфарова кӗнӗ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Акимовӑпа Светлана Слепцова хутӑш эстафетӑра старта тухӗҫ. Ӑмӑрту шӑпах ҫак тупӑшуран пуҫланӗ. Спортсменсем старта 17 сехет ҫурӑра тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ветеринара Африка мурне сарӑлма панӑшӑн суд айӑпланӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 20 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Суд тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Сӑрҫи Майданра тӑватӑ сысна чирленӗ. Вӗсен Африка мурӗ пулни пӑхсах курӑннӑ. Анчах ветеринар вӗсене сипленӗ. Лешсем вилсен ҫӳлтисене пӗлтермен. Сыснасене ял хӗррине илсе тухнӑ, тимӗр контейнера чикнӗ. Ҫапла майпа Африка мурӗ сарӑлмалли вучах пулнӑ. Улатӑр районӗнче инкеклӗ луру-тӑру пулнӑ. Сыснасен тӗлӗшпе экспертиза ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫурт йӑтӑнса аннӑччӗ. Унта никам та пурӑнман, кафе пулнӑ. Ку кафе хуҫине самаях шар кӑтартнӑ. Унтан япаласем ҫухалнӑ-мӗн. Мародерсем ҫывӑрман: чӳречене ҫӗмӗрсе кӗнӗ, холодильникрен сӑрана йӑкӑртнӑ. Ҫӳлӗксем ҫинче эрех-сӑра пачах юлман. Хуралҫӑсем ҫакӑ мӗнле пулса тухнине ӑнлантарайман. Кафе хуҫи полицие заявлени ҫырнӑ. Оперативлӑ ушкӑн вырӑна ҫитнӗ. Унччен ҫурт ҫывӑхӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем сыхланӑ. Кайран хурала вара ҫурт хуҫин йӗркелемелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫитес ҫул Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкӗ пулӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче иртнӗ планеркӑра каланӑччӗ. Ӗнер Элтепер ятарлӑ хушӑва алӑ пуснӑ. Ашшӗпе амӑшне хисеп тунине палӑртакан ҫулталӑка йышӑннине ӗҫлӗ хутра ҫамрӑксем ҫемьене хисеплеччӗр тенипе ӑнлантарнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫулталӑкшӑн яваплисене палӑртмалла, ӗҫ планне йышӑнмалла. Вырӑнти хӑй тытӑмра тӑрӑшакансен, тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисен те ку енӗпе ҫине тӑмалла. Аса илтеретпӗр, Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне ҫирӗплетме Элтепере Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗ тата Ашшӗсен республикӑри канашӗ ыйтнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Пуҫлӑхӗ Юрий Васильев ку ыйтӑва ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе тата общество организацийӗсемпе сӳтсе явнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Леонид Волков полпред вӑхӑтӗнче Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран черетлӗ хутчен пулӑшу ыйтнӑ. Маларах вӑл Президент патне юпа уйӑхӗнче ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, тӗпчевҫӗсем Леонид Волкова преми сӗмӗпе 2 миллион тенкӗ кӗсьене чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӗрремӗш ҫырура экс-полпред хӑй айӑплӑ маррине, преми парас схемӑна вӑл ку должноҫе ларичченех йышӑннине, коррупципе кӗрешмелли плана такамсем унпа усӑ курса тултарасшӑн тесе шухӑшланине палӑртнӑ. Владимир Путин патне черетлӗ хутчен ҫырнинче Леонид Волков унччен ҫав должноҫе йышӑннӑ ҫын та ҫавӑн пек схемӑпа шалу тата преми илнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫырура Леонид Волков преми парас тытӑмра пӗр пеклӗх ҫуккине хурланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раштавӑн 9—10-мӗшӗнсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн хӗрарӑмсем ирӗклӗ майпа кӗрешӗҫ. Раҫҫей шайне кӑларнӑ кубока пӗлтӗр те ирттернӗччӗ. Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Шелтуков правительство ларӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 15 регионӗнчи 120-е яхӑн спортсмен килмелле. Унсӑр пуҫне АПШри, Монголинчи, Казахстанри тата Беларуҫри командӑсем ҫитме кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Мероприятие раштавӑн 9-мӗшӗнче «Шупашкар Арена» пӑр керменӗнче 17 сехетре шоу-программӑпа уҫмалла. Унта Сосо Павлиашвили юрӑҫ та хутшӑнмалла. Финалти ӑмӑртусене курма кӗрес тесен билета 300 тенкӗпе туянмалла, пиллӗк ҫултан кӗҫӗнрех ачасене укҫасӑрах кӗртӗҫ, анчах вӗсен аслисен чӗрҫи ҫинче ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти 53 ҫулти хӗрарӑмӑн тӗнче тетелӗнчи юратӑвӗ 400 пине ларнӑ. Халӑх сетӗнче ҫавскер хӑйне «Америкӑн Сиринчи сӑнавҫи» тесе паллаштарнӑ ҫынпа унӑн юрату пуҫланса кайнӑ. Электрон пуштӑпа ҫыру ҫӳретнӑ вӑхӑтра арҫын АПШ ҫынни пулнине, унӑн 16 ҫулти хӗрӗ Англинче пурӑннине ӗнентернӗ. «Ҫар ҫынни» служба вӗҫленсен хӗрарӑмпа пӗрлешес шухӑшлине каланӑ. Пӗр уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ хыҫҫӑн арҫын отставкӑна каяс, Раҫҫее пурӑнма куҫас шут тытнине пӗлтернӗ. Анчах малтан Англинчи банкра счет уҫмалла. Ку енпе пулӑшма Шупашкар хӗрарӑмне ыйтнӑ. Хӗрарӑм 97 пин тенкӗ кредит илсе тата хӑйӗн 10 пин тенкине хушса счет уҫнӑ. Унтан хайхи арҫын счет ҫине 2 700 000 доллар хунине, вӑл укҫапа хӗрарӑм хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ. Анчах Сиринчен Мускава килме билет туянса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм тата кредит илнӗ, пӗрле ӗҫлекенӗнчен 50 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Укҫана счет ҫине куҫарнӑ. Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланнӑ, 400 пинсӗр юлнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |