Тӗнчере
![]() Виктор Абруков (сулахайран иккӗмӗшӗ) конференцие Тутарстанран, Питӗр хулинчен, Турцирен хутшӑннисем хушшинче. Хусейин Карадаг (Турци) тун И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Виктор Абруков юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Турцин тӗп хулинче Анкарара иртнӗ ӑслӑлахпа технологи конференцине хутшӑннӑ. Унта Тӗрӗк тӗнчин ӑслӑлӑхне малалла аталантарас ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусене те. Виктор Абруков чӑваш ӑслӑлӑхӗнче палӑрнӑ профессор, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, нанотехнологире тӗпрен илсен термофизика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлет. Уншӑн оптикӑри, социоэкономикӑри ҫивӗч ыйтусем те ют мар. Кунта унӑн ашшӗ Сергей Абруков профессор, физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, пирӗн университета пуҫарса яракансенчен пӗри пулнине те асӑнса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла. Конференцие «Ҫӗнӗ Турци» стратеги тӗпчевӗсен тӗвви ирттернӗ, унта паллӑ ӑславҫӑсем пӗтӗм тӗнчерен пухӑннӑ. Ҫав шутра — Чӑваш Енрен те. Виктор Абрукова конференцие хутшӑнма Тӗрӗк тӗнчин культура тӗвви (Шупашкар) тата Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери ассамблейи (Казахстан) сӗннӗ. Виктор Абруков ҫывӑх вӑхӑтрах конференции ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллаштарма шантарчӗ. |
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта наци культурисен фестивалӗ иртет. «Единая семья народов России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлехи ҫемйи) ятпа йӗркелекен мероприяти шкупашкарсемшӗн — виҫҫӗмӗш хут. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 11 сехетре пуҫланать. Уява Халӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑ. Мероприятие Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви тата республикӑри наципе культура пӗрлешӗвӗсем пӗрле ирттереҫҫӗ. Ҫав кун театр фойинче тӗрлӗ халӑх промыслисен хатӗрӗсен, сувенир продукцийӗн куравӗ ӗҫлӗ. Республикӑна ертсе пыракансем, депутатсем, ӗҫлӗ ытти ҫынпа наци пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем сцена ҫине тухса сӑмах калӗҫ. Савӑнӑҫлӑ фестивальте тӗрлӗ халӑхӑн юрӑ-ташши те ҫителӗклех пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкарти 15-мӗш ача пахчи те саккуна пӑснӑ Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ Етӗрнери сӗт савучӗ хыпарланине пӑхса тухса Шупашкарти «Кулинар» ООО ача пахчисемпе тунӑ килӗшӗве тишкернӗ. Республикӑн тӗп хулинчи шкул ҫулне ҫитменнисен 15 учрежденийӗ контракт системи ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснӑ. Ҫавсем демпинга (ют ҫӗршыв чӗлхинчен кӗнӗ демпинг хака чакарнине пӗлтерет) хирӗҫле мерӑсем йышӑнмасӑр аукцион ирттернӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ «Кулинар» ача пахчисем туянма хатӗр хакран 25 процент таран чакарма май килнине кӑтартнӑ. Анчах хака мӗнле майпа ҫавӑн чухлех катма пултарнине хутпа ӑнлантарман. Монополипе кӗрешекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл саккуна пӑсни пулать. Ҫавна май «Кулинар» килӗшӳ туни саккунпа килӗшсе тӑмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлӗхӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут «Герои Великой Победы» (чӑв. Аслӑ Ҫентерӗвӗн Паттӑрӗсем) Пӗтӗм Раҫҫейри литература конкурсне ирттерет. Унта Чӑваш Республикинче пурӑнакансем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫуллен нумайлансах пырать, пин-пин автор вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ хӑйсен хайлавӗсене конкурса тӑратать. 2015 тата 2016-мӗш ҫулсенче ку конкурса хутшӑнса Галина Золота та темиҫе хайлав ярса панӑ, ҫав шутра — хӑй ӗҫлекан Штанашри шкул ачисен хайлавӗсене те. Кӑҫал вара вӑл финала та тухма пултарнӑ. Ҫак кунсенче Галина Зотовӑна 2015-мӗш ҫулта ҫӗнтернӗ хайлавсене пухса хатӗрленӗ кӗнекене ярса панӑ. Унта авторӑн биографийӗ те, сӑнӳкерчӗкӗ те пур. Автор конкурса 3 ӗҫ ярса панӑ. Сӑмахран, унӑн куккӑшӗ Анисимов Василий Анисимович вӑрҫӑра икӗ хутчен Мухтав орденӗ илме тивӗҫнӗ. Ӑна халалласа Галина Зотова «Выстоял, чтобы победить» (чӑв. Ҫӗнтерес тӗллевпе чӑтнӑ) ятлӑ калав ҫырнӑ. Шӑпах ҫак калав жюри членӗсене килӗшнӗ те, ӑна кӗнекене кӗртнӗ. Хайлавсен пуххинче Шупашкарта ҫуралнӑ Кошкин Сергей Валерьевич ҫырнӑ «История любви» (чӑв. |
Сумлӑ сӑмах
Культура
Чылай ача телевизор умӗнче нумай вӑхӑт ирттерет. Тепӗр тесен, ку ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ: ача ан чӑрмантартӑр тесе телевизор ярса параҫҫӗ те хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Анчах ку пӗчӗкскерӗн психикине витӗм кӳни пирки шухӑшламаҫҫӗ. Аслисем мультфильмсем ачашӑн сиенлӗ пулни пирки пачах пӗлмеҫҫӗ теме ҫук. Анчах ку мӗн тери хӑрушӑ пулнине специалистсем ҫеҫ лайӑх чухлаҫҫӗ. Ачасем картинка юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа кирек мӗнле мультика та вӗсем хаваспах пӑхаҫҫӗ. Чӑннипе, шӑпӑрлан ун чухне канмасть, унӑн пуҫ мими вӑйлӑ ӗҫлет. Психологсем каланӑ тӑрӑх, тӗслӗ картинкӑсем хӑвӑрт ылмашӑнни шӑпӑрлана сиен кӳрет. Вӗсем 3 ҫул тултарман ачасене хура-шурӑллӑ мультфильмсем кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Эпир пӗчӗк чухне Совет Союзӗнче кӑларнӑ мультфильмсене пӑхма кӑмӑллаттӑмӑр. Ун чухне вӗсене кунне пӗр-икӗ хутчен кӑтартатчӗҫ. Халӗ вара мӗн чухлӗ пӑхас килет – тархасшӑн. АПШра кӑларнӑ мультфильмсем анлӑ сарӑлнӑ. Раҫҫейри психологсем сӑнав тунӑ: ют ҫӗршывра кӑларнӑ мультиксем чӑнах та сиен кӳреҫҫӗ-и? Вӗсем «Шрек», «Алладин», «Красавица и Чудовище», «Гуффи и друзья», «Дональд Дак», «Дятел Вуди», «Золушка» тата ыттине пӑхнӑ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче тискер ӗҫ ҫынсен куҫӗ умне тухнӑ. Ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта ҫын виллине, вакланӑскере, тупнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вилене Роза Люксембург урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл арҫын пулни паллӑ. Ун чухне пӗр хӗрарӑм ирхине ҫӳп-ҫап пӑрахма тухнӑ. Контейнерта вӑл алӑ пайне асӑрханӑ. Хӗрарӑм кун пирки полицие тӳрех пӗлтернӗ. Халӗ ҫав арҫын кам пулнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Автомобильпе ҫӳрекенсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти 39-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем водительсене саламлама шухӑшланӑ. Шӑпӑрлансем Патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ҫул ҫине тухнӑ, водительсене парнепе савӑнтарнӑ. Парнесене вӗсем хӑйсем ӑсталанӑ. Тӑварлӑ чустаран ӑсталанӑ теттесем руль умӗнчисене питӗ килӗшнӗ. Виҫҫӗмӗш класс ачисем чустаран ҫул-йӗр паллисене ӑсталанӑ. Вӗсем водительсемшӗн хӑйне евӗр сувенир пулӗҫ. Руль умӗнчисем ачасене чунран тав тунӑ. Кунашкал акци ҫуран ҫӳрекенсене те, водительсене те йӗркене пӑхӑнма хистенине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Пӗтӗм чӑвашсен II «Асам» кинофестивалӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Эрне хушши пынӑ кино ӳнерӗн фестивалӗнче ҫӗнтернисене наци вулавӑшӗнчи акт залӗнче чысларӗҫ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗн чи сумлӑ парни — Гран-При — Владимир Карсаков режиссёрӑн «Сурӑм хӗрӗ» илемлӗ фильмне лекрӗ. Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ режиссёр хӑйӗн ӗҫӗ валли Юрий Скворцовӑн «Сурӑм хӗрӗ» повеҫне илнӗ. Фильмри тӗп сӑнар — Сухви — хӑйӗн тусне юратать. Анчах лешӗ аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулана куҫса кайнӑ. Сухви вара савни хыҫҫӑн хулана каясшӑн мар, унӑн шухӑшӗпе кашни ҫын хӑйӗн пурнӑҫне ҫуралнӑ тӑрӑхпах ҫыхӑнтармалла. Сӑмах май, тӗп сӑнара калӑпланӑ Ирина Вирьялова та кинофестивалӗн парнине тивӗҫрӗ — ӑна «Хӗрарӑм рольне чи ӑста выляканӗ» номинацире чысларӗҫ. Ҫавӑн пекех Надежда Кирилловӑна та парне лекрӗ. Ӑна вара «Сурӑм хӗрӗ» фильмра эпизодла хӗрарӑм рольне ӑста вылянӑшӑн чысларӗҫ. «Чи лайӑх илемлӗ фильм» номинацире Елена Рябцева режиссёр хатӗрленӗ «Принять удар» илемлӗ фильм ҫӗнтерчӗ. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн 15-ри хӗрне арҫынпа чуптуса ларнӑшӑн хӗненӗ. 38 ҫулти амӑшӗ ҫурла уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине киле таврӑнман хӗрне шырама урама тухнӑ. Пӳрт умӗнчи машинӑра арҫынпа чуптуса ларакан хӗрне асӑрханӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм ӑна туртса кӑларнӑ та алӑпа питрен тата ҫурӑмран ҫапса пӗтернӗ. Килхушшине кӗрсен хӗрарӑм швабра ярса илсе ӗнсерен виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ. Пӳртре ашшӗ хӗрне «тӑн кӗртес» тенӗ. Анчах чӗн пиҫиххипе ҫапса ӗлкӗреймен — пике чӳречерен тухса тарнӑ. Урамра вӑл ӳксе тӑн ҫухатнӑ. Реанимацире кӑна ӑна пулӑшайнӑ. Тухтӑрсем пуҫ мими чӗтреннине палӑртнӑ. Хӗрне хӗненӗ амӑшне унӑн тепӗр пӗчӗк ача пуррине кура суд хытах айӑпламан — 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сылтӑмри — Сергей Викторов Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова сӗтев илнӗ тесе айӑплӗҫ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ. Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пуҫарнӑ, кайран РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ малалла тӑснӑ. Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куторкин Андрей Дмитриевич, Мӑкшӑ республикин тава тивӗҫлӗ ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |