Пӑтӑрмахсем
![]() Надя Корнилова Йӗпреҫ районӗнчи Йӗпреҫ поселокӗнче ҫуралса ӳснӗ 19 ҫулти пике ӑнсӑртран вилнӗ. Ку пӑтӑрмах иртнӗ эрнере Шупашкарта пулнӑ. Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Надя тусӗн хваттерӗнче пулнӑ. Унта вӑл вӑхӑтлӑх пурӑннӑ. Каҫхине ҫывӑрма выртнӑ вӗсем, анчах ирхине Надя вӑранайман. Аппӑшӗ каланӑ тӑрӑх, Надя хаваслӑ, ырӑ чунлӑ пике пулнӑ. Ҫак кунсенче вӑл ППЭ тытма хатӗрленнӗ. Повара вӗренме ӗметленнӗ. Надя сывлӑхӗ начарри пирки нихӑҫан та каламан. Пике мӗншӗн вилни хальлӗхе паллӑ мар. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Пӗтӗмлетӗвне тепӗр уйӑхран ҫеҫ калӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Иртнӗ шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче ҫуллахи ялти спорт вӑййисен XVIII-мӗш ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑри районсемпе хуласенчен 800 спортсмен пырса ҫитнӗ. Уяв ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене кӑна мар, спортпа туслӑ пур ҫынна та пӗрлештернӗ. Ӑмӑртусем ир ирех пуҫланнӑ. Чи малтан старта утӑ ҫулакансем, механизаторсем, ӗне сӑвакансем тухнӑ. Ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗсенче спортсменсем спортӑн 16 енӗпе вӑй виҫнӗ. Утӑ ҫулассипе Вӑрнар районне ҫитекенни пулман: муниципалитет чысне Галина Павловӑпа Александр Политов ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫак ҫуллахи спорт ӑмӑртӑвӗ кашни ҫул тӗрлӗ районпа хулара иртнине пӗлтернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсенчен йӗркеленӗ Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗ утӑ уйӑхӗнче Сарӑту облаҫне кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре чи туслӑ халӑх пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хӑш йӗркене йышӑннӑ? Шел те, тӗп хуламӑр ку енӗпе мухтанма пултараймасть иккен. Вӑл малти вырӑнсене йышӑнайман. Шупашкар танлаштарӑмра 48-мӗш вырӑна лекнӗ. Чи туслӑ хуласем — Грозный, Орск, Нальчик. Списока 100 хулана кӗртнӗ. Чи юлашки йӗркесене Калуга, Амур ҫинчи Комсомольск, Якутск хулисем йышӑннӑ. Танлаштарӑма хатӗрлемешкӗн 310 пине яхӑн ҫынран ыйтса пӗлнӗ. «Эпӗ кӳршӗллӗ пурӑнакан ҫынсем туслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ» предложение 10 балпа хаклама ыйтнӑ. Шупашкарта 1155 ҫынран ыйтса пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче Акатуйсем иртме тытӑнчӗҫ. Унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, кашни ял хуҫалӑх предприятийӗнчех ирттермеҫҫӗ-ха ӑна. Тӑкаксӑр пулмасть те, ҫавӑнпа та тӑхтаса тӑраҫҫӗ. Муркаш тӑрӑхӗнче районти Акатуя ҫӗртмен 11-мӗшӗнче палӑртма шухӑшлаҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун вара вӑл тӑрӑхри «Путь Ильича» (чӑв. Ильич ҫулӗ) агрофирмӑра йӗркеленӗ. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене вӗҫленӗ ятпа хресченсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев саламланӑ. Агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Богданов вара коллективпа кӑмӑллине палӑртнӑ. Ҫуртрисене кӑна вӗсем 1100 гектар акнӑ. Унсӑр пуҫне пусӑ ҫаврӑнӑшне усӑ курман 450 гектар ҫӗре кӗртнӗ. Ҫапла вара вырӑнти Хорнуй ҫӗрӗсене кӑна мар, Юнкӑ, Хӗтеркасси ял тӑрӑхӗсенчи ахаль выртакан лаптӑксене те сухаласа акнӑ. Уяв ячӗпе ял ҫыннисене «Кӗсми урам кинӗсем» вырӑнти ушкӑн тата Ҫурла Тӑрри клубӗнчи «Сеспель» эстрада ушкӑнӗ саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Игорь Калининченко Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне лартмашкӑн конкурс ирттереҫҫӗ. Ятарлӑ комисси хальлӗхе тӑватӑ кандидата хутшӑнма ирӗк панӑ. Конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13 сехетре пулнӑ. Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑха Олег Бирюкова должноҫрен ака уйӑхӗнче кӑларнӑ. Вӑл заявление хӑйӗн ирӗкӗпе ҫырнӑ. Олег Бирюков хальхи конкурса та хутшӑнас кӑмӑллӑ пулнӑ. Анчах вӑл унта лекеймен. Конкурса тӑватӑ кандидат хутшӑннӑ. Вӗсем — Владимир Белов (Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ), Андрей Морозов (депутат), Ольга Чепрасова (Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ), Игорь Калиниченко (2012 ҫулта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ). Конкурсра Игорь Калиниченко ҫӗнтернӗ. Вӑл малашне Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енре Раҫҫейӗн бизнес хӳтӗлевҫи Борис Титов пулчӗ. Пирӗн тӑрӑха вӑл унччен те ҫитнине усламҫӑсем астӑваҫҫӗ-ха. Борис Титов ун чух ирттернӗ канашлӑва хутшӑннисем усламҫӑсене хӳтӗлеме тивӗҫ ҫын вӗсемшӗн пит хыпсах ҫунман пек туйнине палӑртнӑччӗ. Хальхинче Борис Титов «Партия Роста» (чӑв. Ӳсӗм партийӗ) текен организацие ертсе пынӑ май вӗҫтерсе ҫитнӗ. Парти РФ Патшалӑх Думине лекме ӗмӗтленет-мӗн. «Списокпа эпир Чӑваш Енре 7–10% пухасшӑн», — пытарман шухӑш-ӗмӗтне бизнес-хӳтӗлевҫӗ. Партин регионти политканашӗпе те паллаштарнӑ. Унта Александр Капитонов, Олег Князькин, Денис Яковлев кӗнӗ. Партие майлисен йышӗнче унччен министрта ӗҫленӗ Наталья Володина та ҫитсе ларнӑ. Суйлава парти кашни округрах кандидатсем тӑратасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Глухов Правӑна сыхлакан «Щит и меч» (чӑв. Хулканпа хӗҫ) организаци текех пулмӗ. Ӑна пӗтересси пирки нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти суд йышӑну тунӑ. Организацие хупма унӑн ертӳҫи Алексей Глухов хӑй йышӑннӑ-мӗн. Ку шухӑшпа вӑл РФ Юстици министерствин республикӑри управленине ҫитнӗ. Организацие хупма йышӑннине Алексей Глухов хальхи законодательствӑпа сӑлтавланӑ. Паянхи саккунсем, ун шучӗпе, коммерцилле мар организацисене репрессилес сӗмӗллӗ. Политикӑпа ҫыхӑннӑ тесе айӑпланас, административлӑ майпа явап тытас хӑрушлӑх та ҫавна пулах пысӑк пулнӑ-мӗн. Ҫӗнӗ Шупашкарта регистрациленнӗ «Хулканпа хӗҫ» ҫапла вара ӗҫлеме пӑрахнӑ. Суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗрсе пӗтсен организацие юридици сӑпачӗсен патшалӑхӑн пӗрлехи реестрӗнчен кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Канашра кун пек ҫын та пур ЛДПР партин агитпуйӑсӗ Раҫҫей тӑрӑх ҫӳренӗ май ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ене те ҫитнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Пуйӑс Канашра, Вӑрмарта, Вӑрнарта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳре, Шупашкарта чарӑннӑ. Канашра либерал-демократсене кӗтсе илме хӑйӗнпе «Майкл Гудман Хасазанов» тесе паллаштаракан ҫын та тухнӑ. Ҫавскер визит хутне те пӗрле илнӗ. Хӑйне тата визит хутне «Майкл Гудман» журналистсенчен пӗрне, Александр Иванова, ӳкерсе илмех ыйтнӑ. Журналиста ҫав этем хӑйӗн пирки Совет Союзӗн Паттӑрӗ тата чернобылец тесе каланисӗр пуҫне «миллиардер» тата «испани юнӗллӗ граф» тесе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне хайхи либерал-демократсенчен Канашра чи асли тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Пуйӑспа ларса килнӗ либерал-демократсенчен пӗри, Шупашкарти Депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Константин Степанов вара «испани графӗ» пирки «либерал-демократсене майлӑ ҫын» тесе кӑна пӗлтернӗ, миллардер, АПШри темле «Ҫемье канашӗн» президенчӗ пирки ним те шарламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсенчен хӑшӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула килте ача ҫуратма тытӑнса кайрӗҫ. Ҫакна вӗсем тем тӗрлӗ те ӑнлантараҫҫӗ. Килте ҫуратас йӑла, тӗпрен илсен, анӑҫран килет тесе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр тесен, пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем те, Анӑҫа-мӗне кайса курмасӑрах килтех ҫуратнӑ. Анчах... ку вӑл, чӑн та, ӗлӗк пулнӑ. Хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах амӑшӗ пулса тӑнисем сахал-им? Тухтӑр патне каймасӑр ача ҫуратнине теприсем пульницӑсенчи тӳрккеслӗхпе сӑлтавлаҫҫӗ. Чӑн та, шурӑ халатлисем кӑнттаммине, шел пулин те, час-часах асӑрхама тивет. Халӗ ку енӗпе тӗп врачӗсем ҫирӗп ыйтма тӑрӑшнӑҫи пулаҫҫӗ-ха. Пульницӑсен ӗҫӗшӗн яваплисем те кӑлтӑк пирки хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ, этикӑпа деонтологи виҫисене пӑхӑнманшӑн явап тыттарма шантараҫҫӗ. Хӗрарӑмсем килте ҫуратма пуҫлас йӑла иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пуҫланса кайнине пӗлтереҫҫӗ. Ун чухне тӗнчери аталаннӑ ҫӗршывсенчи пульницӑсенче те ҫӗрекен чирсем сарӑлма тытӑнса кайнӑ. Ку вӑл тин ҫеҫ ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсемпе ачисен хушшинче тӗл пулнӑ. Унтан чир тата шаларах кайнӑ: пневмони, менингит, йывӑр гастроэнтерит, омфалит, остемиолит, мастит, эндометрит тата йышшисем аталанма пуҫланӑ. |
Спорт
![]() Хӑш команда кампа выляссине татса параҫҫӗ Коррупципе кӗрешекен «Сӗтев» хаҫат кӑҫал футбол турнирне 3-мӗш сезон ирттерет. Ҫулран ҫул унӑн парнисен хакӗ ӳссе пырать. Кӑҫал хаҫат никӗслевҫи тата тӗп редакторӗ Э.В. Мочалов турнир хакне 300 пин тенке ҫитернӗ. Футбол турнирӗнче ҫӗнтерекен ушкӑн 150 пин тенкӗ алла илӗ тата куҫакан кубока тивӗҫӗ. 2-мӗш вырӑна тухакансем 100 пин тенкӗ илӗҫ, 3-мӗш вырӑна тивӗҫекенсем — 50 пин тенкӗ. Унсӑр пуҫне турнирта хутшӑнакансем валли хаклӑ парнесем, медальсем пулӗҫ. Турнир ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланать. Кӑҫал турнирта 8 футбол ушкӑнӗ хутшӑнӗ. Турнир мӗнле иртсе пынине хаҫатӑн блогӗнче пӗлсе тӑма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |