Спорт
![]() Даурен Куруглиев — Чӑваш Енри паллӑ спортсмен. Вӑл тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑнать. Даурен — ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ. Нумаях пулмасть РФ спорт министрӗ Виталий Мутко Даурен Куруглиева «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт мастерӗ» ята парас тӗлӗшпе постановление алӑ пуснӑ. Даурен Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищинче, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа «Тӗнче класлӑ Раҫҫей спорт местерӗ» ята Чӑваш Енри икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. Тепӗр 15-шне Раҫҫей спорт мастерӗн ятне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хули ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленет. Кӑҫал тӗп хула ҫыннисемпе хӑнисене мӗнле юрӑҫ савӑнтарӗ? Шупашкара ҫав кун Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов килӗ. Халӗ унпа калаҫу пырать. Хула кунӗ ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ. Юрӑҫ тата композитор хӑйӗн хичӗсене шӑрантарӗ. Вӑл чӗрӗ сасӑпа юрлӗ. Концерт Хӗрлӗ тӳремре 21 сехетре пуҫланӗ. Кунсӑр пуҫне, паллах, ытти мероприятисем иртӗҫ, тӳпене салют ярӗҫ. Хула хыснине ку хака ларӗ ахӑртнех. 123show.ru сайтра артистсен гонорарӗсем пирки информаци пухнӑ. Унта ҫырнине ӗненес тӗк, Олег Газманов юрланӑшӑн 1 миллион тенкӗрех пуҫласа гонорар илет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Дарья Спиридонова Рио-де-Жанейрӑра Олимп вӑййисем пуҫланиччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Допинг харкашӑвӗ спортсменсен кӑмӑлне пусарчӗ, ҫапах вӗсем ку ыйтӑва татса парасса юлашки кунччен шанчӗҫ. Раҫҫей спортсменӗсене Олимпиадӑра хутшӑнма ирӗк панӑ. Анчах пурне те мар. Ҫӑмӑл атлетсем унта каяймӗҫ. Унччен допинг ӑша янипе ҫакланнӑ спортсменсем те Рио-де-Жанейрӑна вӗҫмӗҫ. РФ спорт министрӗ Виталий Мутко каланӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне Раҫҫейри 272 спортсмена Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен унта тӑваттӑн кайӗҫ. Дарья Спиридонова гимнастка тӗп ӑмӑртусенче тупӑшӗ. Вячеслав Поляшовпа Евгения Шелгунова — резервра. Ирина Калентьева маунтинбайк енӗпе ӑмӑртӗ. Чӑваш Енри 6 ҫӑмӑл атлет та Олимп вӑййисене кайма пултарнӑ. Анчах Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсемшӗн, Дарья Клишинӑсӑр пуҫне, ӑмӑрту пуҫланмасӑрах вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Чӑваш Енре «Покупай чувашское» (чӑв. Чӑвашрине туян) лозунгпа вырӑнти тавара рекламӑлланине пирӗнтен кашниех асӑрханӑ. Элӗк районӗ те хӑйсем патӗнчи тавара сарасшӑн. Унти райцентрта кашни кӗҫнерникунах пасара пухӑнаҫҫӗ те, ярмӑрккӑна вырӑнтисем «Покупай дешевле!» (чӑв. Йӳнӗрехпе туян) лозунгпа йӗркелессине йӑлана кӗртсе янӑ. Пасар кунӗнче Пушкин урамӗнче тӳлевсӗр икӗ вырӑн уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем иккӗшӗ те — усламҫӑсем валли. Пысӑккисем те, вӑтаммисем те, пӗчӗккисем те унпа усӑ курма пултарнине ӗнентереҫҫӗ. Икӗ вырӑнтан пӗринче ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутаҫҫӗ, тепринче — социаллӑ пӗлтерӗшлӗ шутланакан таварсене. Ку эрнере, ӗнер, иртнӗ пасар вӑхӑтӗнче тӳлевсӗр вырӑнпа «ВММ» тулли мар яваплӑ общество усӑ курнӑ. Вӑл ҫӑкӑр, пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла, кӗрпе, пулӑ сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кивӗҫ Эйпеҫ хитреленет Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗ хитреленнӗҫемӗн хитреленсе пырать. Икӗ ҫул каялла унти Ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнассине, ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ. Унтанпа ку ялта самай ӗҫ туса ирттернӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӑл тӑрӑхри пӗр ӑста, Р.Н. Шарыпкин ятлӑ платник тата столяр тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманӗ вырнаҫтарнӑччӗ. Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗ чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ҫулсерен ирттерекен конкурссене те вӗҫӗмех хутшӑнать. Унта палӑрнишӗн тивӗҫнӗ укҫапа ялти Культурӑпа кану паркне хӑтлӑх кӳме тротуар плити туяннӑ, халӗ ӑна сараҫҫӗ. Ҫӗнелсе илемленнӗ парка кайран республикӑри конкурса тӑратма ӗмӗтленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчисем пирӗнте палӑракан усал-тӗселтен: ӑмсаннинчен, хирӗҫес кӑмӑлтан тата ытти ҫавӑн йышши начар йӑларан — чиркӳ кӑна ҫӑлма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку шухӑша Муркаш район администрацийӗнче ирттернӗ Наци ӗҫӗсемшӗн тата Тӗн пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ канашсен пӗрлехи ларӑвӗнче Сергий Воронцов иерей асӑнса хӑварнӑ. Чиркӳ ҫынни пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Кузьмин чиркӳ ирттерекен мероприятисенчен пӗртте юлмасть. Сергий иерей хӑй те хастар. Ял тӑрӑхӗн территорийӗнче ирттерекен мероприятисене вӗҫӗмех хутшӑнать. Район шайӗнче иртнӗ икӗ канашӑн пӗрлехи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва та пӑхса тухнӑ май яваплисем отчет туса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Федерацин налук службин сайтӗнчи «Налук тӳлекенӗн уйрӑм пӳлӗмӗ» фукнципе усӑ куракансем налукпа ҫыхӑннӑ хутсене пуштӑ урлӑ илме пӑрахӗҫ. Ун пек документсем хут ҫинче питех кирлӗ пулсан кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен ҫавӑн пирки налукҫӑсене хӑйсен Федерацин налук службин сайтӗнчи «Уйрӑм пӳлӗмсем» урлӑ пӗлтермелле. Капла ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ федераци шайӗнчи саккунпа ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ официаллӑ хут Налук кодексне пырса тивет. Тепӗр майлӑ каласан, ҫав саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗнине пӗлтерет. Уйрӑм ҫынсене пурлӑх налукӗ: ҫӗршӗн, транспортшӑн тата пурлӑхшӑн илекенни — ытларах кӑсӑклантарать. Вӗсене кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле. Уйрӑм усламҫӑсен, нотариуссен тата ытти хӑш-пӗр категорин «Уйрӑм пӳлӗмпе» малашне те усӑ курма юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи мӗнпур хуҫалӑх кӗрхи тырра вырма тытӑннӑ. Ку вӑл — ӗнерхи кун тӗлне илсен. Анчах вӗсен хушшинче ҫак ӗҫе вӗҫлеме ӗлкӗрнӗ хуҫалӑх та пур. «Искра» (чӑв. Хӗлхем) колхоз кӗрхисене пӗлтӗр 105 гектар акса хӑварнӑ. Ҫав лаптӑкран унтисем 200 ҫапса тӗшӗленӗ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 22,5 центнера ларнӑ. Ку вӑл районти вӑтам тухӑҫран кӑштах пӗчӗкрех-ха, мӗншӗн тесен ытти хуҫалӑхсене илсен кӗрхисем вӑтамран 25-шар центнер тухаҫҫӗ. Ӗҫе хӑвӑрт вӗҫленӗ «Искра» пирки каласан, кӗрхи тулла «Палессе» тата «Нива» комбайнсемпе вырнӑ. Алексей Кузьмин ҫамрӑк комбайнер «Палессе»-пе 164 тонн ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫуртрисене вырма тухичченех хуҫалӑх механизаторӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене иккӗмӗш хут ҫулса пуҫтарӗҫ. Районӗпе вара кӗрхисене паянхи куна 1000 гектар ытларах вырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче кадет класне уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Кадет класне уҫма, шкул директорӗ Зоя Васильева пӗлтернӗ тӑрӑх, хай Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче ӗҫленӗ чухнех шухӑшланӑ. «Кӳршӗ районсенче ун пек классем пур-ҫке. Эпир вара мӗнрен кая?», — пуҫ ватнӑ вӑл. 2006 ҫулта районта Чӑваш Сурӑм шкулӗн бази ҫинче «Ҫамрӑк космонавтсем» юхӑм уҫнӑ. Вӗсен ятарлӑ кӑвак тӗслӗ тум пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем унта хаваспах ҫӳренӗ. Анчах ҫак юхӑм нумаях пыман. Ырӑ пуҫарӑва шута шкулта кадет класӗ уҫма палӑртнӑ. Районта, сӑмах май каласан, ун пек класс ҫук. Ашшӗ-амӑшӗ кадет класне уҫассине ырласа йышӑннӑ. Кадет класне ҫӳрекенсем ҫар енӗпе университет-института е училищене вӗренме кайма пултараҫҫӗ-ҫке тата ҫар службине хатӗрленсе ҫитеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫей вице-премьерӗ Дмитрий Козак Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева ҫӗршывӑн регионӗсене аталантарассипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн йышне кӗртнӗ. Ун пирки РФ Правительстви кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшенчех йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, регионсен ертӳҫисем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, Федераци Канашӗн пайташӗсем кӗнӗ. Правительство комиссийӗ туса хуни федерацин тата регионсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата ытти организацие вырӑнти ыйтусене татса пама пулӑшмалла. Михаил Игнатьев правительство комиссийӗн ларӑвне хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Козак ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |