Хулара
![]() Миҫе хутчен асӑрхаттараҫҫӗ ӗнтӗ: чӳрече уҫӑ чухне е москитлӑ сетка карсан пӗчӗк ачана пӗччен ан хӑварӑр! Шупашкарта шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Юрать, суранланнӑ ҫеҫ вӑл. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пульница илсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хваттерне кӗреймест-мӗн. Алӑка шалтан питӗрнӗ, унта вара ача пӗчченех. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Анчах хваттерте никам та пулман. 5 ҫулти арҫын ачан 3-мӗш хутран чӳречерен ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче пурӑнакан Ольга Спиридонова утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кинемее саламлама тӑванӗсем, ентешӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем килнӗ. Ольга Спиридоновнӑна ӑшӑ сӑмахсем ҫырса Владимир Путин та открытка янӑ. Ольга Спиридонова ӗмӗрӗпех тӑван колхозра вӑй хунӑ. Упӑшкипе пӗрле вӗсем ултӑ ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Нумай ача ҫуратнӑ хӗрарӑма II степень Амӑшӗн медалӗпе чысланӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ. Ӑна куншӑн та чысланӑ. Ольга Спиридоновна — Ӗҫ ветеранӗ. Кинемей тӳре-шара саламлама килнӗшӗн питӗ савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вырсарникун Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче 15 сехет тӗлне ҫиҫӗме пула ҫурт чутах ҫунса кайман. Пӳртре тӗпелти йывӑҫран тунӑ маччана ҫулӑм ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫур сехетрен ҫеҫ сӳнтернӗ. Телее, ытти пӳлӗм шар курман. МЧС ӗҫченӗсем ҫурт ҫиҫӗм ҫапнине пула ҫуннине малтанхи верси ҫеҫ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫав кунах ҫав вӑхӑт тӗлнелле Йӗпреҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта пушӑ тӑракан ангар аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче ҫунма тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑкра замыкани пулнӑ. Ҫулӑм сирпӗннипе ангар ҫунма тытӑннӑ. Вӑл 40 тӑваткал метра сиенлетнӗ. Пушарта никам та суранланман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта маунтинбайк центрӗ уҫӑлсан Раҫҫей чемпионачӗ старт илнӗ. Спортсменсем кросс-кантри дисциплинӑра ӑмӑртнӑ. Чӑваш велочупуҫи Ирина Калентьева, Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗскер, чемпион ятне 13-мӗш хут тивӗҫнӗ. Ирина Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисен призерӗ те. Спортсменка Чӑвашра маунтинбайк центрӗ уҫӑлнӑшӑн савӑнать. Унччен вӗсем путвалта тренировкӑсем ирттернӗ. Хӗрарӑмсен «элитинче» 19 спортсменка тупӑшнӑ. Пирвайхи 150 метрта ҫеҫ пурте пӗр тан пынӑ. Кайран Ирина Калентьева мала кайнӑ. Вӑл 5 ҫаврӑма 1 сехет те 17 минутра парӑнтарнӑ. Финиша пуринчен те малтан, самай маларах, ҫитнӗ. Арҫынсен йышӗнче вара Тимофей Иванов пӗрремӗш пулнӑ. Тупӑшу вӗҫленнӗ кӑна — Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ Раҫҫей спортсменӗсене Олимп вӑййисене хутшӑнма ирӗк панине пӗлнӗ. Мӗн тери савӑнӑҫ пулнӑ ку вӗсемшӗн. Олимпиадӑра кросс-кантри дисциплинӑра хӗрарӑмсем – ҫурлан 20-мӗшӗнче, арҫынсем 21-мӗшӗнче тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Самар облаҫӗнче чӑвашсем сахал мар пурӑнаҫҫӗ. Ялӗсем те унта ҫук мар. Шикун районӗнчи Питреккел ялӗ те чӑвашсен шутланать, ӑна 1683 ҫулсенче чӑвашсем никӗсленӗ. Паянхи кун тӗлне ҫак чӑваш ялӗнче чӑвашсем хӑйсен тӑван чӗлхине упраса хӑварнӑ-и? Шӑп ҫак ыйтӑвӑн хуравне пӗлес тесе унта «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн пайташӗ, хӑйӗн валли Юман чӑваш ятне илнӗ хастар ҫитнӗ. Юманпа пӗрле кунта чӑваш ӳнер ӑстисем те ҫитнӗ. Вӗсем вырӑнти тавралӑха сӑнарласа кӑтартасшӑн. «Ирӗклӗх» пайташӗ ялти чӑваш чӗлхин шайне тӗрӗслет, унӑн лару-тӑрӑвӗ пирки социаллӑ ыйтӑм ирттерет. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх ялти нумай ҫын чӑвашла пӗлет-ха, ҫавах ытларах пайӗпе вӗсем — аслӑ ҫултисем. 30–40 ҫула ҫитнисене илсен те чылайӑшӗ чӑвашла пӗлмест иккен. Вӗсем ачисем вара пач та пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашла пӗлекен пӗр ача та тупайман Юман. Каласа хӑварас пулать, Юман ку тӗпчеве хӑйӗн ирӗкӗпе ирттерет. Хӑй вӑл ҫав енчисем те мар, Шупашкарта ҫуралнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ тата Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиркӳллӗ Ямаш ял тӑрӑхӗ тата вӑл тӑрӑхри «Ямаш» фольклор ансамблӗ Вӑрманкас Ямаш ялӗ ҫывӑхӗнче «Туслӑх кӑшӑлӗ» республикӑри фестиваль-конкурс ирттернӗ. Унта Элӗк, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенчи 13 фольклор ушкӑнӗ пырса ҫитнӗ. Конкурса темиҫе номинаципе ирттернӗ. Чӑваш Ен историне чи лайӑх пӗлекенсем тесе «Сӗнтӗр», «Кунер» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Шурӑмпуҫ» (Комсомольски районӗ) ансамбльсене палӑртнӑ. Хӑйсем пирки аван каласа кӑтартнипе «Сӗнтӗр» (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), «Сурпан» (Тӑвай районӗ), «Еник» (Вӑрмар районӗ) тӗлӗнтернӗ. Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарнӑ. Гран-при Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Сӗнтӗр» ансамбле лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкул Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тенӗ ваттисем. Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкул: «Укҫа хӗсӗк, ҫитсе пымасть», — тесе ларас вырӑнне шкулсенчи инноваци проекчӗсене аталантарма федераци хыснинчен паракан «кӗмӗле» ҫӗнсе илессишӗн конкурса хутшӑннӑ. Хутсем хатӗрлесе чӑрманни сая кайман: «Вӗренӳри стартап» лотпа ҫӗнтернӗ. Заявкӑсем нумай пулнӑ — пурӗ 117. Анчах конкурса 84-шне кӑна йышӑннӑ. Шупашкарти 2-мӗш шкул та, каларӑмӑр ӗнтӗ, телейлисен шутне лекнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ Алевтина Димитриева федераци хыснинчен тивӗҫекен 1,8 миллион тенке педагогсен квалификацине ӳстерме, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли навигатор хатӗрлеме, вӗренӳре кирлӗ тата ытти хӑш-пӗр тӗллевпе усӑ курассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Вырма пуҫланнӑ вӑхӑтра республикӑра кашни ҫулах тӗш тырӑн хакне палӑртаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ, тӗпрен илсен, республикӑри предприятисем ӑна мӗн хакпа туянмаллине йышӑнни пирки пырать. Чӑваш Енре тӗштырӑна туянакан патшалӑх предприятийӗсен шутне «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ» хыснан унитарлӑ предприятине тата «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен обществине кӗртме пулать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем 171,14 пин тонна тӗштырӑ туянма хатӗр. Нумаях пулмасть республикӑра тыр-пулӑн чи пӗчӗк хакне палӑртнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, маларах асӑннӑ предприятисем тӗштырӑна унтан йӳнӗрехпе туянмӗҫ. 3-мӗш класс шутланакан апат-ҫимӗҫ туллин тоннине 8730 тенкӗпе илме йышӑннӑ, 4-мӗш класлине — 8600 тенкӗпе, 3-мӗш класран кая мар пахалӑхлӑ ыраша — 7200 тенкӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Димитриев Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Ҫак тивӗҫе вӑл утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнченпе пурнӑҫлать. Вырӑнти, районти Депутатсен пухӑвӗнче, Владимир Димитриева тилхепене шанса панӑ хыҫҫӑн вунӑ кунтан, паян, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, В. Димитриевпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗл пулнӑ. Шупашкар район аталанӑвӗшӗн яваплӑ ҫын унти лару-тӑрупа паллаштарнӑ. Сӑмахран, котельнӑйсенчи лару-тӑрупа. Ҫӗктер поселокӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем маларах Шупашкар район прокуратурине та ҫитнӗччӗ. Вӗсем ӑшӑ шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханнӑччӗ. Унта халӗ ӑшӑ трассине юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Владимир Димитриев Михаил Игнатьев Элтепере тивӗҫе таса чунпа пурнӑҫлама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Маунтинбайк центрне уҫма пухӑннисем Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта маунтинбайк енӗпе олимпиецсене хатӗрлекен регион шайӗнчи центр хута кайнӑ. Ӑна уҫма тӗрлӗ шайри тӳре-шара: Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран пуҫласа РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова таранах хутшӑннӑ. Спортсменсем те, паллах, пулнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма маунтинбайк енӗпе тӗнчен икӗ хут чемпионки Ирина Калентьева, маунтинбайк енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Вячеслав Устинович та ҫитнӗ. Тин ҫеҫ уҫнӑ маунтинбайк центрӗнче хальхи йышши тренажерсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсемпе спортсменсем кӑна мар, спорта юратакансем те усӑ курма пултараҫҫӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 23–24-мӗшӗсенче вара пирӗн республикӑра велоспорт енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |