Пӗлтерӳ
![]() Хальхинче — юбилейпа саламламаллине. Чӑвашла хатӗрленӗ ҫӗнӗ укҫа конвертне 500 экземплярпа хатӗрленӗ, чӑваш эрешӗсемпе илемлетнӗ. Укҫа конвертӗнче юбилейпа саламламалли сӑвӑ ҫаврӑмӗ те пур — ӑна Альбина Юрату ҫырнӑ сӑвӑран илнӗ. Укҫа конверчӗн дизайнне Николай (Аҫтахар) Плотников хатӗрленӗ. Кӑмӑл пур пулсан ӑна эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр. Хакӗ — 35 тенкӗ. Ҫавӑн пекех укҫа конверчӗсене Шупашкарти «Чӑвашпичет» киоскӗсенче тата районсенчи киосксенче туянма пулать. Унсӑр пуҫне укҫа конверчӗсене тӗрлӗ мероприятисенче илме пулать. Чӑваш халӑх сайчӗ ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ вариантсем те калӑплама тӗв тунӑ. Вӗсенчен пӗри — ҫуралнӑ кунпа саламламалли. |
Сумлӑ сӑмах
Чӑвашлӑх
Ӗнер Крымра, унти Севастополь хулин Балаклава пайӗнче, Акатуй уявӗ иртнӗ. Ӑна еплерех шайра йӗркеленине пулса курнисем кӑна тӗрӗс хаклайӗҫ. Эпир, Крымри ҫав уява сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх пӑхаканнисем, нимех те калама пултараймастпӑр. Ҫапах та Севастопольти Акатуя ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнни куҫкӗретех. Чи кӑсӑклӑ та тавлашуллӑ тӗрлӗ шухӑшран хӑшӗ "Правда ПФО" тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырӑннӑ. Уяв пирки хыпарланинче автор мероприяти ирттернине хӑй енчен ниепле те хакламан-ха. Кунта, тепӗр тесен, тӗлӗнмелли ҫук: чӑн-чӑн информаци жанрӗ ҫавӑн пек пулмалла та. Хаклаканӗсем — хыпара вулаканӗсем. Вӗсем вара расна йышӑннӑ. «Крымра халӗ шӑпах ҫавӑ ҫитмест те. Чума вӑхӑтӗнчи ӗҫкӗ-ҫикӗ», — тӳрех хурланӑ хыпара вуласа пӗлнӗ хыҫҫӑн пӗри. Ку шухӑшпа килӗшмесӗр тепри Крымра мӗн чухлӗ чӑваш пурӑнни пирки статистика чӗлхипе хуравланӑ. Пурӑнччӑр. Аван. Уявлаччӑр. Анчах Ҫуркуннепе ӗҫ уявне мӗншӗн утӑ уйӑхӗнче ирттереҫҫӗ? Ҫапларах тӗлӗнни сисӗнет тепӗр комментатор ҫырнинче. «Крымра пахча ҫимӗҫ виҫӗ хутчен туса илеҫҫӗ», — тенӗ май ку уява утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирттернинче тепри ним начаррине те курмасть. |
Персона
![]() Ҫуралнӑ кун тӗлне хатӗрленӗ плакат. Николай Плотников тунӑ сӑн Наци вулавӑшӗнче паян Николай Теветкелӗн ҫуралнӑ кунне палӑртса культура ӗҫченӗсем тата тӑванӗсем пухӑнчӗҫ. Мероприятие вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева ертсе пычӗ. Николай Теветкел 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн чикки ҫумӗнче вырнаҫнӑ Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл тӗрлӗ ӗҫе алла илнӗ, тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ — платникре те, малярта та, ӳнерҫӗре те. Паллӑ сӑвӑҫ 20 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн пултарулӑхӗпе эпир «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», «Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем», «Хура сулӑ», «Сывлӑмпи», «Хӗвел кӗлти», «Авӑн уйӑхӗ», «Марине вӑййисем», «Пушӑ гильза» тата ытти кӗнекесенче паллашма пултаратпӑр. «Киремет» трагедийӗ тӑрӑх вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑччӗ. Николай Теветкел чӑваш культурине ытларах енӗпе сонетсем ҫырса пуянлатрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑста тӑлмач та. Вӑл тӑрӑшнипе эпир А. Рембон, В. Гюгон, Р. Киплингӑн, А. Мацкевичӑн, Уильям Шекспирӑн тата ыттисен пултарулӑхӗпе чӑвашла паллашма пултартӑмӑр. Пултарулӑх каҫӗнче Николай Теветкелӗн ӑсталӑхне палӑртрӗҫ, сӑвӑҫ питӗ пысӑк сӑмах ӑсти пулнине каларӗҫ. |
Раҫҫейре
![]() РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑран ӑна килтен ирӗк ыйтмасӑр тухмалла мар тунӑ. Волков ҫак йышӑнӑва пӑрахӑҫалаттармашкӑн суда аппеляци тӑратнӑ. Экс-элчене килтен ирӗк ыйтмасӑр 2 уйӑх тухмалла мар тунӑ. Ӑна коррупци ӗҫӗ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Волков темиҫе ҫул хӑй тӗллӗн приказсем хатӗрлесе преми илнӗ. Пӗтӗмпе — 2,3 миллион тенкӗ ытла. Леонид Волков тӑратнӑ аппеляцие Аслӑ суд пӑхса тухнӑ, анчах ӑна пӑрахӑҫланӑ. Йышӑнӑва ҫаплипех хӑварнӑ: Леонид Волковӑн ирӗк ыйтмасӑр килтен тухса ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Сиссе те юлаймӑпӑр — пахча-ҫимӗҫ, тыр-пул пухса кӗртмелли тапхӑр пуҫланӗ. Кӑҫал ял хуҫалӑхӗ мӗнпе савӑнтарӗ пире? Мӗнле кӑтартусем патне талпӑнаҫҫӗ уй-хирте тӑрӑшакансем? Кӑҫал аграри 580 пин тонна ытла тырӑ пухса кӗртме палӑртнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 4 процент ытларах. Кӑҫал тырӑ нумайрах та акнӑ. Ҫӗрулмине вара фермерсемпе харпӑр хуҫалӑх пуҫлӑхӗсем сахалрах лартнӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви тухӑҫлӑх ҫавӑн чухлех пуласса шанать. Кӑҫал пер гектартан 210 центнер пухма палӑртнӑ. Аграри сӗт суса илессине те ӳстерме палӑртнӑ. Аш-какай туса илесси вара ҫав шайрах юлӗ. Сӑлтавӗ — «Чӑвашбройлер» тата «Акашево» сахалрах тупӑш тунинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Ен хӑйӗн пултаруллӑ тепӗр ҫыннине ҫухатнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Локтева пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Тамара Локтева йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 70 ҫул тултарсан куҫне хупнӑ. Вӑл юрӑҫ та, концертсемпе массӑллӑ мероприятисен ертӳҫи те пулнӑ. Пултаруллӑ юрӑҫ республика, хула шайӗнче иртнӗ мероприятисене чылай ҫул ертсе пынӑ. 20 ҫулта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм Союзри вокалистсен конкурсӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ. Тамара Локтева Чӑваш музыка театрӗн хорӗнче, «Атӑл» вокалпа инструмент ансамблӗнче юрланӑ. Ӑста юрӑҫ Пӗтӗм тӗнчери вырӑс романсӗн конкурсӗн лауреачӗ те пулнӑ. Сӑвӑ вулама та пӗлнӗ вӑл. 1989 ҫулта Тамара Локтева Калининградра иртнӗ Пӗтӗм Союзри сӑвӑ вулакансен конкурсӗнче гран-при ҫӗнсе илнӗ. Тамара Локтевӑпа ыран Христос ҫуралнӑ ятпа ҫӗкленнӗ храмра сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хир сыснисем ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Шупашкарти дачӑсене каллех ҫак чӗрчун тапӑннӑ. Хальхинче «Майский» корпоратив шар курнӑ. Тамара Космина шӑматкун ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах дачӑна кайма шухӑшланӑ. Унта ҫитсен хӑйӗн пахчине палласа илеймен — йӑлтах чавса пӗтернӗ. Ахӑртнех, унта хир сыснисен кӗтӗвӗ «ӗҫленӗ». Ҫӗрулми чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш ӳснӗ пулнӑ ӗнтӗ. Чӗрчунсем суханпа помидора ҫеҫ тытман. Кӗтмен хӑнасем кӳршисем патӗнче те пулнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин чӗрчун тӗнчине сыхлакан дирекци пахчасене тапӑнакан чӗрчунсем пирки пӗлет. Специалистсем вырӑна ҫитнӗ. Хир сыснисене персе вӗлереймӗн. Вӗсене карта ҫывӑхне лартнӑ катемпи хӑратма пултарать-мӗн. Е специалистсем йытӑ усрама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вандалсен черетлӗ ӗҫе. Шупашкарти пӗр картишре ача-пӑча вылямалли лапама вӗсем ирсӗрлетнӗ. Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫурт тӗлӗнсе пулнӑ. Тренажерсене, ытти пурлӑха вандалсем ҫӗмӗрни, сӑнсӑрлатни, шел те, час-часах тӗл пулать. Асӑннӑ лапама нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Халӗ унта ачасемшӗн выляма хӑрушӑ: аманма пултараҫҫӗ. Ҫынсем ҫакӑншӑн 8-мӗш класра ӑс пухакан ачасене айӑплаҫҫӗ. Инҫех мар пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Халӗ ярӑнса анмалли тӑвайккие гарантипе юсама май килмӗ. Халӗ коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳленӗ чухне ача-пӑча лапамне тытса тӑнӑшӑн та укҫа кӑларса хума тивет. Ҫапла ҫынсем ют пурлӑха ытларах хаклама тытӑнаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Анчах ку тӗслӗхре ав мӗнле килсе тухнӑ… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Иртнӗ канмалли кун Патӑрьел районӗн кунӗнче Ксыл-Камыш ялӗнче ҫӗнӗ ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ҫӗнӗ урамра пурӑнакансем халӗ ҫӗнӗ ҫулшӑн савӑнаҫҫӗ. Ҫула тумашкӑн 11,25 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. «Стройреммост» фирма директорӗ каланӑ тӑрӑх, ҫул ҫирӗп, кирек мӗнле ҫанталӑк та уншӑн хӑрушӑ мар. Ҫул тӑршшӗ 1 ҫухрӑм. Малтанах ӑна ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ. Контракта 10 миллион та 781 тенкӗлӗх алӑ пуснӑ. Ялта пурӑнакан Фердания Ахмадеева кунашкал ҫул пуласса ӗненмен те. Вӑл куншӑн питӗ савӑнать. «Автҫулсене тӑвасси республикӑра аталанать, ҫавна май хулапа ял хушшинчи уйрӑмлӑх пӗтсе пырать», — тенӗ Михаил Игнатьев сӑмах илсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрле Шупашкарта ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Ку Хӗвелтухӑҫ поселокӗнче пулнӑ. Пушара сӳнтерме 4 техника, 16 ҫын ҫитнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 35 минутра ҫулӑма алхасма чарнӑ. 2 сехет те 20 минутра вара тӗппипех парӑнтарнӑ. Пушар ҫурҫӗр тӗлнелле тухнӑ. Пушарнӑйсене, ахӑртнех, кӳршисем чӗннӗ. Йывӑҫ ҫурта ҫулӑм часах хыпса илнӗ. Ҫемье пуҫӗ урама тухса чупма ӗлкӗрнӗ. Вӑл чӗрӗ-и — паллӑ мар-ха. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Ҫулӑм кӳршӗри ҫурт ҫине те каҫнӑ. Пушарта, шел те, кил вучахӗн управҫи Любовь тата унӑн пӗчӗк ачи Дарья вилнӗ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем верандӑра арҫынна тупнӑ. Унӑн ӳчӗ самаях ҫуннӑ (3-мӗш степень). Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотницкий Николай Иванович, чӑваш чӗлхе пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ, тӗпчевҫӗ, этнограф вилнӗ. | ||
| Оболенцев Никита Иванович, ҫыравҫӑ, драматург, Чӑваш ССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫленӗ ҫуралнӑ. | ||
| Репьях Станислав, украин сӑвӑҫи, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |