Спорт
![]() Вӑрмар районӗнчи пӗр коммерци организацийӗн директорне улталаса тупӑш тунӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ҫуртсене тӗпрен юсамалли ӗҫсене пурнӑҫланӑ чухне улталанӑ. Директор тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче републикӑри капюсав фончӗ коммерци организацийӗпе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Фирма нумай хваттерлӗ виҫӗ ҫурта юсама шантарнӑ. Фирмӑн ҫуртсенче 16 пин тенкӗ тӑракан счетчик вырнаҫтармалла пулнӑ. Чӑннипе вара кунран йӳнӗрех счетчик лартнӑ. Юлнӑ укҫа-тенке вара кӗсьене чикнӗ. Пӗтӗмпе – 32 пин ытла тенкӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Ҫак кунсенче Шупашкарти Канаш ҫулӗ хӗриннеле вырнаҫнӑ чӑваш тӗнӗн юпине сӑтӑр тунӑ. Юпана ӳпӗнтерме тӑрӑшнӑ, пуртӑпа вакласа касса пеме хӑтланнӑ. Юрать-ха хӑйсен усал ӗҫне вӗҫне ҫитереймен — те ывӑнса ҫитнӗ, те вӗсене хӑратнӑ. Хӗветӗр Мадуров каласа панӑ тӑрӑх хӑйсен усал ӗҫне сӑтӑрҫӑсем ҫак кунсенче тунӑ. Темиҫе кун маларах юпа чиперех тӑнине ҫак вырӑнта ӗҫлекен рабочисем те каласа панӑ. Ку юпана ҫӗмӗрес шухӑшлисем унччен те пулнӑ. Юпана хӑй вӑхӑтӗнче пуртӑпа такканӑ, шӑтӑк чавса кӑларса пеме хӑтланнӑ. Хӗветӗр Мадуров юпана сӑтӑр тунине пула йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ҫак ӗҫе кам тунине палӑртаҫҫех тесе шанас килет. |
Персона
![]() Леонид Ленский профессор Ку хыпара паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн академикӗн, ял хуҫалӑх наукисен докторӗн, К.А. Тимирязев ячӗллӗ Раҫҫейӗн патшалӑх аграри университечӗн профессорӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Леонид Ленский пирки. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн мемуарӗсем ҫинчен. Унтан та тӗплӗнрех палӑртсан, ҫавсене хӑтлани пирки. 1937 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Аслӑ Тивӗшре 1937 ҫулта ҫуралнӑ Леонид Ленский ӗҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче хӑтланӑ. "Цивильский самородок" кӗнекене ашшӗн мемуарӗсене пухса ывӑлӗ Игорь Ленский кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑтлава та вӑлах йӗркеленӗ. Игорь Леонидович — Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, "Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем" акционерсен обществин "Гудок" хаҫат редакторӗ тата тишкерӳҫи. Леонид Александрович академик Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче 1959—1961 ҫулсенче ӗҫленӗ. Мал ӗмӗтлӗскер хрантсус чӗлхине 6 уйӑхра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Ют чӗлхене вӑл чикӗ леш енче лекцисем вулама май килтӗр ӗмӗтпе шӗкӗлченӗ. Икӗ ҫулта асӑлӑ шкулти хими курсне алла илнӗ. Кӗҫех вӑл физикӑпа тата химипе никӗс ӗҫсен авторӗ пулса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ҫак статьяна, пӗлсех тӑратӑп, теприсем кӑмӑлсӑрланса йышӑнӗҫ. Анчах чунра пуррине уҫмасӑр чӑтаймастӑп. Чуна ыраттармалла ҫак калаҫу темиҫе кун каялла пулса иртрӗ. Ҫав самантра паллаканӑмпа чӑвашлӑх ыйтӑвӗ патне те пырса тухрӑмӑр. Тӗрӗсрех, чӑваш чӗлхине тата чӑвашлӑха аталантарма тата упрама кам тата епле тӑрӑшни тавра пулчӗ кӗске калаҫӑвӑмӑр. Тата тӗрӗсрех каласан, тавлашу. Статья ятне "Чӑваш-чӑваш тенипе чӑваш пулайӑпӑр-и?" тесе ахальтен памарӑм. Чӑн та, мӗн-ха, вӑл чӑвашлӑх? Мӗн-ха вӑл чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлени? Чӑваш та чӑваш тесе кӑшкӑрса-янӑракансем сахал мар тесшӗнччӗ те, тӗрӗс мар пуплетӗп. Нумаях та мар вӗсем. Пӗр ҫынсемех. Ҫавсемех митингсем ирттереҫҫӗ, темле пухусене пуҫтарӑнаҫҫӗ, тӗрлӗ сӑлтав тупса пӗр-пӗр палӑк умне тӑрса одӑсем вулаҫҫӗ. Чӑвашлӑх темипе вӗсем массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те хастар: хаҫатра статья ҫыраҫҫӗ, телекуравпа тата радиопа тухса калаҫаҫҫӗ. Чӑваш-чӑваш теҫҫӗ, чӑваш чӗлхи пӗтет теҫҫӗ, ӑна упраса хӑвармалла теҫҫӗ. Ҫапла, тӗшши пур ҫав сӑмахра. Калаҫни аван. Чӗлхене пуплеме туса панӑ та, вылятмалла ҫав органа. |
Культура
![]() Шупашкарта Иккӗмӗш Екатерина палӑкӗпе ҫумӑн сквер тӑвасшӑн. Императрицӑн бюсчӗ Шупашкарти истори пайӗнче пулӗ. ЖКХ тата хӑтлӑлӑх управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ ҫумӗнче 2,2 пин тӑваткал метра асфальт сарасшӑн, газон акасшӑн, ҫутӑ юписем вырнаҫтарасшӑн, саксем лартасшӑн. Унтах Екатеринӑн палӑкӗ те пулӗ. Сквера «Зеленстрой» подряд организацийӗ хӑтлӑлатӗ. Аса илтерер: «Раҫҫей мухтавен аллейи» проектпа килӗшӳллӗн, чылайӑшӗ Шупашкарта Иккӗмӗш Екатеринӑн палӑкне лартассишӗн сасӑланӑ. Хула влаҫӗ палӑк тавра сквер тума йышӑннӑ. Ку Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ ҫумӗнче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусенче пулнӑ. Унта Чӑваш Ене килмелли укҫа-тенкӗ пирки калаҫнӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулу ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Малтанах «Трактор савучӗсем» концернри лару-тӑру пирки калаҫнӑ. Пуш уйӑхӗнчех палӑртнӑ ӗнтӗ: патшалӑх енчен 80 миллион ытла тенкӗ ытла пулӑшу пулӗ. Михаил Игнатьев Раҫҫей правительствипе Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тӑвас ҫӗре федераци хыснинчен укҫа уйӑрассине те сӳтсе явнӑ. Пӗтӗмпе 363,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальлӗхе 195 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре тепӗр арҫын ача путса вилнӗ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Хулара водолазсем пулманран ачан виллине пӗрлӗхлӗ диспетчер службин ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ туртса кӑларнӑ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 11 сехет те 47 минутра Канашри диспетчер службине иртен-ҫӳрен шӑнкӑравланӑ. Вӗсем парк тата Машин тӑвакансен урамӗ хушшинчи пӗвере арҫын ача путнине пӗлтернӗ. Тӑватӑ арҫын ача шыва кӗме кайнӑ пулнӑ. Ҫанталӑк сивӗреххине пӑхман вӗсем. Пӗр ача шыва чӑмсан тухманнине кура теприсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, макӑрма тытӑннӑ. Ҫакна курнисем диспетчер службине шӑнкӑравласан Валерий Чернов вырӑна тухнӑ. Вӑл ача виллине хӑйех туртса кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ача шӑнӑр туртнипе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм суя экстрасенс аллине ҫакланнӑ. Ӑна пула чутах ачи вилмен унӑн. Ҫак хӗрарӑм 2014 ҫулта халӑх тетелӗнче Ростов облаҫӗнче пурӑнакан 24 ҫулти хӗрарӑмпа паллашнӑ. Лешӗ экстрасенс пулнине ӗнентернӗ. Вӑл ачана, йывӑр чирпе нушаланакан 1 ҫулти хӗрачана, аякран та пулӑшма пултарать имӗш. Малтанах «экстрасенс» 30 пин тенкӗ ыйтнӑ. Вӑл амӑшне ачине тухтӑр ҫырса панӑ эмеле ӗҫтермешкӗн те чарнӑ. Пепке вара хӑйне тата япӑхрах туйнӑ. Хайхи «экстрасенс» йӑла ирттерме шантарнӑ та 290 пин тенкӗ ыйтнӑ. Хӗрарӑм укҫа-тенкӗн пӗр пайне тӑванӗсенчен кивҫен илнӗ, тепӗр пайне банкра кредит ҫыртарнӑ. Ачана тата йывӑртарах пулсан амӑшӗ «экстрасенсран» укҫана тавӑрса пама ыйтнӑ. Лешӗ хирӗҫленӗ, ку полицие пӗлтернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Раҫҫейре Ҫамрӑксен кунне ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак куна яш-хӗр кӑна мар, аслӑ ӳсӗмрисем те, ваттисем те уявлаҫҫӗ. Ара, вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ-ҫке-ха. Историе илес тӗк, Ҫамрӑксен кунне 1958 ҫултанпа ҫӗртме уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Совет Союзӗ аркансан 1993 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн пӗрремӗш президенчӗ Борис Ельцин Ҫамрӑксен кунне ҫӗртмен 27-мӗшӗнче уявламалли пирки алӑ пуснӑ. Анчах чылайӑшӗ ҫакна пӑхмасӑр уява ҫӗртмен юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тунӑ. Укаринӑра, Беларуҫре, Кӑнтӑр Осетире те ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем Совет Союзӗ аркансан ку йӑлана пӑрахӑҫламан. Ҫак кун ҫӗршыври регионсенче мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. Ҫамрӑксен хӑйсене ытла та харсӑр тытаҫҫӗ-ши? Ҫак кун лавккасенче эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ку, паллах, лайӑх. Анчах ку йӗркене ахальтен йышӑнман вӗт. Ҫамрӑксен тыткаларӑшне кура ҫапла тӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Правительство ҫӑмрӑксене пулӑшас тесе сахал мар тӑрӑшать. Вӗсем валли патшалӑх программисем пур. Яш-хӗре яла илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ. |
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 3, 8, 14 тата 19-мӗш шкулсенче ачасен Акатуйӗ иртнӗ. Уявра шкул ҫумӗнче ӗҫлекен уйлӑхсене ҫӳрекен ачасем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 700 яхӑн шӑпӑрлан пулнӑ унта. Уява ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене те чӗннӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем, администраци ӗҫченӗсем, хулари хисеплӗ ҫынсем пулнӑ. Акатуй линейкӑран пуҫланнӑ. Унта ачасем Чӑваш Республикин гимне юрланӑ. Хулан хисеплӗ ҫыннисем тухса калаҫнӑ. Унтан ачасене маршрут листисем валеҫнӗ. Вӗсем тематика станцийӗсем тӑрӑх кайнӑ. Конкурссем Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ: Чӑвашри эрешсем, тӑван тӑрӑха пӗлни, наци юррисемпе ташшисем, тупмалли юмахсемпе юмахсем, чӑваш тумӗсем… Акатуя хутшӑннӑ ачасене хисеп грамотипе тата парнесемпе хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |