Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Куккуклӑ сехет ҫывӑхрах шаккать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.02.2016 21:40 | 2159 хут пӑхнӑ
Ӳнер "Куккуклӑ сехет" спектакльти сыпӑк
"Куккуклӑ сехет" спектакльти сыпӑк

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сцена ҫине черетлӗ премьера кӑларма хатӗрленнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куккуклӑ сехет» спектакль куракан патне ҫитерӗҫ. Премьерӑна ҫитес уйӑх репертуарне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ спектакле куракансен пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хаклама май килӗ.

Спектакле режиссер-постановщик тата художник пулса театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев хӑй лартать.

Пьесӑра автор малашлӑхсӑр шутланакан ял пурнӑҫне кӑтартнӑ. Унти икӗ сӑнар урлӑ автор мӗн калассине куракан хӑй курса хаклатӑр тенӗрен хайлавӑн содержанине уҫса парар мар.

Пьеса авторӗ Марина Карягина 1969 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑ, Чӑваш телекуравӗнче ӗҫлет.

#телекурав, #культура, #Патӑрьел районӗ, #премьерӑсем, #спектакльсем, #Кивӗ Ахпӳрт, #академи драма театрӗ

 

Комментари:

Пётр Кудрявцев, Ҫӗрпӳ хули // 2110.0.2762
2023.04.08 06:16
Для людей, ставящих во главу угла жизнь,культуру и быт современного села и для которых небезразлична судьба жителей наших сел и деревень... Рекомендую посетить спектакль по пьесе М.Карягиной "Часы с кукушкой"... Ҫак спектакльте эпӗ те пулса куртӑм..Чылай ҫул пулманччӗ Чӑваш драма театрӗнче.. Питӗ чун-чӗрене витермелле кӑларса пачӗҫ чӑваш артистчӗсем пирӗн, куракансен, умне паянхи ял сӑн-сӑпатне, ял ҫыннин сӑнарне, шухӑш-туйӑмӗсӗне тата малалли шухӑш-ӗмӗчӗсӗне...Тӗлӗнмелли самаях пулчӗ...Яланах аса илетӗп..Постановка, режиссура (режиссёр-постановщик СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев) чӑнах та 21-мӗш ӗмӗрӗн шайӗнче..Питӗ ҫӳллӗ шайра...Спектаклӗн хӑвачӗ пьесӑн сюжечӗнчен (содержанийӗнчен), паллах, нумай килет...Питӗ ӑнӑҫлӑ, халӑха ӑнланмалла, тӑрӑшса ҫырнӑ пьесӑна пултаруллӑ драматург Марина Карягина.Вӗсене тата театрӑн пултаруллӑ та хастар ӗҫченӗсене пысӑк Тав сӑмахӗ йышӑнма ыйтатӑп!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем