Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Таисия Ташней 23.10.2017 17:23 | 2622 хут пӑхнӑ
Политика

Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министр ҫумне Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.

792-р номерлӗ ӗҫлӗ хутра министр ҫумне мӗншӗн ведомствӑри пукансӑр хӑварнине ӑнлантарса тӑман. Йышӑнӑва премьер-министр паян алӑ пуснӑ, хыҫҫӑнах ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.

Ҫапах та официаллӑ ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем калани тӑрӑх хакласан, министр ҫумӗпе министрпа ӑнланманлӑх пулнӑ имӗш.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑччӗ. Ӑна пӗлекенсем калашле, пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне 25 ытла сӑнар калӑпланӑ. Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.

#тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Культура министерстви, #хушусем, #культура, #политика

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Тимĕр Акташ // 1690.83.2790
2017.10.24 01:48
Мĕншĕн?
Базиль Кириллов // 3722.18.4895
2018.02.03 20:01
В. Алексин журналист ҫапла каланӑччӗ: "Оринова Минскран Д. Михлеев чӑваш ҫыравҫи тата кинорежиссерӗ ярса панӑ икӗ чаплӑ пьеса тыттартӑм, анчах вӑл вӗсене ним тусан та вуласшӑн пулмарӗ". Халь вӑхӑт тупать-ши вуласа пӑхма? Хурав парӗ-ши автора? Шарламанни ытла та лайӑх мар, Вячеслав Николаевич.
Сӑмах май каласан, Яковлев та вуласшӑн пулмарӗ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем