Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Атӑл хӗрринче, Шупашкарти нефть базинчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫӗре «ТНК 21» компание аукционсӑрах панӑ тесе шухӑшлакансем пур иккен. Шыв хӗрринчи лаптӑклӑ пулнӑ компанин учредителӗ — «ТУС» хуҫи, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов.
Николай Угаслов 31 миллион тенкӗ тӑракан 16 пин тӑваткал метр лаптӑка аукционта тара илнине ӗнентерет-мӗн, анчах унӑн конкуренчӗсем нимле аукцион та пулманнине палӑртаҫҫӗ иккен. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче аукцион иртнине хыпарланине асӑрхаман енне патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха аукционсӑр тыттарнӑ тесе шухӑшлакансем ку ӗҫе тӗпчеме правӑна сыхлакан органсенех ыйтнӑ.