Персона
![]() Тутимӗр Сувар скульптор Паян Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ скульпторсенчен пӗри Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) 60 ҫул тултарнӑ. Ӑна чылайӑшӗ пысӑк монументсен авторӗ пулнипе пӗлет-тӗр. Портретсен галерейи те унӑн пуян. Атӑл кӳлмекӗ хӗрринчи Амӑш палӑкӗн авторӗ те — Владимир Нагорновах. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑскере хӑшӗсем халӗ Шупашкарӑн элемӗ кӑна мар, Чӑваш Енӗн те тесе хаклаҫҫӗ. Скульпторӑн ытти паллӑ ӗҫӗ шутӗнче, тӗслӗхрен, Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче (1991 ҫулта) тата Шупашкарта (1995 ҫулта), Шупашкарта Петӗр Хусанкая, Чӗмпӗрте Иван Яковлева, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкулта ҫунса вилнисене чысласа лартнӑ палӑксене асӑнма пулать. Владимир Нагорнов Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче РФ Журналистсен союзӗн пайташӗн Олег Кульевӑн «Чӑваш ҫӗршывне пӗлетӗр-и?» кӗнеки (редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнерҫи — Наталия Васильева) пичетленсе тухнӑ. Ӑна автор вӗренӳ ӗҫӗн отличникне, нумай ҫул хушши шкулта ӗҫленӗ амӑшне Елена Семеновнӑна халалланӑ. Чӑваш кӗнеке издтаельствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «материал тӗлӗшӗнчен пуян та интереслӗ кӑларӑма кроссвордсемпе ребуссем, криптограммӑсемпе шарадӑсем, тестсемпе викторинӑсем тата ытти вӑйӑсем кӗнӗ. Пуҫ ватмӑшсене содержанине кура тӑватӑ ушкӑна уйӑрнӑ». «Чӑваш Республикин картти умӗнче» пайрисем географипе ҫыхӑннӑ. «Чӑваш ҫӗршывне пӗлетӗр-и?» тест тупсӑмне, ребус хуравне шырама, географи диктанчӗ ҫырма, метаграммӑсемпе логогрифсем вуласа тавҫӑрулӑха тӗрӗслеме пултарӗҫ. Ытти пайран «Ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсем», «Ӳнер тӗнчи», «Ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗнче» ятлисене асӑнмалла. Кӑларӑм чӑваш чӗлхипе литература, тӑван ен культури е географи урокӗсем валли доклад, реферат хатӗрленӗ чух та, килти ӗҫе пурнӑҫланӑ чух та вырӑнлӑ пулмалла. Кӗнекене «СУМ» лавккара та туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Тӗнче тетелӗнче, тата тӗрӗсрех каласан, Фейсбукра, Яков Ухсайӑн вил тӑприйӗпе палӑкӗ калаҫтараҫҫӗ. «Чӑваш халӑхӗ валли пин-пин йӗрке ҫырса хӑварнӑ ҫыравҫӑн юлашки вырӑнӗнче ют чӗлхепе кӑна ҫырса хума ӑс ҫитнӗ... Кӗскен, ӑнланмалла», — асӑрханӑ Микулай Павловский. Чӑн та, нумай чӑвашӑн юратнӑ поэчӗн палӑкӗ ҫине вырӑсла кӑна шӑрҫаланӑ. «Здесь похоронен Яков Ухсай», — тенӗ унта. Вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне ҫав палӑка сӳтсе явакансем «Кунта Яков Ухсая пытарнӑ», — тени ҫуккишӗн кӑна мар, вил тӑприйӗ пӗр вырӑнта, палӑкӗ тепӗр ҫӗртерех вырнаҫни те тӗлӗнтернӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ Владимир Кожевников хӑй ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене те тишкернӗ. Чӑн та, аяллӑрах вырӑнта — вил тӑпри, ҫӳлерех — палӑкӗ. Никама та хурлас килмест. Палӑка каярах лартнине тавҫӑрма ӑс нумай кирлӗ мар. Сумлӑ ҫав ӗҫе пурнӑҫлакансен ӑнлантарӑвӗ пурах-тӑр. Шел те, лартма кам хутшӑннине, вырӑннине кам палӑртнине пӗлместӗп. Палӑка вил тӑпринчен ахальтенех уйӑрман-тӑр. Тен, вырӑнӗ ишӗлекенскер, тен, лачакаллӑ та унта ҫавӑнпа палӑк лартайман. Тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр юлташа калаҫтаракан ҫак ыйтӑва уҫӑмлатакан, тен, ҫак сайта вулакансем хушшинче тупӑнӗ. |
Ӳнер
![]() Уяв саманчӗ Мускавра Нацисен ҫуртӗнче Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актерсене, чӑвашла ӳкернӗ илемлӗ тата документлӑ фильмсене халалланӑ уяв каҫӗ иртнӗ. Мероприятие ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗн хастарӗсем йӗркеленӗ. Унта пуҫтарӑннисене Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Шакин саламланӑ. Уяв каҫӗ «Чӑваш кинематографӗн историйӗ» фильмпа уҫӑлнӑ. 1928 ҫулта ӳкернӗ «Ял» фильма кӑтартни пуриншӗн те пысӑк кӗтменлӗх пулнӑ. «Ҫеҫпӗл» кинофильмра ӳкерӗннӗ Владимир Бурмистров уявра хӑйӗн юрлас пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Вӑл ҫав фильмра янӑранӑ «Нимене» те шӑрантарнӑ. Василий Чапаевӑн мӑнукӗ Татьяна Чапаева хӑнасене хӗрӗ Алла ӳкернӗ «Пластика речи» фильмпа паллаштарнӑ. Тӗп роле унӑн мӑнукӗ Гриша калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар аэропорчӗ. Аҫтахар Плотников тунӑ сӑн Чӑваш Енре Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев летчик-космонавт ятне парас шухӑшлӑ. Ыйтӑва татса париччен халӑх кӑмӑлне пӗлесшӗн. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствин сайтӗнче ятарлӑ ыйтӑм вырнаҫтарнӑ. Интернет-сасӑлав ыйтӑвӗ ансат: «Шупашкар аэропорт» Чӑваш Республикин хысна предприятине Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗн, авиацин генерал-майорӗн, СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн ятне памалла тесе шухӑшлатӑр-и?» — тенӗ унта. Ӑна виҫӗ тӗрлӗ хуравлама пулать: «Ҫапла, пӗтӗмӗшле кирлӗ, «Кирлӗ мар», «Шухӑш ҫук». Ыйтӑвӗсем те, хурав варианчӗсем те вырӑсла, эпир чӑвашлатса ҫыртӑмӑр. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пуҫарнӑ сасӑлав раштавӑн 30-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ӗнерхи 23 сехет тӗлне 238-ӑн сасӑланӑччӗ, ҫав йышран 137-шӗ кирлӗ тесе каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑвашла «Мауглин» хуплашки Джозеф Редьярд Киплинг (1865—1936) акӑлчан ҫыравҫин чи паллӑ произведенийӗ — икӗ кӗнекерен тӑракан «Книга джунглей». 1894, 1895-мӗш ҫулсенче пичетленнӗскерсем тӑрӑх Мауглие пӗлетпӗр те эпир. Кашкӑр кӗтӗвне лекнӗ арҫын ачан шӑпине тӗпе хурса ача-пӑча тата пукане театрӗсем сахал мар спектакль лартнӑ тесе аса илтерет Чӑваш кӗнеке издательстви. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче те ӑна лартнӑ. 1979 ҫулта сцена ҫине кӑларнӑ спектакле вырӑсла вылянӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви тимленипе нумаях пулмасть Дж.Р. Киплингӑн «Мауглийӗ» 1000 экземплярлӑ тиражпа (редакторӗ _ Ольга Иванова, ӳнерҫи — Андрей Фомиряков) чӑваш вулаканӗсем патне ҫитнӗ. Нина Гернет инсценировкине Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Кириллов куҫарнӑ. Кӗнекепе пӗрле «Чӑваш Ен» патшалӑх телевиденипе радиовещани компанийӗн фондӗнче упранакан радиоспектакле ҫырса илнӗ аудиодиска хурса панӑ. «Эппин, ҫӗнӗ кӑларӑмпа паллашакансем Маугли тата унӑн ҫывӑх юлташӗсем чӑвашла калаҫнине итлейӗҫ», — пӗлтернӗ кӗнеке издательствин сайтӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти патрульпе пост службин ӗҫченӗсем ҫемьене пушартан ҫӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицейскисем дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртӑн тӑрринчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем малтан ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кайран хӑйсем ҫунакан ҫурт патне ыткӑннӑ, ҫывӑракан ҫемьене вӑратнӑ. Вӗсем карта урлӑ сиксе чӳречерен шаккама тытӑннӑ, хунарпа ҫутатнӑ. Кӑштахран ватӑ хӗрарӑм алӑка уҫнӑ. Иккӗмӗш хутра ачисемпе мӑнукӗсем ҫывӑрнине пӗлтернӗ. Полицейскисем шарфпа чӗркенсе лешсене вӑратнӑ, документсене пуҫтарма, ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫуртӑн тӑрри кӑштах ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫулталӑк вӗҫлениччен ЧР Элтеперӗн автопаркне ҫӗнетесшӗн. Унччен 1 миллион ҫурӑ тенкӗ тӑракан виҫӗ иномарка туянасшӑн. Тендерсене патшалӑх туянӑвӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Михаил Игнатьевӑн администрацийӗ виҫӗ хура машина илесшӗн. Кашнин хакӗ — 1 миллион та 516 пин тенкӗ. Пӗтӗмпе ку тӗллевпе 4,5 миллион тенкӗ тӑкакласшӑн. «Кӗмӗле» республика хыснинчен уйӑрӗҫ. Машина седан, автомат курупкаллӑ пулмалла. 1 сехетре 100 ҫухрӑм таран хӑваламалла. Кунсӑр пуҫне машинӑра климат-контроль пулмалла, ларкӑчсен ӑшӑнмалла. Ытти вак-тӗвеке те шута илмелле. Ахӑртнех, Тайота Камри ку енӗпе йӑлтах тивӗҫтерет. Поставщика раштавӑн 9-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Килӗшӗве раштав варринче алӑ пусӗҫ. Кун хыҫҫӑн машинӑсене Энгельс урамӗнчи автопарка лартмалла (2 кунра). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене штрафлама пултарӗҫ. Ку улшӑнӑва административлӑ йӗрке кодексне кӗртме хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӳхе пӑр ҫийӗн утакансене (ун ҫийӗ 7 см. ҫӳхерех пулсан) 2 пин тенкӗлӗх штрафласшӑн. Кун пирки правительствӑра иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑх пирки уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалли пирки асӑннӑ. ЧР инкеклӗ лару-тӑру комитечӗн пуҫлӑхӗ Вениамин Петров каланӑ тӑрӑх, кӗркунне тата ҫуркунне шыв ҫинче инкек шучӗ ӳсет. Кӑҫал кӗркунне пуҫланнӑранпа 11 тӗслӗх пулнӑ. Вӗсенче 10 ҫын путса вилнӗ. Ҫаксене шута илсе административлӑ йӗрке кодексне улшӑнусем кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хыснине 100 миллион тенкӗ укҫа кӗнӗ. Нумаях пулмасть Дегтярев урамӗнчи пурлӑх комплексне сутнӑ. Паян 100 миллион тенкӗ хыснана хывнӑ. Пурлӑх комплексне аукционра сутнӑ. Унта 4 гектар ҫӗре кӑларнӑ. Халӗ туянаканпа тата Шупашкар хула комитечӗпе суту-илӳ пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ахӑртнех, унта пурӑнмалли ҫуртсем пулӗҫ. Аукцион чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ. Туянакан 30 кунра пурлӑхшӑн укҫа тӳлесе татма тивӗ. Укҫа шӑпах паян хыснана куҫнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |