Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика

Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине, ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларма пултарнине Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ.

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партин регионти политканашӗн Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ирина Клементьевӑна партирен кӑларас е хӑварас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.

Партин Уставӗпе килӗшӳллӗн, Ирина Клементьевӑна пуҫиле ӗҫе пӑхса тухиччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларма йышӑннӑ.

Аса илтерер: мэр тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви малалла пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41846
 

Ял хуҫалӑхӗ

Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Тутарстанри «Агросила» агрохолдинг туянассине, каярах вара ку сӑмах тӳрре килменнине пӗлтернӗччӗ.

Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар районӗнчи Лапсарта вырнаҫнӑ «Юрма» предприятие унӑн хуҫи, Владимир Ермолаев усламҫӑ, сутса ярасшӑнни пирки те маларах сӑмах тухнӑччӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инвестици климатне лайӑхлатассипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗччӗ. Шупашкар район пуҫлӑхӗпе тӗл пулсан та ку ыйтӑва хускатнӑччӗ. «Ӗҫ коллективӗнче социаллӑ йывӑрлӑх пулмалла мар. Хуҫа улшӑнать, анчах предприяти ӗҫӗ ҫавах юлать», — тенӗччӗ Элтепер.

«Правда ПФО» интернет-хаҫат паян хыпарланӑ тӑрӑх, «Агросила» Лапсарти хапрӑка туянмӗ. Шухӑша мӗн сӑлтавпа ылмаштарнине коммерци вӑрттӑнлӑхӗ тесе уҫӑмлатма килӗшмен.

 

Республикӑра

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Нарат Чакки ялӗнчи Нина Скворцова малтан Мускавра пурӑннӑ. Вӑл унти хваттерне хӑварса яла куҫса килнӗ. Халӗ вӑл теплицӑра пахча ҫимӗҫ ӳстерет, чӑх-чӗп усрать.

Нина Скворцова Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑра 25 ҫул акушеркӑра ӗҫленӗ. Унтан Мускава ҫемйипех куҫса кайнӑ. Ӑна аппӑшӗ хваттер парнелесе хӑварнӑ пулнӑ. Мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Нина Федоровна Мускавра пурӑннӑ. Анчах ял пирки манман.

Яла куҫса килсен хӗрарӑм кил-ҫуртне хӑтлӑлатнӑ, пахчара улма-ҫырла ҫитӗнтерме пуҫланӑ. Пахчара виҫӗ теплица лартнӑ. Унта чӑх-чӗп ҫитӗнтерет. Теплицӑра ӑшӑ, симӗс курӑк ӳсет. Чӗпсене вара инкубаторпа кӑларать.

Ачисем те унпа пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем лавккаран апат-ҫимӗҫ туянмаҫҫӗ, хӑйсем туса илеҫҫӗ. Хӗрарӑм яла куҫнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмест, ырӑлӑхра пурӑнать вӑл.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/?c=view&id=15914
 

Республикӑра

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Мегафон» абоненчӗсем ҫыхӑнусӑр тӑрса юлнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн шар курнӑ ҫынсене компенсаци тӳлеме шантарнӑ.

Паянтан абонентсем тӑкак саплаштарӑвне офиса ҫитсе заявлени ҫырмасӑрах илме пултараҫҫӗ. Авари зонинче пулнӑ кашни абонента виҫӗ компенсацирен пӗрне суйлама сӗнеҫҫӗ. Пӗрремӗшӗ – 50 минут ҫыхӑну тата 1 Гб трафик. Иккӗмӗшӗ – 2 Гб трафик. Виҫҫӗмӗшӗ – «Мегафон.ТВ» сайтра пӗр ҫӗнӗ фильм пӑхасси.

Аса илтерер: республикӑра кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче, Мускав облаҫӗнче те ҫыхӑнусӑр тӑрса юлнӑ. Ку 7 сехете тӑсӑлнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/41856
 

Экономика

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем ӗнер РФ промышленность тата суту-илӳ министрӗпе Денис Мантуровпа тӗл пулнӑ. Унта пирӗн регионтан РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем те хутшӑннӑ. Олег Николаев халӑх сечӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх,

Анатолий Аксаков унта оборона саккасне пурнӑҫлама хутшӑнакан предприятисене укҫа-тенкӗ енчен пулӑшас ыйтӑва хускатнӑ. Олег Николаев ӗнентернӗ тӑрӑх, ку ыйтӑва Чӑваш Енри предприятисем те, урӑх регионсенчисем те вӗҫӗмех хускатаҫҫӗ.

Олег Николаев стационарлӑ мар суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва тата супермаркетсене канмалли кунсенче ӗҫлеттерес мар ыйтӑва хускатнӑ. Раҫҫей шайӗнче маларах ку ыйтӑва тапратнӑччӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем тата Олег Николаев супермаркетсене канмалли кунсенчи кантарни паян вырӑнлӑ мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.spravedlivo.ru/5_82469.html
 

Сывлӑх
Чӑваш Енре арҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ
Чӑваш Енре арҫынсен ӗмӗрӗ вӑрӑмланнӑ

Чӑваш Енри арҫынсен ӗмӗрӗ юлашки вӑхӑтра вӑрӑмланнӑ. Ҫакна Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов палӑртса хӑварнӑ. Унта вӑл, сӑмах май, ҫакна та каланӑ: тухтӑрсен тӗп кӑтартӑвӗ — халӑх нумай ҫул сывӑ пурӑнни.

«Вӑрӑм ӗмӗрлисен йышӗ нумайланса пыни пурсӑмӑра та хавхалантарать», — тенӗ вӑл. 100 ҫултан иртекенсем те сахал мар. Юлашки пиллӗк ҫулта ҫак кӑтарту икӗ хут та ытларах ӳснӗ. Вӑрах чире пула вилекенсен йышӗ те чакса пырать.

Аса илтерер, республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗнче ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре шалу виҫи 2011-мӗш ҫулхинчен 1,9 хут ӳснӗ. Ку факта ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.

Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Правительство ҫурчӗн Пысӑк залӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин, Спорт министерствисен пӗрлехи канашлӑвӗ иртнӗ. Унта ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫу уйӑхӗнчи указӗсене пурнӑҫа кӗртессипе республикӑра епле ӗҫленине тишкернӗ.

«Ача сачӗсене пачах та черет ҫук. Шкул ҫулне ҫитмен шӑпӑрлансене 78 процента ҫити ача пахчисене вырнаҫтарнӑ. Бюджет пайӗнче ӗҫлекенсен шалу укҫин виҫине хӑпартса пынӑ. Пӗлтӗрхи кӑтартӑва 2015 ҫулхипе танлаштарас пулсан шалу виҫи вӑтамран 3,6 процент хӑпарнӑ, 2011-мӗш ҫулхипе илсен 1,9 хут ӳсни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тенӗ республика ертӳҫи.

 

Экономика
Хӳтӗлев предприятийӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлу
Хӳтӗлев предприятийӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлу

«Хӳтӗлев комплексне хӑватлантарни, техника тата хӗҫ-пӑшалсене калӑплама май паракан производствӑсене аталантарни пӗтӗмпех ҫӗршыв потенциалне ӳстерме витӗм кӳреҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Республикин экономикине те вӑй илтерме пулӑшӗ», — тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӳтӗлев промышленноҫ комплексӗнче тӑрӑшакан предприятисен ертӳҫисемпе ирттернӗ паянхи ӗҫлӗ тӗлпулура. Унта Раҫҫей Президенчӗ тата РФ Правительстви регионсем умне лартнӑ тӗллеве сӳтсе явнӑ.

«Хӳтӗлев предприятийӗсемпе организацийӗсен пуласлӑхӗ ҫав тери пысӑк. Вӗсен пысӑк технологи предприятисенче вӑй илни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — хыпарлать Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗ. Михаил Игнатьев медицина, энергетика, информаци технологийӗсенчи ҫӗнӗлӗхсене те анлӑрах вӑй илтерсе пымалли пирки чарӑнса тӑнӑ.

 

Политика
Генконсулпа Элтепер
Генконсулпа Элтепер

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консулӗпе Турхан Дильмачпа тата Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Нуреттин Каяпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Енсем туслӑ ҫыхӑнусене анлӑлатас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Турципе Раҫҫей хушшинчи ҫыхӑнӑва малалла анлӑтас пирки ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Турципе Чӑваш Ен хушшинчи суту-илӳри тавар ҫаврӑнӑшӗ 2115 пин долларпа танлашнӑ. Хими,электротехника, промышленноҫ, ял хуҫалӑх тата ытти тавара Турцие ӑсатса Чӑваш Енре ҫак кӑтартӑва татах ӳстересшӗн. Турцин Хусанти Генконсулӗ Чӑваш Ене тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли пӗртен-пӗр чаплӑ регион тенӗ. Кун пикри республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.

 

Статистика

Туризмӑн федераци агентстви ял туризмӗ мӗнле аталаннине тишкернӗ, топ-10 региона палӑртнӑ. Унта пирӗн Чӑваш Ен те кӗнӗ.

Кунсӑр пуҫне топ-10 списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калиниград, Мускав, Тамбов облаҫӗсем, Карели, Коми республикисем, Алтай крайӗ кӗнӗ. Чӑваш Республикинче туристсене ытларах «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Сӑрҫи» заповедник, Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗ, Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ, Муркаш районӗнчи тури чӑвашсен музейӗ, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Муркаш районӗнчи ватӑ юман тата ыттисем илӗртеҫҫӗ-мӗн.

Чӑваш Енре ял тата экологи туризмӗ Шупашкар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Тӑвай, Муркаш районӗсенче аталанма тытӑннине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2617, 2618, 2619, 2620, 2621, 2622, 2623, 2624, 2625, 2626, [2627], 2628, 2629, 2630, 2631, 2632, 2633, 2634, 2635, 2636, 2637, ... 4130
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 01

1924
102
Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1990
36
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...