Ял хуҫалӑхӗ
![]() Уй-хир ӗҫченӗсемпе механизаторсем хӗрсе тимленӗ вӑхӑтра культура ӗҫченӗсем те ахаль лармаҫҫӗ. Вӗсем агитбригадӑсем йӗркелеҫҫӗ рабочисем патне тухса ҫӳреҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Александровскинчи уй-хир бригади патӗнче концертпа Ваҫкассинчи культура ҫурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ агитбригада юрӑ-ташӑпа пулнӑ. Йӗтем ҫинче тӑрӑшкан уй-хир бригади патне вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова та кайнӑ. Йӗтем ҫинчисемпе район администрацийӗн тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи А.В. Миронов та курнӑҫнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫурлан 20-мӗшӗнче ял кунне ирттерессине пӗлтернӗ. Сосновкӑри вулавӑш библиотекарӗ Т.З. Степанова вара политика тӗлӗшӗнчен аталанма тесе йӗтем ҫинчисене тӗрлӗ хаҫат-журнал валеҫсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шӑпарлансем канакан вырӑнсенче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Специалистсем уйлӑхри пӳлӗмсенче тивӗҫлипе тасатманнине, вӗсене вӑхӑтра уҫӑлтарманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑванмалли пӳлӗмсенче крансем йӗркеллӗ ӗҫлемен. Аслисем ачасен кун йӗркине те тивӗҫлипе йӗркелемен. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑшӗн (ку ачасене апатланӑвне, пурӑнмалли условисене те пырса тивет) 214 административлӑ протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе штрафсем 614,8 пин тенкӗлӗх пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула кунӗнче «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗнсем) пилотаж ушкӑнӗ кӑҫал та килӗ текен хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑн тӗп хула пуҫлӑхӗ ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи планеркӑра калани тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Кӑҫал пилотсем ҫӗнӗ программӑпа килме шантарнине пӗлтернӗччӗ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ку ыйтӑва Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче яваплӑ ҫынсемпе хальтерех сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн «Вӗршӗнсем» кӑҫал килеймесси паллӑ пулнӑ. Ҫарпа космос вӑйӗсен командованийӗ Раҫҫей авиацийӗн экипажӗсене кӑтартуллӑ массӑлла мероприятисене ҫӳреме чарнӑ иккен. Шупашкар ҫыннисене тата республикӑра пурӑнакансене 2014 тата 2015-мӗш ҫулсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ асӑннӑ пилотаж ушкӑнӗпе ҫапла вара кӑҫал киленеймӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта фанфурикоматсем тупӑннине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Кунашкал икӗ автоата тӗп тунӑ. Вӗсене камсем вырнаҫтарнӑ? Ҫак ыйтупа специалистсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Кривов урамӗнче, пасар ҫывӑхӗнче, спиртлӑ косметика лосьонӗ сутакан автомат ӗҫлеме тытӑнни пирки полици уйрӑмне утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Пакунлисем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ. Чӑнах та автомат пулнине хӑйсен куҫӗпе курса ӗненнӗ. 30 тенкӗпе 99 миллилитрлӑ кӗленчене ӗҫкӗҫcем туяннӑ. Фанфурикомата камсем лартни паллӑ. Вӗсем хӗрарӑм усламҫӑ тата унӑн 34-ри ывӑлӗ. Вӗсемех ҫав ҫурт хуҫисем те. Халӗ ҫак аппарат хуҫисене административлӑ майпа явап тыттарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Республикӑри прокуратура вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлать. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Леонид Григорьевич район хыснинче укҫа ҫителӗклӗ пулманнине пӗлсе тӑрсах подряд организацийӗпе стадион тумашкӑн килӗшӳ алӑ пуснӑ. Вӑл Вӑрнарти ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗ ҫумӗнче вырнаҫмалла пулнӑ. Контрактра палӑртнӑ укҫа виҫи — 30 миллион тенкӗ. Ӑна 15 кунра тумалла пулнӑ. Анчах укҫа ҫуккине пула ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Ҫав ҫулах пуҫлӑх подрядчикпе 2 миллион та 800 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе алӑ пуснӑ. Анчах кун чухлӗ ӗҫ туман. 2015 ҫулта организаци 1 миллион та 900 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ, ун хыҫҫӑн унпа килӗшӗве татнӑ. Ҫапла майпа Вӑрнар районӗн хыснине пуҫлӑх 880 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем медицина организацийӗсен ӗҫӗ-хӗлне хаклама пултарӗҫ. Ун валли тӗнче тетелӗнче анкета хатӗрленӗ. Ӑна тултарас тесен ҫак каҫӑпа куҫмалла: https://www.rosminzdrav.ru/polls/10-anketa-dlya-otsenki-kachestva-okazaniya-uslug-meditsinskimi-organizatsiyami-v-statsionarnyh-usloviyah?region_code=CU. Анкетӑра тӳлевсӗр пулӑшу паракан пӗтӗм медицина учрежденийӗсене хаклама май пур. Тухтӑрсем пациентсемпе мӗнле хутшӑнаҫҫӗ? Кӳрентермеҫҫӗ-и? Шурӑ халатлисем медицина пулӑшӑвне тивӗҫлипех параҫҫӗ-и? Анектӑра медицина учрежденийӗн ҫитменлӗхӗсене те кӑтартма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем старт илеҫҫӗ. Унта кайнӑ спортсменсене хавхалантарас тӗллевпе Шупашкарта та хӑйне евӗр Олимп вӑййисем йӗркелеме палӑртнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине хавхалантарасшӑн. Ӑмӑрту пуҫланиччен унта хутшӑнма ирӗк паман спортсменсен кӑмӑлне те ҫапла ҫӗклесшӗн. Шупашкарти Олимп вӑййисене организацисемпе предприятисен командисем, ахаль ҫынсем, хула хӑнисем хутшӑнма пултарӗҫ. Унта килнисем ГТО нормативне пурнӑҫлӗҫ, тӗл перӗҫ, баскетболла, сӗтелҫи теннисла, мини-футболла вылӗҫ, чӑрмавсене парӑнтарӗҫ. Йога занятийӗсем иртӗҫ. Ун чухне пултарулӑх ушкӑнӗсем те юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Олимп вӑййисем ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Раҫҫейре кӗпӗрнаттӑрсен танлаштарӑмне каллех хатӗрленӗ. Хальхинче www.mlg.ru порталра регион пуҫлӑхӗсем утӑ уйӑхӗнче мӗнле ӗҫленине хакланӑ. Мускав мэрӗ Сергей Собянин танлаштарӑмра яланхи пекех пӗрремӗш вырӑна йышӑннӑ. Ку йӗркерен вӑл темиҫе уйӑх каймасть ӗнтӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Мускав облаҫӗн кӗпрнаттӑрӗ Андрей Воробьев. Хальхинче вӑл пӗр йӗрке хӑпарнӑ. Чечня Республикин пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хальхи танлаштарӑмра тӑватӑ йӗрке аялалла аннӑ. Михаил Васильевич 79-мӗш вырӑна ҫитнӗ. Юлашки йӗркесене Белгород облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Евгений Савченко, Ямал-Ненецк автономи округӗн ертӳҫи Игорь Кошин тата Мари Республикин пуҫлӑхӗ Леонид Маркелов йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ протест акцине тухнӑ. Вӗсен ывӑлӗ-хӗрӗ, кӗҫӗн классенче вӗренекенскерсем, шкулсӑр тӑрса юлнӑ-мӗн. Ашшӗ-амӑшӗ унччен Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурта юсамашкӑн республика хыснинчен укҫа уйӑрманнине пӗлсен кӑмӑлсӑрланнӑ. Вӗсем ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче лицей умне пухӑннӑ. Палӑртмалла: халӗ лицее тӗпрен юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Лицей умне ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе килнӗ. Шӑпӑрлансен авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫак шкулӑн партти хушшине лармалла-ҫке-ха. «Укҫа памасан ӗҫ чарӑнса ларӗ, унтан сивӗсем пуҫланӗҫ. Хутса ӑшӑтман ҫуртра стенасем шӑнӗҫ, йӑлтах харама кайӗ. Мӗншӗн пирӗн, чуна парса ӗҫлекен ҫынсен, налук пустуй тӳлемелле? Мӗншӗн ҫӳлте ларакан чиновниксене пула пирӗн ачасен шкулта пичкери килька пек вӗренмелле?» — кӑмӑлсӑрланнӑ Наталья Низова. 4-мӗш лицей директорӗ Наталья Коновалова ачасем пур-пӗрех урамра вӗренес ҫуккине пӗлтернӗ. Вӗренӳ ӗҫне темле пулсан та вӑл йӗркелесе яма шантарнӑ. Ӑна та, ашшӗ-амӑшне те республика хысни юсав валли укҫа уйӑрманни питӗ тӗлӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпӳри район пульници умӗнче тин ҫуралнӑ ачана тупнӑ. Амӑшӗ ӑна хӗл сиввине пӑхмасӑр алӑк умӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Хӗрачана каҫхине хӑварнӑ. Вӑл выртакан курупкара виҫӗ градус сивӗ пулнӑ. Телее, пӗчӗкскере часах асӑрханӑ. Следовательсем тӑрӑшнипе ачана пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑма тупнӑ. Генетика экспертизи те вӑл амӑшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм Куславккара пурӑнать. Ача кӗтнӗ чухне вӑл пульницӑна шута тӑман. Нумаях пулмасть «куккук» амӑшӗ тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна РФ УКн 125-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (хӑрушлӑхра хӑварнӑшӑн) айӑпланӑ. Ачана сивӗре хӑварнӑ амӑшӗн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Айӑпланнӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Хӗрача, телее, халӗ ҫӗнӗ ҫемьере пурӑнать. Ӑна усрава илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |