Республикӑра
![]() Комсомольски районӗнчи прокуратура ачасен сывлӑхне ҫирӗплетмелли шкул ҫуменчи уйлӑхсене тӗрӗсленӗ. Чылай ҫӗрте йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 10 уйлӑхра саккуна пӑхӑнманни палӑрнӑ. Пӗтӗмпе йӗркене пӑснӑ 170 тӗслӗхе шута илнӗ. Пур ҫӗртре те санитарипе эпидемиологи саккунне пӑснӑ. Тӗслӗхрен, апат-ҫимӗҫ пахалӑхӗ кирлӗ пек пулман, вӗсене тӗрӗслени пирки документсем те ҫук е ҫимӗҫсене упрамалли йӗркене пӑхӑнман. Пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманнине те тупса палӑртнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗртре пропуск режимне йӗркелемен. Постра яваплӑ ҫын та пулман. Пӗр сӑмахпа, терроризмран хӳтӗленмелли йӗркене пӑхӑнман. Район прокуратури шкул ҫумӗнчи 10 уйлӑх пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсене штраф тӳлеттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫул ҫинчи камерӑсем правилӑсене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем пулӑшнипех водительсене урӑх енӗпе те штраф тӳлемелле тӑвасшӑн. Хальлӗхе проекта Мускав ҫывӑхӗнче тӗрӗслеҫҫӗ. Камерӑсем пулӑшнипе урапаран кӑларса ывӑтнӑ ҫӳп-ҫапшӑн водительсене штраф тӳлеттересшӗн. Ҫакна камера урапа кайнӑ чухне те, чарӑннӑ вӑхӑтра та курӗ. Кунсӑр пуҫне камерӑсем сӑнанипе урапана юраман ҫӗртре ҫунӑшӑн хуҫине штрафлаттарасшӑн. Камера топливӑна юхтарнине те, стоянкӑна вараланине те асӑрхӗ. Ахӗртнех, ку ӗҫе кивӗ камерӑсене «хӑнӑхтарӗҫ». Хальлӗхе кунашкал камерӑсене ытти регионта вырнаҫтарасси пирки калаҫмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Швейцарири Лозанна хулинче Арбитраж спорт сучӗ РФ Олимп комитечӗн тата Раҫҫейри 68 ҫӑмӑл атлет тавӑҫне пӑхса тухӗ. Вӗсем Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене хутшӑнассишӗн кӗрешӗҫ. Чӑваш Енрен Олимпиадӑна улттӑн кайма пултарӗҫ. Вӗсен йышӗнче – Татьяна Архиповӑпа Алина Прокопьева марафонкӑсем, хӑвӑрт утакан Светлана Васильева, Марина Пандакова, сӑнӑ ывӑтакан Вера Ребрик, шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидорова. Списокар пӗтӗмпе – 68 ҫӑмӑл атлет. Ӑна Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чутайсене «пуйӑсри» тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районне «Министерство пуйӑсӗ» пырса ҫитнӗ. Пысӑк портфельлӗ ҫынсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, пуйӑспа мар, урапасемпех ыпрса ҫитнӗ. Акци ятне ҫавӑн пек панӑскере хутшӑннисен йышӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав, Культура, Ӗҫлев, Транспорт тата Ял хуҫалӑх министерствисенче тӑрӑшакан тӳре-шара пулнӑ. Пуҫлӑхсенчен ҫавӑн пекех Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов тата вырӑнти район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацине ертсе пыракан Александр Башкиров пулнӑ. Вӗсем халӑхпа тӗлпулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ тесе ҫырнӑ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайтӗнче. Ҫынсемшӗн чи пахи — тӗрлӗ тухтӑр тӗрӗслени. «Министерство пуйӑсӗ» акцине ирттернӗ май хӗрлӗ чутайсене ача-пӑча кардиологӗ, невролог, гастроэнтеролог, уролог, акушер-гинеколог, онкомаммолог 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алена Аршинова «Алран кайми» юрлать Иртнӗ уйӑхӑн 24-мӗшӗнче тӑван республикӑмӑр хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунине Чӑваш халӑх сайчӗ те пӗлтерчӗ. Ун пек уяв тӗлӗсенче тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, тӗрлӗ объект уҫаҫҫӗ. Кӑҫалхи Республика кунне, аса илтеретпӗр, Шупашкарта тата Элӗк районӗнче уявларӗҫ. Ку уява тепӗр хутчен аса илме пӗр ырӑ хыпар хистерӗ (кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырманччӗ). Тӗп мероприятисенчен пӗри Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи лапамра, унта йӗркеленӗ сцена ҫинче пулчӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнасене саламлама хутшӑннӑ тӳре-шара хушшинче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пурччӗ. Политиксем халӑха саламланинчен тӗлӗнмеллиех ҫук пулсан, Алена Аршинова «Алран кайми» юрра чӑваш тумне тӑхӑнса шӑрантарни, мӗн тесен те, кӑмӑллӑ пулӑмсенчен пӗри пулчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Путин Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ электрогазосварщик ҫакӑнта ӗҫлет Вӑйӑ оборудованийӗн "Romana" савучӗн электрогазосварщикне Владимир Захарова Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑй тав тунӑ. Хисеплесе ҫыракан ҫав хута 62 ҫулти арҫын ахальтен тивӗҫмен. Ку предприятире вӑл 11-мӗш ҫул тӑрӑшса ӗҫлет. Пысӑк квалификациллӗ та ӑста специалиста савутра яваплӑ пулнишӗн те хисеплеҫҫӗ. Вӑйӑ оборудованийӗ кӑларакан бригадӑра тӑрӑшаканскер ҫулленхи плана пурнӑҫлама хӑй тӳпине хывнине, оборудовани нумай-нумай ҫӗршыва ӑсаннине палӑртаҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Экономика, промышленноҫ тата суту-илӳ аталанӑвӗн министерствинче Владимир Захарова ырӑпа палӑртнӑ май вӑл электрогазосварщик сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса пынине, 2015 ҫулта "Ҫӑлтӑрпа зарядка" массӑллӑ акцине хастар хутшӑннине асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти автопляжа "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" хастарӗсем тирпейлеҫҫӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫывӑхӗнчи автопляжа пӗрисем те, теприсем те тупӑшса тенӗ пек тасатаҫҫӗ. Ку хыпара Александр Белов журналистӑн паянхи черетлӗ материалӗнчен пӗлме май килчӗ. Тӑван тавралӑха хӑтлӑх кӳнишӗн савӑнмалла кӑна-ха. Анчах та ҫакӑнта та политика сӗмӗ сисӗнни кулӑшлан туйӑнать. Темиҫе кун автопляжа "Справедливая Россия" (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) парти пуҫарнипе ҫамрӑксем ҫыран хӗрринче тасамарлӑха пуҫтарнӑ иккен. Кӑштахран "Единая Россия" (чӑв. — Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) парти хастарӗсем ҫӳп-ҫап тултармалли михӗсемпе пырса ҫитнӗ. Каннӑ хыҫҫӑн теприсем тем те пӗр пӑрахса хӑвараҫҫӗ те, ҫын юлашкинчен йӗрӗнменнисем пурришӗн савӑнмалла кӑна пулӗ. Кун пек чух партисен шучӗ мӗн чухлӗ нумайрах, тавралӑх ҫавӑн чухлӗ тасарах пуласса шанма та май пур-тӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Районсенчи Депутатсен пухӑвне илер-и, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне-и — пур ҫӗрте те тенӗ пек шӑкӑрттин самай пысӑк пуҫлӑхсемпе пуянсем. Ҫав вӑхӑтрах суйлава пӗчӗк должноҫрисем те хутшӑнас кӑмӑллине хутран-ситрен палӑртаҫҫӗ. Акӑ, Канаш районӗнче пурӑнакан Олег Николаев ятлӑ водитель руль тытса ывӑннӑ тейӗн — ЧР Патшалӑх Канашне суйланасшӑн. Моляков хушаматлисем те паллӑ Игорь Моляков политикпа пӗрлех иккӗн тан "пуҫ кӑларнӑ". Чӑваш парламентӗнчи Сергей Семенов ятлӑ депутат ячӗлли те пур кандидатсем хушшинче. 23 ҫулти темӗнле Александр Аксаков тренер-преподаватель те суйлава хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Сӑмах май каласан, маларах асӑннӑ хушаматлӑ паллӑ политиксем пурте — "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти членӗсем. Суйлав технологийӗсене тӗшмӗртекенсем ҫавсем пек хушаматлӑ кандидатсем мӗншӗн хӑйсен ячӗсене списока кӗртнине ӑнланаҫҫех.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр автошкула рейдер мелӗпе ярса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм автошкул учредителӗсен пухӑвне ирттермелли суя протокол хатӗрленӗ, унта директора ӗҫрен кӑлармаллине палӑртнӑ. Ун вырӑнне вара вӑл хӑй ларнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм тепӗр протокол хатӗрленӗ, унта автошкул ятне улӑштарассине, ҫӗнӗ устав йышӑннине палӑртнӑ. Протоколта икӗ ҫынна учредительсен йышӗнчен кӑларнине каланӑ. Лешсем кун пирки пӗлмен те. Унтан хӗрарӑм документсене налук инспекцине тӑратнӑ. Пӗр учредитель кун тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Канашри 3-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Ангелина Иванова Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче хӑйне евӗр рекорд лартнӑ. Вӑл виҫӗ экзаменра чи нумай балл пухнӑ. Ангелина вырӑс чӗлхипе, обществознанипе, историпе 100 балл пухнӑ. Ку хӗрачан пӗрремӗш ҫитӗнӗвӗ мар. Ангелина 1-11-мӗш классенче шӗкӗр пиллӗкпе кӑна вӗреннӗ. Вӑл олимпиадӑсемпе конкурссенче те малти вырӑнсене йышӑннӑ. Ангелина правӑпа, обществознанипе, историпе иртнӗ олимпиадӑсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Палӑртмалла: Раҫҫейре ППЭне виҫӗ предметпа Кемӗр облаҫӗнчи тепӗр хӗрача та 100 баллшар илнӗ. Вӑл лицейра ӑс пухнӑ. Вӑл та Канаш хӗрӗ пекех ҫав предметсемпех чи нумай балл пухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |