Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫри Николаев урамӗнче пурӑнакансем унта тӗпленнӗ пӗр усламҫӑ 300-е яхӑн тӑваткал метр ҫӗре ярса илни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫата евитленӗ. Кӳкеҫри предприятисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче бетон карта тытма пуҫлани пирки хӑшӗсем тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланӑ имӗш. Сооружение сӳтме хушса яваплӑ органсем предписани те ҫырса панӑ. Анчах усламҫӑ сӳтес вырӑнне бетон ҫинче тимӗр карта тытма пуҫланӑ. Саккуна пӑхӑнман (тен, кам пӗлет, тавлашуллӑ ҫав ҫӗре усламҫӑ ҫак вӑхӑтра харпӑрлӑха илме ӗлкӗрмен-ши?) ҫын пирки кама тек ҫӑхавламаллине те пӗлмеҫҫӗ-мӗн. Урамри ҫӗре хапсӑнакан этемӗн ывӑлӗ нумаях пулмасть пысӑк вырӑн йышӑннӑ та, ҫынсем унта-кунта ҫӳренин усси пулас ҫук тесе шикленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускав ҫывӑхӗнчи Домодедовӑра строительство будкинче пушар тухнӑ. Унта темиҫе ҫын ҫунса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Ен ҫыннисем. Ку чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Бытовкӑра тухнӑ ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ — чӑвашсем. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ӑшӑнмалли хатӗртен тухма пултарнӑ. Халӗ ку пӑтӑрмаха следстви комитечӗ уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Дворкович вице-пермьер Дмирий Медведева ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Платон» виҫине 1,53-рен 2,06 тенке хӑпартма сӗннӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара 3,06 тенкӗ тӳлеттерме каланӑ. Ку — федераци ҫулӗпе ҫӳренӗ пӗр ҫухрӑмшӑн. Аса илтерер: «Платон» ҫулталӑка яхӑн ӗҫлет. 12 тоннӑран ытларах таякан машинӑсен водителӗсем федераци ҫулӗпе ҫӳренӗшӗн налук тӳлеҫҫӗ. Чи малтанах кашни ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ илме сӗннӗ. Анчах водительсем протеста тухсан ку виҫене 1,53 тенке хӑварнӑ. Ҫуркунне ӑна ӳстерме палӑртнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви ку виҫене 3 ҫуллӑха хӑварма сӗннӗ. Ку таранччен водительсенчен 16,1 миллиард тенкӗ пуҫтарнӑ. Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче РФ транспорт министрӗ Максим Соколов ҫӑмӑллӑхлӑ тапхӑр вӗҫленнине пӗлтернӗ. Анчах дальнобойщиксем виҫене хӑпартассине хирӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти полицейскисем ҫул ҫитмен арҫын ачасене тытса чарнӑ. Хайхискерсем пуйӑс ҫӳрекен рельс ҫине тимӗр укҫасем хунӑ. Ку ачасемшӗн интереслӗ пулнӑ. Вӗсем ун урлӑ пуйӑс каҫса кайсан мӗн пулассине пӗлесшӗн ҫуннӑ. Арҫын ачасем 12-ре тата 13 ҫулта. Вӗсем Шупашкарти станцире рельс ҫине тимӗр укҫа хунӑ вӑхӑтра полицейскисем ҫитсе тӑнӑ, шӑпӑрлансене тытса чарнӑ. Ҫул ҫитменскерсем ку «вӑйӑ» мӗн патне илсе ҫитерессине ӑнланман та-мӗн. Вӗсем «сӑнав» ирттерме шухӑшланӑ. Ачасен ӗҫӗшӗн ашшӗ-амӑшӗн явап тытма тивӗ. Аслисем куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакансем ыран хӑйсен ыйтӑвне хулари тӳре-шара пулӑшнипе уҫӑмлатайӗҫ. Вӗсем валли ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен «тӳрӗ лини» ӗҫлӗ. Республикӑмӑрӑн тӗп хулинче пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан самантсене хулари район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем телефонпа сӳтсе явма килӗшнӗ. Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Петрович Прокопьевпа 23-44-53 номерпе ҫыхӑнма пулать. Калинин районӗнче пурӑнакансем 23-44-37 номерпе хӑйсен тӑрӑхӗшӗн яваплӑ Юрий Васильевич Афанасьевпа калаҫайӗҫ. Мускав районӗнче пурӑнакансен вара Елена Витальевна Романоваӑпа 23-52-25 номерпе ҫыхӑнмалла. Хулари тӳре-шараран ҫурт-йӗрпе, сывлӑх сыхлавӗпе, шкулсемпе тата ытти кирек епле ыйтӑва та ыйтса пӗлме май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атаманов ӗҫри машина рулӗ умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Унӑн арӑмӗ вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӳсӗрле руль умне ларнӑ ҫын ӗҫне пӑхса тухасси самай тӑсӑлнӑ. Судра пилӗкрен кая мар лару ирттернӗ. Уррипе ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменскере ҫулталӑк ҫурӑлӑха правасӑр хӑварнӑ тата 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунпа килӗшмесӗр Борис Атаманов аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче ӗнер пӑхса тухнӑ. Ҫитес ларӑва ҫак уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Вячеслав Рафинов депутат юнпа пулӑшнӑ Чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ачасен экс-хӳтӗлевҫи, унччен тата маларах Шупашкар районти пульницӑн экс-тӗп тухтӑрӗ сайра тӗл пулакан ушкӑнри юн кирлӗ ҫынна пулӑшма килӗшнӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗнче социаллӑ политика, наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ырӑ кӑмӑлӗ пирки парламентӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Вячеслав Рафинов — нумай ҫул тухтӑрта ӗҫленӗ ҫын. Специальноҫпа вӑл — анестизиолог. Депутат пулӑшнӑ ҫын Шупашкар хула администрацийӗнче МИХсемпе тата ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управлени пуҫлӑхне Александр Жукова юн кирлине маларах тӗнче тетелӗнче пӗлтернӗччӗ. Хӗрӗх урлӑ тӳре-шарана пӗрремӗш ушкӑнри ҫуклӑ резуслӑ юн кирлӗ, ырӑ кӑмӑллисене пулӑшма ыйтатпӑр тесе ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Таджик олигарх хӗрӗ Мадина Шокирова Мускавра 27 ҫулти пӗр хӗр хӗрӗх миллион тенкӗ тӑракан туй кӗпипе качча тухнӑ. Пӗр тени тӗрӗсех мар: ахаль-махаль ҫыннӑн ачи-пӑчи мар вӑл — Таджикистанри нефть олигархӗн Илхом Шокировӑн хӗрӗ. 27 ҫулти Мадина Шокирова туйне Мускаври Radisson Royal «Конгресс-парс» хӑна ҫуртӗнче кӗрлеттернӗ. Британи дизайнерӗ хатӗрленӗ 40 миллион тенкӗ тӑракан туй кӗписӗр пуҫне олигарх хӗрӗ наци тумӗпе те хӑнасен умне тухнӑ. Каччине Сардор тесе чӗнни паллӑ. Пуянсен ӗҫкинче 900 ҫын таран хӑналаннӑ текен хыпар ҫӳрет. Сцена ҫине Филипп Киркоров, Стас Михайлов тата ытти юрӑҫсем тухнӑ. Уяв каҫне Иван Ургант ертсе пынӑ. Туй хӑнисем валли 3 метр тӑршшӗ торт хатӗрленӗ. Ӑна Ренат Агзамов кондитер пӗҫернӗ. Туй ирттерме 30 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Политика
Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер. Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе. «Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ҫамрӑк министра ҫирӗплетнӗ», — пӗлтерчӗ хыпар ятӗнчех «Строительство.ru» Пӗтӗм Раҫҫейри отрасльти интернет-журнал. «Чӑваш Енре паллӑ автогонщик строительство министрӗ пулса тӑнӑ», — ҫырчӗ «На-связи.ru» портал. Чӑн та, машинӑпа тупӑшӑва хастар хутшӑнакансем тата вӗсен ӑмӑртӑвне сӑнаса тӑракансем Владимир Михайлова автогонщик евӗр лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. «Кадр бутафорийӗ: Чӑваш Енре строительство министрне ҫирӗплетнӗ» ят панӑ хыпара REGNUM информаци агентстви. Хыпарсем пурте вырӑсла, вӗсене эпир чӑвашла куҫартӑмӑр, анчах шухӑшне ылмаштармарӑмӑр. |
Республикӑра
![]() Куславкка районне хальлӗхе Иван Рожков ертсе пырать Куславкка район администрацине 2012-мӗш ҫултанпа ертсе пынӑ Валентин Колумб текех пуҫлӑх мар. Ҫак должноҫрен вӑл юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче кайнӑ. Унччен йышӑннӑ ҫемҫе пуканран хӑтарма ыйтса вӑл хӑй ҫырнӑ-мӗн. Районти Депутатсен пухӑвӗ тунтикун иртнӗ черетсӗр ларура Валентин Колумбӑн заявленине тивӗҫтернӗ. Район администрацине вӑхӑтлӑха ертсе пыма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн пайӗн пуҫлӑхне Иван Рожкова шаннӑ. Куславккасен ертӳҫине те республика шайӗнче йӗркеленӗ комисси конкурс ирттерсе палӑртӗ, кайран кандидата районти депутатсем ҫирӗплетӗҫ. Маларах Улатӑр хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Александр Седов тата Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин пуҫлӑх пуканне пушатнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |