Пӑтӑрмахсем
![]() Евгений Борисов текех Герой мар Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Геройне Евгений Борисова «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе килӗшӳллӗн айӑпланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, суд сакки ҫине лекнӗ ултӑ ҫын лекнӗ. Айӑпланнисенчен пӗрине, Евгений Борисова, 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Тӳре унран Герой ятне те туртса илме йышӑннӑ. Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ятне 2000 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн панӑ. Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗ прокурорӗ Евгений Борисова Герой ятне тавӑрса пама ыйтса Чӑваш Енӗн Верховнӑй судне тухнӑ. Паянхи суд ларӑвӗнче Евгений Борисова наградӑна тавӑрса памалла мар йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӗлтерӳ
![]() Чӑваш халӑх сайчӗ сутлӑха тепӗр икӗ укҫа конверчӗ кӑларчӗ. Хальхинче пӗрине эпир кӗрхи сӑнпа хатӗрлерӗмӗр. Унпа хуть те мӗнле уявра усӑ курма юрать — пит енӗ ҫине «Саламлатпӑр!» ҫырнӑ. Теприне вара ҫуралнӑ кунпа саламлама хатӗрлерӗмӗр. Икӗ укҫа конверчӗ ҫинче те салам сӑввисем пур. Авторӗсем Владимир Андреев тата Геннадий Дегтярёв. Укҫа конверчӗсене уйрӑм сутӑҫсенчен (сӑмахран, концертсенче), «Чӑвашпичет» киоскӗсенче туянма пулать. Вӗсен хакӗ — 30–35 тенкӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ укҫа конверчӗсене «СУМ» ларккара туянма пулать. Хакӗсем: «Ҫуралнӑ кун ячӗпе» — 35 тенкӗ; кӗрхи сӑнпа хатӗрленӗскер — 35 тенкӗ. Аса илтеретпӗр, маларах эпир чӑваш эрешӗллӗ «Саламлатпӑр!» укҫа конверчӗ тата юбилейпа саламламаллине кӑларса. Вӗсем иккӗшӗ те сутлӑхра пур. Сӑмах май, нумай туянакансене пӗчӗкрех хакпа сутатпӑр. 100-тен ытларах туянакана хакӗ 20 тенкӗ пулать. Ҫыхӑнмалли номер: 8-(8352)-50-66-17. |
Персона
![]() Валентина Смирнова-Геворкяна культура министрӗ Константин Яковлев саламлать Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче юрӑҫ пултарулӑхне туптанӑ Валентина Смирнова-Геворкяна иртнӗ шӑматкун ӗҫтешӗсем тата Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев саламланӑ. Валентина Смирнова-Геворкян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 1991 ҫултанпах ӗҫлет. Паян вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Сельская честь» оперӑна лартнӑ. Итали опера композиторӗн Пьетро Масканьин хайлавӗнчи Сантуццы партийӗнче Валентина Смирнова-Геворкян пулнӑ. Оперӑна куракансем ӑш кӑмӑлпа йышӑннӑ. Вӗсем чылайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупса саламланӑ. Юбиляра ӗҫтешӗсем, ҫавӑн пекех республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев паллӑ кунпа саламласа ырлӑх-сывлӑх суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн — ӗҫ укҫине вара тӳлемеҫҫӗ. Республикӑра шалу парӑмӗ темиҫе миллион тенкӗ пухӑннӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Авӑн уйӑхӗнчипе танлаштарсан, ку хисеп 14 миллион тенкӗ чакнӑ. Организацисем мӗншӗн шалу тӳлеймеҫҫӗ-ха? Ытларах чухне ку укҫа ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Парӑмӑн ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсен. Ытларах Шупашкар ҫыннисем укҫасӑр лараҫҫӗ (16 миллион тенкӗ). Шупашкар районӗнче те парӑм виҫи пӗчӗк мар: 4,6 миллион тенкӗ. Республикӑри 17 районпа 3 хулара ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Ҫумӑр ҫунӑран ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫӗрулми пухса кӗртме ӗлкӗрӗҫ-ши? Ку ыйту ҫивӗч. Ҫӗрулмине камӑн мӗнле май пур — ҫапла пуҫтарать. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсем те ҫӗрулми пухма тухнӑ. Шупашкар районӗнчи Шемшер ял тӑрӑхӗнчи уй-хирте 50 ҫын «иккӗмӗш ҫӑкӑра» пуҫтарать. Вӗсенчен ҫурри — муниципалитет ӗҫченӗсем. Уйра 4 техника тӑрӑшать. Ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пуҫлӑх ятарлӑ график тӑвасси пирки каланӑ. Унта вырӑнти администрацире ӗҫлекенсем пурте кӗрӗҫ. Хальлӗхе Шупашкар районӗнче 48 гектар ҫӗр ҫинче ҫӗрулми пухнӑ. Пӗтӗмпе вара 110 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартнӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи вӑрманта ҫын шӑмми-шаккине тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл — арҫыннӑн. Ҫын шӑмми-шаккине Ҫӳлти Вӑрманьялӗнче тупнӑ. Арҫын хура куртка, хура ӑшӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 30–40 ҫулсенчи пулнӑ. Вӑл — 169 сантиметр ҫӳллӗш. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Вилнӗ арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: (835-33) 49-0-02, 4-92-48 е 02. Ят-шыва никама та пӗлтермӗҫ тата хыпарланӑшӑн хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра Раҫҫей шайӗнче чи лайӑх шкулсен йышне кӗнисене чыслас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейри чи лайӑх шкулсен списокне кӗнисене грантпа хавхалантарма сӗннӗ. Ку шухӑш — Шупашкарти 5-мӗш гимназин директорӗн Инна Исаевӑн. Вӑлах — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Инна Исаева гранта 1 миллион тенкӗпе танлаштарма сӗннӗ. Михаил Игнатьев ку шухӑшпа килӗшнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, маттур шкулсем ку хавхаланӑва тивӗҫ. Михаил Игнатьев ЧР Финанс министерствине ку сӗнӗве пӑхса тухма, йышӑну тума хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн машини Шупашкарта юраман вырӑнта чарӑнни пирки, ӑна ҫынсем асӑрхани ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ. Водителе явап тыттарнӑ-мӗн. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем водителе штраф ҫырса панӑ. Юраман вырӑнта чарӑннӑшӑн унӑн 1500 тенкӗ тӳлемелле. «А121АА номерлӗ машинӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ», — тесе ҫырнӑ унта. Водитель ку йышӑнупа килӗшмесен тавӑҫ ҫырма пултарать. Аса илтерер: Михаил Игнатьевӑн ӗҫ машинине авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче кӑнтӑрла Тӗп почтамта хирӗҫ юраман вырӑнта чарӑннине асӑрханӑ. Водитель руль умне ларнӑ, камерӑна асӑрхасан ҫеҫ хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Алексей Ежеев полици полковникӗ Раҫҫейре Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службине йӗркелесе хунине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пыма Алексей Ежеев полици полковникне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службин директорӗ Виктор Золотов генерал приказ кӑларнӑ. Ҫӗнӗ тытӑма куҫиччен Алексей Ежеев Шалти ӗҫсен министерствин ведомствӑлла мар хурал пайӗн управленине ертсе пынӑ. Полицин полковникӗ ята тивӗҫнӗ йӗрке хуралҫи ШӖМ ӗҫченӗн ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, наци гвардине Чӑвашра ертсе пыраканӑн ашшӗ, Владимир Ежеев, темиҫе ҫул каялла республикӑри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗнче ӗҫленӗ, ҫав управление ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен приючӗ йӳнӗ путевка илме тивӗҫ мар ачанах ун пеккине тыттарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмаха вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан приют ҫӑмӑллӑхлӑ путевка панӑ ачасенчен пӗри асӑннӑ учреждени ертӳҫин тӑванӗ пулнӑ иккен. Йӗрке тӑрӑх ӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене кӑна памалла. Асӑннӑ ача ун пек йыша кӗнине ҫирӗплетсе паракан хутсем пулман. Пуҫлӑх тӑванӗн ачи ҫуллахи лагерьте приют шучӗпе 21 кун каннӑ, путевка хакне 5 процент кӑна тӳлеттернӗ. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе ҫирӗплетсе пама май килсен суда ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |