Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Гинеколог патне пынӑ пике хӗрлӗхе ҫухатса ӗлкӗрнипе ӗлкӗрменнине йӗрке хуралҫисем пӗлесшӗн. Тӗлӗнтермӗш пуҫарупа РФ Следстви комитечӗ ҫӗршывӑн Сывлӑх сыхлав министерствине тухнӑ. Пакунлисем 16 ҫула ҫитмен хӗрсем арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнипе кӑсӑкланаҫҫӗ. Ҫапла туни пикесене такам пусмӑрланипе пусмӑрланине палӑртма пулӑшать имӗш. Ҫапла, пусмӑрҫӑсемпе (вӗсем вара — ют ҫынсем кӑна мар. Тӑван ашшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене тапӑнни, ар ҫыхӑнӑвне кӗни пирки илтме тивет) кӗрешмелле. Кун пирки нимле калаҫу та пулма пултараймасть. Анчах ҫак сӗнӗвӗн ухмахла енӗ те нумай. Енчен 15-ри хӗрпе 15-ри каччӑ хӑйсен кӑмӑлӗпе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнаҫҫӗ пулсан? Тата тути ҫинче амӑш сӗчӗ типмен яшсем хӗрарӑмпа пурӑннине пакунлӑ ҫав этемсем епле палӑртасшӑн-ши? Ара, вӗсем те вунултта ҫитмен-ҫке. Е вӗсен пуҫарӑвӗ пурне те пырса тивмӗ-и? Ҫапла вара пикисене хӳтӗлесе яшӗсене айккинче хӑварасшӑн-им? РФ Следстви комитечӗн уйрӑм преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгения Минаева Лента.ру информаци агентствипе калаҫнӑ чух ҫул ҫитменнисемшӗн пӑшӑрханса пупленӗҫи пулнӑ-ха. |
Ҫурт-йӗр
![]() Ҫурт-йӗре тытса тӑнишӗн тата коммуналлӑ пулӑшушӑн хаксем ҫулсеренех ӳснине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр темелле. Ҫитес ҫул пирӗн республикӑра хак 3,9 процент хӑпарма пултарать. Раҫҫей Правительстви ҫӗршыв шайӗнчи документа ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Регионсен тарифа федералсем ҫав документра палӑртнӑ индексран пысӑкрах ҫирӗплетме ирӗк ҫук. Тариф килес ҫул пуринчен ытла Мускавра хӑпармалла. Унта пурӑнакансен хваттер укҫине хальхинчен 7 процент ытларах тӳлеме тивӗ. Питӗрте, Якутск тата Камчатка тӑрӑхӗсенче 6 процент хаклӑрах пулӗ, Кемӗр облаҫӗнчисен кӗсйи хальхинчен 5,9; Пушкӑртстанрисен 5,8 процент ытларах ҫӳхелӗ. Ҫурҫӗр Осети—Аланире пурӑнакансем тариф енчен чи телейлисем: унта 2,5 процент кӑна хӑпарӗ. Алтай крайӗнче те аптӑрамаллах мар — хваттер укҫи 3,2 процент ҫеҫ ӳсет. Дагестанпа Кабардин-Балкар Республикинче пурӑнакансен хальхинчен 3,3 процент нумайрах тӑкакланма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача ҫуратмалли ҫуртра виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗпе виҫе ачине пульницӑран кӑларнӑ чухне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кӗтсе илнӗ. Полина, Данила тата Илюша юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӗсене пульницӑран киле ӗнер кӑна янӑ. Ҫак тапхӑрта вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑнӑ. Вӗсене кӗтсе илмешкӗн Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Клементьева, депутатсем, чиновниксем килнӗ. Ашшӗпе амӑшӗ ҫамрӑк. Ҫапах тӳрех виҫӗ ача ҫурални хӑратман. Аслашшӗпе асламӑшӗ, кукашшӗпе кукамӑшӗ вӗсене пулӑшма хатӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Шупашкарти База проездӗнче ҫул-йӗр пӑрланса ларнине пӑхмасӑрах асфальт сарнине Пӗрремӗш каналпа та кӑтартнӑччӗ. Шупашкартисен опычӗпе вӑрнарсем те усӑ кураҫҫӗ темелле. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑн поселокри Ленин урамӗнчи 140, 142, 144-мӗш ҫуртсем патӗнче тротуар сарма пуҫланӑ. Тепӗр кунне ҫул-йӗрҫӗсем ӗҫе малалла тӑснӑ. Чернышевский урамӗнчи шӑтӑк-путӑка та ҫавӑн пек меслетпе асфальт тултарнӑ. Строительсен тӑрӑшӑвне курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, асфальт хытса ларман, ура ҫумне ҫыпӑҫать. Ҫул-йӗрҫӗсем: «Пире каланӑ та эпир саратпӑр», — тесе ӑнлантарнӑ. Вырӑнти администрацире видео ӳкерсе илсе Youtube видеохостинга вырнаҫтарма, мӗн те пулин килӗшмесен судлашма сӗннӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫак кунсенче Раҫҫейре географи диктантне ҫырнӑ. Пирӗн республикӑра пурӑнакан 1600 ытла ҫын унта хутшӑннӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут ытларах. Диктанта 2 лапамра ҫырнӑ. Тӗп лапам И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ пулнӑ. Унта 650 ҫын килнӗ. Чылайӑшӗ акцие пӗлтӗр те хутшӑннӑ. Университетра 8 аудиторире ҫыртарнӑ. ДЦПпа чирлекенсем те, куҫ япӑх кураканнисем те диктанта хутшӑннӑ. Диктантра телефона туртса илмен, ҫавӑнпа тӗнче тетелӗнче хуравсене пӑхма май пулнӑ паллах. Анчах никам та унпа усӑ курман, мӗншӗн тесен хӑйӗн пӗлӗвне тӗрӗслес тенӗ. 45 минутра 30 ыйтӑва хуравланӑ. Пӗлтӗр 25 ҫеҫ пулнӑ. Кӑҫал диктанта вуламашкӑн паллӑ ҫынсене чӗнмен. Кӑҫал диктанта ЧПУ ректорӗ Андрей Александров, ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ те ҫырнӑ. Кӑҫал ҫынсем ӑна миҫе баллӑх ҫырнӑ? Вӑхӑт кӑтартӗ. Пӗлтӗр вӑтам кӑтарту «3»-пе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Прокурор ҫумӗ Александр Григорьев сесси пуҫланасса кӗтет Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ виҫҫӗмӗш сессийӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ ӗҫленӗ. Унта республика прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев чӑваш парламентӗнчи укҫа тӳлекен должноҫсене камсене валеҫнине тишкернине пӗлтернӗ. Ӑна надзор органӗ «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хакланӑ-мӗн. ЧР Патшалӑх Канашӗнче укҫа илсе тӑракан должноҫсене оппозици партийӗсем шутланакансен пайташӗсем лекмен иккен. Профессилле майпа ӗҫлекенсен пуканӗ «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташӗсене кӑна лекни, сӑмахран, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Молякова малтанах, хысна проектне сӳтсе явнӑ чухнех, тӗлӗнтернӗ. Чӑн та, парламентӑн спикерне, унӑн ҫумӗсене, комитетсен ертӳҫисене ЧР Патшлаӑх Канашӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци пайташӗсене кӑна суйланӑ. Ҫав вӑхӑтрах федераци тата регионти саккунсем вӑл вырӑнсенчен виҫҫӗшӗнчен кая парламентри ытти парти пайташӗсем йышӑнмаллине каланӑ. «Урӑхла туни хальхи вӑхӑтри саккуна пӑсни пулать», — ӑнлантарнӑ депутатсене республика прокурорӗн ҫумӗ. Унсӑр пуҫне ку вӑл парламента суйланнӑ ытти парти депутачӗсен правине хӗсни пӗлтерет, уҫӑмлатнӑ пакунлӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери акципе килӗшӳллӗн, Шупашкарта ыркӑмӑллӑх акцийӗ иртӗ. Унта хӑлха илтменнисене тата куҫ курманнисене «Дневники мамы первоклассника» фильм кӑтартӗҫ. Акци «Синема 5» кинотеатрта иртӗ. Мероприяти 12 сехетре пуҫланӗ. Ку акцие 4 ҫул каялла пӗрремӗш хут ирттернӗ. Кайран вӑл чылай ҫӗршывра сарӑлнӑ. Кӑҫал Раҫҫейре ӑна пирвайхи хут официаллӑ статус панӑ. Акци вӑхӑтӗнче хамӑр ҫӗршывра ӳкернӗ фильмсене кӑтартӗҫ: «Призрак», «Чемпионы. Быстрее. Выше. Сильнее». Тата «Крепость» мультфильм пӑхма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Хӗллехи каникулта епле кантараҫҫӗ? Телее, кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекет. 30-мӗшӗнче ӗлеттереҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗрен ӑна нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗ ҫине куҫӑрӗҫ. Кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн, вӑл шӑматкуна лекет, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫынсем 9 кун канӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче «APTARA-fest» фестиваль иртрӗ. APTӐRA-festа пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерме шантарнӑччӗ мероприяти йӗркелӳҫисем. Чӑн та, пурте тӗлӗнтернӗ. Ҫӑвара пуринчен ытла карса пӑрахтарни — фестивальти ҫара пикесем. Ҫакна халӗ Фейсбукра хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫара пикисем ҫарах та мар темелле: вӗсене сӑрласа пӗтернӗ. Мӗнле май килнӗ пек мар, шухӑшласа виҫсех. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ хайхисене. Те ҫыннисем кая юлса аталанса пыраҫҫӗ-и, те аптӑратас тесе ытлашшипех аптӑратнӑ-ши: анчах ҫара ӳтлӗ пикене чӑваш тӗррипе сӑрмакланине ырласа йышӑннине хальлӗхе асӑрхамарӑм. Фейсбукрисенчен пӗри, Юрий Федоров, ку фестивале ҫапларах хакланӑ: «Эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм», — сӑмаха вӑл жаргонпа усӑ курса вырӑсла каланӑ. Унӑн пӗлтерӗшне чакарас мар тесе цитатӑнах илсе кӑтартам: «Я прифигел». Унтан вӑл ҫапларах ҫырать: «Сцена ҫинчи ҫара кӑкӑр — пирӗн тренд иккен. |
Чӑвашлӑх
![]() Самарти кӗр сӑрин саманчӗ Чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Самар хулинче облаҫри XIX «Кӗр сӑри» чӑваш фольклор фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие вӑл тӑрӑхри Культура министерстви, Самар хула округӗн администрацийӗ, Халӑх туслӑхӗн керменӗ тата, паллах, унти чӑвашсен «Пехил» обществи йӗркеленӗ. Кӗр сӑрине Самар, Ӗренпур, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи чӑвашсен хӗрӗхе яхӑн пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Тӑван республикӑмӑртан Зинаида Яковлева ертсе пыракан «Уяв» фольклор халӑх ансамблӗ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Шӗнерпуҫӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ кайнӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче облаҫри «Ҫулталӑкри чӑваш хӗрарӑмӗ» тата «Выля, хуткупӑс—2016», Самар облаҫӗнче чӑваш халӑхӗн культурине, йӑла-йӗркине, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе пуринчен лайӑх ӗҫлекен ял тӑрӑхне палӑртмалли конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |