Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Чӑваш чӗлхи
![]() Мускавра пурӑнакан чӑвашлӑхшӑн ҫунакан чи паллӑ ҫынсенчен пӗри — Владимир Болгарский — паян Раҫҫей тӗп хулинче вырнаҫнӑ Патшалӑх думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑ. Унпа пӗр шухӑшлӑ пулса Валерий Сунгуров та тепӗр плакат йӑтса тӑнӑ. «Моему чувашскому-булгарскому языку более 2000 лет. Сейчас он испытывает небывалые трудности. Требую равных условий для развития языков в республиках РФ. Для обучения родному языку требуется согласие родителей, а для иностранного — нет. Почему?» (чӑв. Манӑн чӑваш-пӑлхар чӗлхи 2000 ҫултан аслӑрах. Хальхи вӑхӑтра вӑл пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. РФ республикисенче чӗлхесене аталанма пӗрешкел условисем туса пама ыйтатӑп. Тӑван чӗлхене вӗренме ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтаҫҫӗ, ют чӗлхешӗн вара — ҫук. Мӗншӗн?) — ҫапларах ҫырнӑ Владимир Болгарский хӑйӗн плакачӗ ҫине. Тепӗр плакатне Валерий Сунгуров тытнӑ. Унта «Требую ратификации европейской хартии о языках» (чӑв. Европӑн чӗлхесем ҫинчен калакан хартине ратицикацилеме ыйтатӑп) тесе ҫырнӑ пулнӑ. Чӑваш хастарӗсем — пӗри Трак ен, тепри Чӗмпӗр ен чӑвашӗ — Патшалӑх Думи умне 9 сехетре тухнӑ. 11 сехетре пӗчченле пикета вӗҫленӗ. Плакатпа тӑнӑ вӑхӑтра пӗр хут ҫеҫ ФСО хуралҫи пырса кайнӑ — ҫын кам пулнине ӗнентерекен документа тӗрӗсленӗ. Ытти енчен нимӗнле чӑрмав та пулман. «Патшалӑх Думин тӗп алӑкӗ патне пыраймарӑмӑр. Унти вырӑна пирӗнчченех тепӗр пикетҫӗ йышӑннӑран 50 метр аяккарах тӑма тиврӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Болгарский. Маларах пырса тӑни ирӗклӗ сунаршӑн пикетленӗ иккен. | ||||||||||||||||||||||||
Сӑнсем (6) | ||||||||||||||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |
Эсир чăн-чăн хăюллă чăваш патриочĕсем!!! Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр!!!