Вӗренӳ
![]() Кивӗ Илтрекьел ялӗ Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Кивӗ Илтрекьелӗнчи вӑтам шкул ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ. Унта, кирек епле шкул юбилейӗнчи евӗрех, тӗрлӗ ҫулта вӗренсе тухса кайнисем пуҫтарӑннӑ. Шкул ҫунатти айӗнчен тухса кайнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ инҫӗше парӑнтарнисем пур. Вӗсем хушшинче — строительсемпе инженерсем, шалти ӗҫсен тата инкеклӗ ӗҫсен министерствисенче тӑрӑшакансем, культура тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, усламҫӑсемпе вӗрентекенсем, тӳре-шарапа министрсем. Чӑваш шкулне юбилейпа районтан килнӗ пуҫлӑхсем те саламланӑ. Хӑшӗсене ҫав кун тӗрлӗ награда лекнӗ. Район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе педагогика ветеранне Лидия Горбунована, шкул ертӳҫине Алексей Буинские, информатика учительне Алексей Маклакова чысланӑ. Ытти шайри Хисеп хучӗсем те уявра самай пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ҫак йӗркесене ҫырас шухӑшпа аппалана пуҫласан чӑвашсен паллӑ артистки Тани Юн ҫырнӑ асаилӳ кӗнеки алла лекрӗ. Уҫкаларӑм та шартах сикрӗм: пӗр сыпӑкне «Аса илес килменнисем» тесе ят панӑ. Ҫакӑ мана тарӑн шухӑша ячӗ, чылай вӑхӑт канӑҫ памарӗ. Тем те пулать пурнӑҫра, мӗн тӳснине аса илсен йывӑр шухӑшсем капланса килсе ҫын чӗрине пусарса асаплантараҫҫӗ. Аллӑ ҫул ытла театрта ӗҫлерӗм, иртнӗ вӑхӑтри пурӑнӑҫ сыпӑн-сыпӑкӑн кинори пек куҫ умӗнчен вӗлтлете-вӗлтлете иртме пуҫларӗ. Анчах та ман пурнӑҫра аса илес килменни пулман та тейӗн, пулнӑ пулсан та аса килмеҫҫӗ вӗсем. Пурнӑҫри лайӑх пулӑмсем, телейлӗ самантсем пуҫра явӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен каласа парас килет. Ҫавӑнпа кӗнеке ятне (паллах, пиҫсе ҫитсе ҫут тӗнче курма пултарсан) аса илӳсем мар, аса килнисем тесе калас килет. Ачалӑхпа ҫамрӑклӑх1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялти шкула тӑхӑр ҫул тултарнӑ ачасене ҫеҫ илнӗ. Эпӗ вара ҫичӗ ҫултах вӗренме пуҫланӑ. Ку ҫапларах пулса тухрӗ. Манӑн аттен шӑллӗн ывӑлӗ, манран тӑватӑ ҫул аслӑрах Петӗр пичче, пӗррехинче мана хӑйӗнпе шкула илсе кайрӗ. |
Сывлӑх
![]() Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем специалисчӗсем «Пӗрремӗш фармацевтика фирми» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе тӗл пулнӑ. Вӗсем «фанфурик» ыйтӑвне сутса явнӑ. Ҫак аптека сетӗнче «фанфурик» сутас енӗпе йӗрке йышӑннӑ. Фармацевтсене ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксене спирт шӗвекне сутма чарнӑ. Кунсӑр пуҫне малашне вӗсем пӗр ҫынна 1-2 спирт настойкинчен ытларах сутмӗҫ. Палӑртмалла: республика ҫыннисем «фанфурик» сутнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кун пирки кирлӗ ҫӗре ҫӑхавлаҫҫӗ. Йӗрке тӑвас тесе общество организацийӗсем, тухтӑр-нимеҫӗсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Унччен Г.Лебедев ячӗллӗ лицей пулнӑ ҫурта авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хута палӑртнӑччӗ. Анчах ку вӑхӑта ӗлкӗреймерӗҫ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Ладыковпа пӗрле унта ҫитсе курнӑ. Унта 4-мӗш лицей пулӗ, пуҫламӑш классене вӗрентӗҫ. Ертӳҫӗсем классем хӑтлӑ пулнине палӑртнӑ. Гимнастика залӗ, спортзал, ташламалли пӳлӗм те пур унта. Сенсор пӳлӗмӗ те хӑтлӑ. Столовӑй «Пӗремӗк ҫурчӗ» ятлӑ. Робототехника класӗ те ӗҫлӗ. Картишре — автохула. Лицей ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта 4-мӗш лицейри 170 ача тата 50-мӗш шкулти 150 шӑпӑрлан ӑс пухма пуҫлӗ. Пӗтӗмпе 320 ача валли вырӑн хатӗрленӗ. Ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли тепӗр 180 шӑпӑрлан валли вырӑн пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Пермь крайӗн ҫыннине тытса чарнӑ. Ӑна вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫпӳрт ялӗнче пурӑнакан темиҫе ҫын полицие заявлени ҫырнӑ. Хайхискерсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен пӳрчӗн чӳречисене такам ҫӗмӗрнӗ. Килтен вара япаласем ҫухалнӑ: апат-ҫимӗҫ, эрех… Полицейскисем ку ӗҫе тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫакна ял ҫынниех тума пултарнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем пӳртсене тӗрӗсленӗ. Пӗринче вӑрланӑ япаласене асӑрханӑ. Анчах ку ӗҫе вырӑнти ҫын мар, Пермь крайӗнчен килнӗ арҫын тунӑ-мӗн. Вӑл пӗлӗшӗ патне хӑнана килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл кӳршисен ҫуртне ҫаратнӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре 12 ҫынна пӑр илсе кайма тытӑннӑ. Телее, вӗсене ҫӑлнӑ. Ку паян ирхине Шупашкар районӗнчи Кипечкасси ҫывӑхӗнче пулнӑ. Пӑр ҫыранран катӑлса кайнӑ. Ун ҫинче вара 12 пулӑҫӑ пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсене ҫӑлас операци 2 сехете тӑсӑлнӑ. Пулӑҫӑсене 11 сехет 5 минутра ҫӑлнӑ. МЧС пӗлтернӗ тӑрӑх, пурне те ҫыран хӗррине, Шомик ялӗ ҫывӑхӗнче, кӑларнӑ. Халӗ вӗсен сывлӑхӗ тӗлӗшпе хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Гидроэнергетиксен дипломне тивӗҫнисем Шупашкарти гидроэлектростанци хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсене чысланӑ. Анчах унччен вӗсем сусӑрсем валли пултарулӑх конкурсӗ йӗркеленӗ. Ҫиччӗмӗш хут йӗркелекен ӑмӑртӑва кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарти инвалидсен пӗрлешӗвӗн 35 пайташӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен хӑшӗсем конкурса кашни ҫулах хутшӑнса пынӑ. Ҫапах та хальхинче тӳресем анлӑ сарӑлнӑ техникӑпа хатӗрленӗ ҫӗнӗ ӗҫсене хаклама пултарнӑ: тӗрӗ, шӑрҫаран тӗрленӗ хатӗрсем, ҫыхнӑ япаласем, йывӑҫа касса ӑсталанисем, оригами (хӑмаран хатӗрленӗ ӗҫсем), живопсиь, графика. Сусӑрсем декупаж (япаласене ӳкерчӗпе тата орнаментпа илемлетни), канзаши (чечеке яппунсен мелӗпе хатӗрлесси), тильда (алӑпа ӑсталанӑ пуканесем) мелӗпе те ӑсталаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ Тамара Андреева ҫӗнсе илнӗ. Парнесене Надежда Зайкова тата Алексей Городнищев те тивӗҫнӗ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене тӗрлӗ номинаципе те хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Уйӑп Мишши Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Шупашкарти Литература музейӗнче Уйӑп Мишши ҫурланӑранпа 105 ҫул ҫитнине асӑнса литература каҫӗ иртмелле. Михаил Шумилов 1911 ҫулта чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑшра ҫуралнӑ. Шупашкарти коммуна шкулӗнче, унти педагогика техникумӗнче тата Чулхулари педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Вӗрентекенте те ӗҫленӗ, «Сунтал» журналта редакторӑн ҫумӗ тата яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш Енри писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗнче тимленӗ, «Тӑван Атӑл» литература альманахӗнче тӑрӑшнӑ. Уйӑп Мишшин пӗрремӗш сӑввисем 1925 ҫулта «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче тата Мускаври «Ӗҫлекен сасси» журналсенче ӗҫленӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан унӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ. Юбилея халалланӑ каҫра «Илӗртӳллӗ инҫет» курав уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Ишентейӗн хайлавӗсен пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн суйласа илнисем пӗр кӗнекере кун ҫути курнӑ. «Суйласа илнисем» ят панӑскере ҫыравҫӑн тӗрлӗ ҫулта ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Вӗсенче автор нравственность, юратупа туслӑх, тӑван тавралӑха юратас темӑсене хускатнӑ. «Тӗрӗллӗ ҫыру тӗлӗнтермӗшӗсем» хайлава Н. Ишентей 2005 ҫултах ҫырнӑ, «Ташлакан купӑса» — 2006-мӗшӗнче, «Чарусӑр мечӗке» — 2007-мӗшӗнче, «Хаваслӑ кӑлтӑрмача» — 2009-мӗшӗнче. Николай Ишентей – Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, 20 ытла кӗнеке авторӗ. Вӑл ачасем валли кӑна мар, аслисем валли те ҫырать. Унӑн ӗҫӗсем «Чи вулакан кӗнеке» республикӑри конкурсра та пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ. Ҫыравҫӑ Кашкар Махмучӗ ячӗллӗ кӑҫалхи ӑмӑртӑвӑн чӑваш тапхӑрне те хутшӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр хуҫалӑхра виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Ача пуль тесен, йӑнӑшатӑр. Хулари Кадеевсен виҫӗ ӗнинчен пӗри виҫӗреш пӑруланӑ. Патшалӑх ветслужбинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пекки питӗ сайра тӗл пулать. Пинте пӗрре те мар. 37 пин те пӗрре. Кадеевсем ветеринарсене пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен 12 ҫулхи ӗни (мӑйракаллӑ ҫак выльӑхшӑн ку вӑл самай ҫулланнине пӗлтерет) ирхи улттӑранпах пӑрулайманнине хыпарланӑ. Вырӑна ветеринари участокӗн заведующийӗ Елена Кузнецова пырса ҫитнӗ. Тухтӑр ӗнене пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн пӗр пӑру ҫут тӗнчене килнӗ. 15—20 минут иртсен тепри ҫуралнӑ. Тата кӑштахран виҫҫӗмӗшне пӑруланӑ. Виҫӗрешсем пысӑк мар. Вӑтамран 13—15 килограмм таяҫҫӗ. Ҫапах та кил хуҫисем те, ветеринарсем те вӗсемшӗн пӑшӑраханмаҫҫӗ: пӑрусем сывах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |