Хулара
![]() Шупашкарта 48 вӑйӑ автоматне тӗп тунӑ. Автоматсене таптаса лапчӑтнӑ, сӗтелсене вакласа ҫунтарнӑ. Ку хатӗр-хӗтӗре Шупашкарти 8 заведенирен туртса илнӗ. Хулара пурӑнакан 10 ҫынна саккунсӑр вӑйӑ ҫаврӑнӑшӗшӗн явап тыттарнӑ. Вӗсем саккуна пӑсса 9 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Ултӑ ҫынна ирӗкрен 1-3 ҫуллӑха хӑтарнӑ. Ыттисене тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Пурне те штраф тӳлеттернӗ. Халӗ судра тепӗр пуҫиле ӗҫ выртать. Унпа 10 ҫын ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 338 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Раҫҫейре
Хӗрарӑмсене килте пусмӑрлани, вӗсене хӗнени пирки маларах та калаҫатчӗҫ. Юлашки ҫур ҫулта ку тема тата ҫивӗчленчӗ темелле: РФ Пуҫиле кодексне апла та улшӑну кӗртмелле терӗҫ, капла та. Саккуна ҫыракансем ҫапӑҫакан этеме малтанласа штрафласан та ҫитет тесшӗн те пулчӗҫ. Малтанласа штрафласан та тени, ман шутпа, питех те айванла пуҫару. Ҫӗршыври е пирӗн республикӑри вӑтам ҫемьене илсен, ӑна пуян тееймӗн. Нумайӑшӗ пӗр ӗҫ укҫинчен теприччен саплаштаркаласа-ҫитеркелесе пырать. Паян чылайӑшӗ ипотекӑпа пурӑннӑран укҫан сумлӑ пайӗ унта тухса каять. Ҫапӑҫакан ҫемьери арҫынна штрафлаҫҫӗ тейӗпӗр. «Кӗмӗл» килтен (ачасене илсе парас пылак ҫимӗҫрен, шкулти е пахчинчи тӑкак валли тесе уйӑрас укҫаран, тепӗр уйӑх ӗҫ укҫиччен ҫӑнӑх-кӗрпе туянса хурассинчен) кайнине хӗрарӑм аван ӑнланать. Ҫакна шута илсе те вӑл йӗрке хуралҫисене пӗлтериччен ҫиччӗ виҫсе пӑхӗ. Халӗ вара статистикӑна илсе кӑтартар. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Алина Изман журналист ҫапларах цифрӑсем илсе кӑтартнӑ: «Раҫҫейре кашни сехетре пӗр хӗрарӑм упӑшки е пӗрле пурӑнакан арҫын хӗненӗрен вилет. |
Республикӑра
![]() Пӑрачкавра пурӑнакан Вячеслав Анатольевич Малинин пулла авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа ӑна шыраҫҫӗ. Ҫав кунранпа Вячеслав Малинина никам та курман. Вӑл ниҫта та куҫса кайма хатӗрленменни паллӑ. Пӗтӗм документа тата япаласене килте хӑварнӑ вӑл. Арҫынна халӗ Раҫҫейри ытти регионта та шырама тытӑннӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ хура, кӑштах шуралнӑ. Усси пур. Вӑл куртка, хура атӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курнисене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-835-36-2-69-40 тата 8-835-36-2-68-87. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Лидия Михайлова (Филиппова) «Республика» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ Лидия Михайлова (Филиппова) малашне ЧР Культура министерствинче вӑй хурӗ. Вӑл этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлӗ. Ку должноҫ Сергей Казаков кайнӑ хыҫҫӑн пушӑ пулнӑ. Лидия Ивановна 1967 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1989-1994 ҫулсенче «Урал сасси» хаҫатра куҫаруҫӑра, корреспондентра, редактор ҫумӗнче ӗҫленӗ. 1994-1997 ҫулсенче «Хыпар» хаҫатра вӑй хунӑ. Кайран Чӑвашрадиора, «Ульяновец» хаҫатра ӗҫленӗ. Лидия Ивановна сӑвӑсем ҫырать, унӑн ӗҫӗсем чылай кӗнекере кун ҫути курнӑ. |
Персона
![]() Михаил Скворцов Юрий Ефимова халалланӑ анлӑ ларура Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ паян пысӑк ҫухату тӳсрӗ — пирӗнтен паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑмах пуххисен ӑсти Михаил Иванович Скворцов уйрӑлса кайнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар ӗҫ турӗ, туса ҫитермен ӗҫӗсем те чылайччӗ унӑн. Сӑмахран, «Бхагавад-Гита» (индуизм тӗнӗн тӗп кӗнекисенчен пӗри) кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑх патне ҫитересшӗнччӗ. Ҫавӑн пекех медицина терминӗсен словарьне хатӗрлетчӗ, ҫӗнӗ пысӑк чӑвашла-вырӑсла словарь кӑларас ӗҫпе ӗҫлетчӗ. Скворцов Михаил Иванович 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамалта ҫуралнӑ. Хусан университечӗн филологи уйрӑмӗнче (1954), Мускаври университет ҫумӗнчи Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтӑн араб чӗлхисен уйрӑмӗнче (1964), аспирантурӑра (1971) пӗлӳ пухнӑ. Михаил Иванович ытларах енӗпе словарьсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл калаҫу кӗнекисем те пичетлесе кӑларнӑ. Сывпуллашу вӑхӑчӗпе вырӑнӗ пирки: сывпуллашу шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкар, Граждан урамӗ, 19 адреспа («Ритуаллӑ пулӑшу» («Ритуальные услуги») МУП) пулӗ. |
Культура
