Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Кӳкеҫ поселокӗ
Кӳкеҫ поселокӗ

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӗнер Ҫурҫӗр электричество сечӗн ертӳҫисемпе курнӑҫса Шупашкар районӗнчи кӳкеҫсен ҫутӑ ыйтӑвне хускатнӑ.

Район центрӗ пачах ҫутӑсӑр лармасть-ха. Анчах хӑш-пӗр урамра ку енпе ыйтусем самай. Колхоз урамӗнче пурӑнакансем, акӑ, напряжени пӗчӗккипе аптӑраҫҫӗ. «Иволга» (чӑв. Саркайӑк), «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) пахча юлташлӑхӗсене ҫутӑ кӗртмен.

Депутатпа Ҫурҫӗр электричество сечӗсен ертӳҫисем калаҫни сая кайман. Чӑвашэнерго юпасене, трансформаторсене хӑй шучӗпе вырнаҫтарӗ.

Колхоз урамӗнчи ҫутӑ линине юсама май килменни ӑна Кӳкеҫ поселокӗн балансӗ ҫине регистрацилеменнипе ҫыхӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Шкул тата Карл Маркс урамӗсенчи линисем те шутра тӑманни палӑрнӑ.

 

Республикӑра

Арбитраж сучӗ Упрдор «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа тивӗҫтернӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.

Ҫӗрпӳри кӗпере пӗлтӗр аран-аран хута ячӗҫ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑнчӗҫ. Ӑна Пушкӑрт Республикинчи «Стройблоктехнологи» тума тытӑннӑ. Кӗпере 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хута ямалла. Тен, вӑл ӑна туса та пӗтерӗ.

Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ. Ҫапла «Прикамье» Упрдор килӗшӗве пӑрахӑҫлама тавӑҫ тӑратнӑ. Кунсӑр пуҫне аванс шыраса илме ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ йӑлтах тивӗҫтернӗ.

Халӗ заказчикӑн ҫӗнӗ подрядчик шырама тивӗ. Вырӑнти влаҫ халӑха асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ: кӗпер кӑҫалах пулмӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчен пӗрин тӗп бухгалтерӗ вӗренӳ заведенийӗ тата шалу валли куҫарнӑ укҫана хӑйӗн расчет счечӗ ҫине куҫарни паллӑ. Пӑтӑрмаха асӑннӑ районти прокуратура палӑртнӑ.

2015 ҫулта тӗп бухгалтер пӗтӗмпе 200 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче унӑн ӗҫрен пӑрахнӑ икӗ ҫынна усӑ курман отпускшӑн 7 пин тенкӗ ытларах куҫарса памалла пулнӑ. Шкулта йӗркелесе ҫырса пынӑ хутсене ӗненсен, куҫарнӑ пек курӑннӑ-ха. Анчах бухгалтер «кӗмӗле» хӑйӗн расчет счечӗ ҫине куҫарса янӑ.

Вӗренӳ учрежденине шалу тӳлеме тесе хыснаран 197 пин тенкӗ субсиди ҫитернине те бухгалтер никама та паман, хӑйне валли куҫарнӑ.

Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталаса пурӑннӑ шут ӗҫченне кӗҫех суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Эльба пахчи текен чарӑнура анса юлакансене унти автобус чарӑнӑвӗн тӑрӑмӗ пӑшӑрхантарать. Вӑл Хуракасси енне каякан ҫул ҫинче тӑрса юлать.

«Ҫула тытса тӑма хыснаран уйӑрнӑ укҫа-тенке усӑ курса йывӑҫран тунӑ павильона сӳтсе пӑрахса суйлав умӗн ҫӗнӗ архитектура сооруженийӗ вырнаҫтарчӗҫ», — тесе пӗлтерет Чӑваш халӑх сайтне унти лару-тӑрӑва пӗлекен Герман Волгин.

Чарӑну туса хунӑ павильона аял енчен те, ҫул енчен те ҫил вӗрмелле лартса хӑварнине кура автобус кӗтсе тӑракан кинеми-мучисене кӑна мар, вӑйпиттисене те кӗрхи тата ҫурхи юрлӑ-ҫумӑрлӑ кунсенче тата хӗлле чӗр нуша килесси каламасӑрах паллӑ. Унтан-кунтан хушӑк хӑварнӑскерте ҫумӑртан та, тӑмантан та, витӗр ҫилтен те хӳтӗленеймӗн.

 

Республикӑра
Пичет машини
Пичет машини

Шупашкар район хаҫатне, «Тӑван Ене», 1995—2002-мӗш ҫулсенче редактор пулса ертсе пынӑ Юрий Листопад хӑйӗн машинине парнеленӗ. Анчах тӑватӑ урапаллӑ тусне мар, пичет машинине.

«Тӑван Ен» хаҫат ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 85 ҫул тултарнине хатӗрленме пуҫӑннине эпир маларахах пӗлтернӗччӗ. Редакци авалхи пичет машинисемпе пӗрлех тӗрлӗ ҫулта тӗрлӗ ятпа тухса тӑнӑ район хаҫачӗн («Ленин ҫулӗпе», «Колхозник хаҫачӗ», «Ленинец») иртнӗ ӗмӗрӗн 20-60-мӗш ҫулӗсенчи подшивкисене пухассине пӗлтернӗччӗ. Хаҫат кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ ытти япалана та унта кӑмӑлтан кӗтеҫҫӗ. Пухнӑ япаласенчен хаҫатҫӑсем музей кӗтесӗ йӗркелесшӗн.

Юрий Листопадӑн «Ятрань» электричество машини редакицн музей кӗтесӗнче вырӑн тупӗ.

 

Республикӑра
Сергей Ипатьев
Сергей Ипатьев

Чӑваш Енре чи лайӑх участковӑя суйланӑ. Юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Ун чухне ҫынсем онлайн мелӗпе сасӑланӑ.

Юлашки кунчченех сасӑлавра Ҫӗнӗ Шупашкарти участковӑй Сергей Александров малта пынӑ. Анчах кайран унӑн Канаш районӗнчи полици лейтенантне Сергей Ипатьева пӗрремӗш вырӑна пама тивнӗ. Уншӑн 5002 ҫын сасӑланӑ.

Сергей Ипатьев Асхва ял тӑрӑхӗнчи йӗркешӗн яваплӑ. Унта 3 640 ҫын пурӑнать. Вӑл республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Конкурс чӳкӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Ун чухне участковӑйсемшӗн онлайн мелпе сасӑлӗҫ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри шкулсенче вӗренекен ачасем олипиадӑсене хутшӑнса палӑрнӑ. Ку енӗпе пирӗн республика танлаштарӑмра ҫӳлти йӗркесенчен пӗрне йышӑннӑ.

Шкул ачисем олимпиадӑсенче мӗнле ҫитӗнӳсем тунине Мускаври математика вӗрентӗвӗн центрӗ тата «Олимпиада.ру» портал тишкернӗ. 83 региона та тӗплӗн пӑхса тухнӑ вӗсем. Юлашки темиҫе ҫулти кӑтартусене шута илнӗ.

Чи малти 5 вырӑна Мускав, Мӑкшӑ Республики, Питӗр, Киров облаҫӗ, Тутар Республики кӗнӗ.

Чӑваш Ен ачисем олимпиадӑсенче ҫитӗнӳсем тӑвас енӗпе 7-мӗш вырӑна лекнӗ. Вӗсем 2016 ҫулта – 42, 2015 ҫулта – 43, 2014 ҫулта 17 диплом ҫӗнсе илнӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн хушӑвӗпе ирттерекен конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем 2,2 миллион тенке тивӗҫнӗ.

Кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи юпан 18-мӗшӗнче паллӑ пулнӑ. Канашӑн усал шыҫӑпа кӗрешекен юхӑмӗ 2,2 миллион тенке тивӗҫнӗ.

Организаци усал шыҫӑпа чирлекен хӗрарӑмсене пулӑшать. Хӗрарӑмсен канашӗ ятарлӑ сайтсенче тӑванӗсем валли вӗренӳ программисене хатӗрлет.

Конкурсра тивӗҫнӗ укҫа-тенке чирлӗ хӗрарӑмсене чирленӗ вӑхӑтра тата хыҫҫӑн психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшмалли проекта пурнӑҫа кӗртнӗ ҫӗрте тӑкаклӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37262
 

Сумлӑ сӑмах Ҫул-йӗр

Васкакан вакка сикнӗ тенӗ ваттисем. Шӑп та лӑп икӗ ҫул каялла пулса иртнӗ ҫак инкекпе ҫыхӑннисем ку сӑмаха унтанпа ҫитмӗл те ҫичӗ хутчен аса илчӗҫ пуль. Анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук.

2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехет те 40 минутра Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче пулса иртнӗ ку инкек. «Ауди 80» машинӑна тытса пыракан аллӑ урлӑ каҫнӑ водитель пӑрӑнма юраман йӗр ҫинчех сулахаялла ҫаврӑннӑ. Анчах каҫса кайса пӗтеймен — автомобиле мотоциклист пырса ҫапӑннӑ. Байкер транспорта чарма пӑхнӑ-ха, хӑвӑртлӑхпа пынӑ мотоцикл ҫаврӑнса ӳксен 150 метра яхӑн шуса пырса машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Мотоцикла тытса пынӑ 18-ти каччӑ вырӑнтах вилнӗ, унпа ларса пынӑ 17-ри хӗр пульницӑра куҫне хупнӑ.

Ҫул-йӗр правилине пӑснине пула асӑрханмасӑр икӗ ҫынна вӗлернӗ «Ауди» водительне кӑҫалхи кӑрлачра суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Арҫынна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха колони-поселение ямалла тунӑ. Унсӑр пуҫне водитель правине 3 ҫуллӑха туртса илнӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе шар курнӑ амӑшӗсене — каччӑнне тата хӗрӗнне — 500-шер пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти Мускав районӗнчи ача пахчисенчен пӗринче заведующире ӗҫлекен хӗрарӑма повар виҫӗ пӳрнене хытах амантнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Айӑплава татас тесе унӑн 8 уйӑх юсанмалла ӗҫлемелле.

Ача пахчин заведующине ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ.

Инкекӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Апат пӗҫерекенте тӑрӑшакан 21 ҫулти хӗр пулӑ фаршӗ хатӗрленӗ чухне аллине электричество арманӗ туртса кӗрсе кайнӑ. Инструментӑн хӳтлӗх хатӗрӗ пулман. Повара ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки те ӑнлантарман.

Ӗҫе кайса аманнӑ повар шар курнине халӗ судра пӑхса тухнӑ. Пӗрремӗш инстанцири суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.

 

Страницӑсем: 1 ... 2671, 2672, 2673, 2674, 2675, 2676, 2677, 2678, 2679, 2680, [2681], 2682, 2683, 2684, 2685, 2686, 2687, 2688, 2689, 2690, 2691, ... 3987
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...