Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи хупӑнас патне ҫитнӗ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкӗнче чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хума палӑртнӑччӗ. Анчах халӗ ҫав ӗҫе ҫитес уйӑхӑн ҫуррине хӑварни паллӑ. Шупашкар район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ванюшкин «Советская Чувашия» хаҫата ӑнлантарнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫӑмарта хурсан чӗпсем ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсенче тухӗҫ, ҫавӑнпа ҫӑмарта хума тӑхтас тенӗ.
Паян хапрӑкӑн патшалӑх аллинчи 49 процент акцине сутмалли аукцион иртмеллеччӗ. Туянакан тупӑннипе тупӑнманнине официаллӑ ҫӑлкуҫсенчен хальлӗхе пӗлме май килмерӗ, республикӑн Юстици тата пурлӑх министерствин сайтӗнче те хыпарламанччӗ. Анчах Пӗрлехи электрон суту-илӳ лапамӗнче аукцион заявкӑсем ҫуккине кура иртменнине пӗлтернӗ.