![]() Йӗпреҫри ветерансен хорӗ Хырхӗрри культура ҫуртӗнче Ытларикун каҫхине, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Хырхӗрри культура ҫуртне халӑх лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ тесен те йӑнаш пулмасть. Сӑлтавӗ — кӳршӗллӗ Йӗпреҫ районӗнчи Геннадий Степанов ячӗпе хисепленекен ветерансен хорӗ ҫак яла концерт лартма килнинче. Хор тӗрлӗ халӑх юрри-кӗввине шӑрантарчӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ытларах вырӑс халӑх юррисем пулчӗҫ, иккӗмӗшӗнче — чӑваш халӑх тата чӑваш профессионаллӑ композиторӗсен юррисем. Хӑнасем хорпа ҫеҫ мар, уйрӑмшарӑн та, дуэтпа та, ушкӑнпа та тухрӗҫ сцена ҫине: кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраса ҫеҫ тӑчӗҫ залра. «Русские берёзы», «Я – деревня, я – село», «Хорошенький, молоденький», «Мой муженька работешенька» юрӑсене вырӑсла, «Пур тӑвансем пухӑнсан», «Ытарми анне», «Пӗрле ӱснӗ тантӑшсем», «Ан кулян», «Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм», «Куккук» юрӑсене чӑвашла чуна тивмелле янраттарчӗҫ вӗсем. Уйрӑмах Валерий Антонов тата Валентинапа Ананий Макаров солистсене ӑшшӑн йышӑнчӗҫ хырхӗррисем. Каласа хӑвармалла: хорӑн илемлӗхпе пултарулӑх ертӱҫи Йӗпреҫ районӗнчи Тӑманлӑ Выҫли ял ҫынни Михаил Владимирович Бархонов. |
Хулара
![]() Хӗл Мучи ачасен ҫырӑвӗсене йышӑнма тытӑннӑ. Ун патне 7–16 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ. Пултарулӑх конкурсӗ чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл Мучие хӑйсен ӗмӗчӗ пирки пӗлтерме, ҫулталӑкра тунӑ ырӑ ӗҫсем ҫинчен пултараҫҫӗ. Конкурс икӗ номинаципе иртӗ: литература хайлавӗ (сӑвӑ, калав, юмах, эссе) тата Ҫӗнӗ ҫулхи открытка. Чи лайӑх ӗҫсене Шупашкар хулин музейне парӗҫ. Чи лайӑх ӳкерчӗк салам открытки ҫинче пулӗ. Ӑна Шупашкарти почтӑсенче туянма май пулӗ. Ӗҫсене ҫак адреспа ямалла: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 2-мӗш ҫурт, Хӗл Мучие. Е Маяковский ячӗллӗ вулавӑша илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар мэрне суйласси пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку должноҫе кам йышӑннӑ-ха? Хӗрарӑм. Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пуҫлӑха депутатсен ятарлӑ комиссийӗ суйланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, ку тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шаннӑ. Сӑмах май, Леонид Черкесов хыҫҫӑн вӑл ку тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Ирина Клементьева Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ, патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл экономистра вӑй хунӑ. Ирина Всеволодовна «Чуваши-Мед» тӗп директорӗ вырӑнӗнче те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Роза Мазикова семинарта Кӳкеҫре пурӑнакан, Шупашкарти 19-мӗш шкулта тӑрӑшакан Роза Мазикова хулари шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине ҫӗнӗлле меслетсемпе вӗрентмелли ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Инновационные подходы в изучении чувашского языка и литературы в школах с русским языком обучения» (чӑв. Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессинчи ҫӗнӗлӗхсем) семинара ӗнер республикӑн тӗп хулинчи шкулсенчи директорсен наципе регион компоненчӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗсем валли йӗркеленӗ. Мероприяти маларах асӑннӑ 19-мӗш шкулта иртнӗ. Асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентме усӑ куракан мелсем ҫинчен Роза Анатольевна «Системно-деятельностный подход в обучении чувашскому языку и литературе» (чӑв. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентессине системӑлла тата пуҫаруллӑ йӗркелесси) ятпа хӑтлав та хатӗрленӗ. Унта вӑл хӑй тӗпе хуракан Диамант тата Венна диаграммин меслечӗсемпе паллаштарнӑ. Уҫӑ урокра вара Роза Мазикова чӑваш литературин урокӗсенче колуз-тестсемпе усӑ курнине кӑтартса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Мускав ҫул-йӗр патшалӑх институчӗн студенчӗсем Шупашкарти чарӑнусене юртан тасатма тухнӑ. 44 студент ӗҫе кӳленнӗ. Вӗсем 3 ушкӑна пайланнӑ та общество транспорчӗ чарӑнакан вырӑнсене юртан тасатнӑ. Хастарсем Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Мир проспектӗнче ӗҫленӗ. Студентсене ертӳлӗх тав тунӑ. «Дорекс» компани вара хӑйсене пулӑшнӑшӑн аслӑ шкул директорне Наталья Евсюковӑна тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |