Статистика
![]() Утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисен йышӗ ӳснӗ. Ку цифрӑна ҫӗршывӑн Ӗҫ министерстви асӑрханӑ. Асӑннӑ ведомство официаллӑ кӑтартусене кура пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ӗҫсӗррисен йышӗ 5 регионта йышланнӑ. Кунта пирӗн республикӑсӑр пуҫне Мӑкшӑ Республики, Калмӑк Республики, Дагестан тата Карачай-Черкес ҫакланнӑ. Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва РФ Ӗҫ министерстви организацисене хупассине, штата чакарассине, ӗҫ вӑхӑтне тулли мар куна куҫарассине палӑртнине кура пӗтӗмлетет. Пирӗн республикӑра официаллӑ майпа ӗҫлӗх центрӗсенче утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне 5046 ҫын шутра тӑнӑ. Ку енпе лайӑх цифрӑсемпе Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсем хӑпартланма пултараҫҫӗ. Шупашкар районӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫсӗррисен шучӗ ӳсес хӑрушлӑх пысӑк: унти «Чӑваш бройлерӗ» предприятирен 152 ҫынна штата чакарса кӑларса ямалла , мӗншӗн тесен кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ панкрута тухасси патне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ирина Калентьева Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, спортри пуҫламӑш утӑмӗсене, хӑшӗсем — ҫитӗнӗвӗсене те, кунта тунӑ маттурсем ют регионсен чысне хӳтӗлеҫҫӗ. Рио-де-Жанейрӑра иртекен Олимп вӑййисене вӗсем урӑх регионсен ялавӗпе хутшӑнма ӗмӗтленеҫҫӗ. Раҫҫейӗн Олимп комитечӗн ӗҫ тӑвакан комитечӗ пӗрлештернӗ йыша камсем кӗрессине палӑртнӑ. Чӑваш Енрен тухнисем йыша ҫиччӗн лекнӗ. Вӗсенчен пӗри маунтинбайк ӑсти Ирина Калентьева (вӑл Мӑкшӑ Республикинче ӑсталӑха туптать), ыттисем — ҫӑмӑл атлетсем: Мӑкшӑ Республикинчи Светлана Васильева, Мускаври Марина Пандакова тата Анжелика Сидорова, Мускав облаҫӗнчи Татьяна Архипова тата Алина Прокопьева, Крымри Вера Ребрик. Маларах эпир Олимп вӑййисене Раҫҫейри пӗр ҫӑмӑл атлетка ҫеҫ хутшӑнма пултарассине пӗлтернӗччӗ. Вӑл — Дарья Клишина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫаксем тепрер уйӑхран ӗҫсӗр тӑрса юлӗҫ Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи лару-тӑру пирки эпир пӗлтерсех тӑтӑмӑр. Панкрута тухасси патне ҫитернӗскерӗн шӑпине утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республикӑн Арбитраж сучӗ пӑхса тухӗ. Хальлӗхе предприятирен 152 ҫынна кӑларса ярасси пирки пӗлтернӗ. Тепӗр икӗ уйӑхран вӗсем ӗҫсӗррисен ретне пуянлатӗҫ. Ӗнер хапрӑкра Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центртан, район администрацийӗнчен, республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерствинчен пынисем «ӗнерхи ӗҫчен» ята кӗҫех тивӗҫмеллисемпе тӗл пулнӑ. Тӳре-шарапа пӗрле Шупашкар районӗнчи Лапсарти «Юрма» кайӑк-кӗшӗк предприятийӗнчи специалист та ҫитнӗ. «Чӑваш бройлерӗнче» ӗҫсӗр юлакансенчен пӗр пайӗ Лапсарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче вырӑн тупайрассине пӗлтернӗ. Анчах унти вакансисем 152 ҫын валлиех ҫитмеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ҫынсем шыва путни, шел те, час-часах тӗл пулать. Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи темиҫе ҫемье шар курнӑ — вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ. Тихӑнушкӑнь ялӗнчи пӗр ҫемье ӗнер пӗве хӗрринче каннӑ. Арҫын катамаранпа ярӑнса ҫӳренӗ, унӑн 12 ҫулхи хӗрӗ пӗве хӗрӗнче ларнӑ. Тем вӑхӑтра ача тимлӗхе ҫухатнӑ — ура шуҫса кайнӑ та шыва путма тытӑннӑ. Инкеке асӑрханӑ ашшӗ хӗрӗ патне ҫийӗнчех ишсе пынӑ та ачине ҫыран хӗрне васкаса тӗксе кӑларнӑ. Анчах хӗрне ҫӑлма ӑнтӑлнӑ арҫын пурнӑҫӗ шывра сарӑмсӑр татӑлнӑ: вӑл шыва хӑй путнӑ. Инкек сӑлтавне катамаранпа ярӑнма тухнӑ ҫав арҫыннӑн хӑрах алли ӗҫлеменнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапла вара 12-ри ача ашшӗ хӗрӗн куҫӗ умӗнчех шыва путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ҫутҫанталӑк
Архангельск облаҫӗнчи пурӑнакан Н.П. Тимофеев биолог хаҫат-журналсенче тата Интернет уҫлӑхӗнче хӑйӗн тӗпчевӗсене тӑтӑшах пичетлесе кӑларать. Ӑсчах темиҫе наука чиккинче ӗҫлет. Экологсене, медицина ӗҫченӗсемпе спортсменсене уйрӑмах кӑсӑклантараҫҫӗ вӗсем. Вӑл эмел курӑкӗсене тӗпчесе этеме ватӑлма паман, унӑн тӳсӗмлӗхӗпе пиҫӗлӗхне ӳстерекен, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме пулӑшакан имлев курӑкӗсем шыраса тупнӑ, вӗсем пурте пӗлекен жень-шеньрен те ирттереҫҫӗ. Ырми-канми ӗҫлекен тӗпчевҫӗ выльӑх-чӗрлӗх тухӑҫлӑхне чылай ӳстерекен халиччен усӑ курман ҫӗнӗ культурӑсене те тупса палӑртнӑ. 2000 ҫулта Сыктывкар хулинче диссертаци хӳтӗлесе вӑл биологи наукисен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Н.П. Тимофеев 1973 ҫулта Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑшри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, 1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Архангельск облаҫне ӗҫлеме янӑ. — Николай Петрович, агрономи факультетӗнче вӗреннӗ ҫулӗсенче эсӗ тӗпчев енне туртӑннӑ-и? — Ман пӗтӗм пурнӑҫ тӗпрен илсен ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене биологи тата медицина саккунӗсемпе килӗшӳллӗн уҫса парассипе ҫыхӑннӑ, ҫакна эпӗ наука эксперименчӗсемпе тата тӗрӗслев ӗҫӗсемпе усӑ курса туса пыратӑп, тӗпчев результачӗсене халӑх хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли майсене палӑртатӑп. |
Хулара
![]() Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм тӑванне вӑрттӑн пытарнӑ та уншӑн пенси илсе пурӑннӑ. Шупашкарта пурӑнаканскер тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 2013 ҫулта ҫак хӗрарӑм тӑванӗ ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Лешӗ 1922 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн вара ҫакӑ паллӑ: ватӑ хӗрарӑм ниҫта та ҫухалман, вӑл 2004 ҫултах вилнӗ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тата унӑн тӑванӗн хӗрӗ кинемее вӑрттӑн пытарнӑ, кун пирки патшалӑх органне пӗлтермен. Ҫапла уншӑн вӗсем темиҫе ҫул пенси илсе пурӑннӑ. Пӗтӗмпе — 1 миллион тенке яхӑн. Унтан хваттерне приватизацилеме шухӑшланӑ. Кун валли вара тӑванӗ хыпарсӑр ҫухални пирки официаллӑ майпа ҫирӗплетни кирлӗ пулнӑ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Алена Иванов тунӑ сӑн Вӑт паттӑр ку. Денис Кириллов путакан ачасене курсан ҫухалса кайман — пулӑшма чупнӑ. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр пляж ҫумӗнче арҫын путакан икӗ арҫын ачана шывран туртса кӑларнӑ. Денис унта ҫемйипе канма юратать. Ҫав кун вӑл шывра вылякан икӗ ачана асӑрханӑ. Денис вӗсене асӑрхаттарасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вара пӗри шыв айне кайнӑ, тепри те путма тытӑннӑ. Денис иккӗмӗш ачана тупас тесе виҫӗ хутчен чӑмнӑ. Ҫыран хӗррине кӑларсан вӑл вӗсен уринчен тытса силленӗ, ҫапла майпа ҫӑлнӑ. Ыттисем пулӑшма шутламан та. Арӑмӗ ҫеҫ пынӑ ун патне. «Тавтапуҫ», — тенӗ те ачасем чупса кайнӑ. Вӗсене шыв хумӗ илсе кайнӑ-мӗн. Пӗри тепринчен тытӑнса ҫыран хӗррине тухма хӑтланнӑ вӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ксения Волченкова тунӑ сӑн Ксюша Максимов комӑна кӗрсе ӳкнӗренпа ҫур ҫул иртнӗ. Мӗнле улшӑнусем пулнӑ? Амӑшӗ Ирина Максимова халӗ тӗ хӗрӗпе юнашарах, ӑна самантлӑха тӑ пӗччен хӑвармасть. Ксюша Шупашкарти ача-пӑча медицина центрӗнче выртать. Ӑна ятарлӑ аппаратпа сывлаттараҫҫӗ. Нумаях пулмасть Пӗтӗм Раҫҫейри «Вера» ыркӑмӑллӑх фончӗ Ксюша валли питӗ хаклӑ медицина хатӗр-хӗтӗрӗ ярса панӑ. Вӑл пулӑшнипе амӑшӗ Ксюшӑна киле илсе кайма пултарӗ. Ирина Максимова хулара хваттер туянасшӑн, мӗншӗн тесен Етӗрне районӗнче пульница вӑйлах мар. Шупашкарта пурӑнсан вара кирек хӑш вӑхӑтра та васкавлӑ медпулӑшу ҫитет. Халӗ Ирина ҫӗнӗ аппаратпа усӑ курма вӗренет. Фонд Ксюша валли ятарлӑ матрас, кравать те ярса пама шантарнӑ. Аса илтерер: Ксюша Максимов кӑрлач уйӑхӗнче спорт ӑмӑртӑвӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. Кайран вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ. Тухтӑрсем унӑн пуҫ мими вилнине калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() «Чӑвашӗнне туян!» ҫакнашкал сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе чылай лавккара усӑ курма тытӑнчӗҫ. Сентресем ҫинче Чӑвашра туса кӑларнӑ продцукци нумай-и? Ҫакна тӳре-шара тӗрӗсленӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин специалисчӗсем тата Шупашкар хула администрацийӗ пасарсемпе лавккасене ҫитнӗ, вырӑнти тавара мӗнлерех сутнипе кӑсӑкланнӑ. Сергей Артамонов министр ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пасара пӗрремӗш ҫитнӗ. Кунта вырӑнти производительсем ытларах сутаҫҫӗ. Чиновниксем павильонсене пӑхса ҫаврӑннӑ мар сутуҫӑсемпе, туянакансемпе калаҫнӑ. Туянакансене мӗн пӑшӑрхантарать? Ку пасарта пулӑпа аш-какай сутмаҫҫӗ-мӗн. Тӳре-шара ку ҫитменлӗхе пӗтерме шантарнӑ. Тӗп урамсенчи лавккасемпе гипермаркетсенче те вырӑнти продукцие сутаҫҫӗ. Вӗсене рекламӑлаҫҫӗ те, ятарлӑ вывескӑсем ҫакнӑ. Тӳре-шара сӗткоматсене тата аталантарасшӑн. Ведомство специалисчӗсем акӑ мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ: чӑваш таварне ытларах сутмалла, вӗсене посредниксемсӗр сентресем ҫине ҫитермелле. Ҫапла вӗсен хакӗ те йӳнӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Атӑлҫи, Мускав, Минск тӑрӑхӗсенчи ӳнерҫӗсем черетлӗ хут Кокель плэнерне пухӑннӑ. Каҫалхипе плэнера 10-мӗш хут йӗркеленӗ. Яланхи пекех вӑл Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче иртет. Плэнер икӗ эрнене тӑсӑлӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ӳнерҫӗсем хӑйсен ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче кӑтартӗҫ. Вырӑнти шкул ачисем паллӑ ӳнерҫӗсенчен вӗренме пултараҫҫӗ. Турхан ялӗ чӑн-чӑн живопиҫ центрне ҫаврӑннӑ. Ӳнерҫӗсем илемлӗ вырӑнта алӑ хӑйех илемлӗ картина ҫырнине палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ӳнерҫӗсем чӑваш халӑхӗн кӑмӑлне уҫса паракан постановка ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ. Акӑ Рамиль Мигранов картининче хӗр станок умӗнче ларать. Беларуҫ ӳнерҫи Владимир Чернышов Кокель плэнерне иккӗмӗш хут килнӗ. Йӗркелӳҫӗсем ӳнерҫӗсене плэнера икӗ хутчен ҫеҫ чӗнеҫҫӗ. Ара, унта чылай ӳнерҫӗн пулса курмалла-ҫке-ха. Плэнера килекенсем Алексей Кокеле халалласа палӑк лартас шухӑшлӑ. Ӑна Шупашкарта вырнаҫтарасшӑн. Композицие Украинӑри скульптор Катиб Мамедов пурнӑҫланӑ. Йӑлтах — тӳлевсӗр. Композицире Кокель сак ҫинче ларса ӳкерет. Вӑл ялан ҫапла ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |