Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) чӑх-чӗп хапрӑкне Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви сутса ярасшӑнах. Хапрӑкӑн акцийӗн 49 проценчӗ — республика аллинче.
Акцие сутассишӗн унччен те темиҫе хут аукцион ирттерчӗ. Панкурта тухас патне ҫитнӗ предприятие илекен тупӑнман енне сутма май килмерӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи аукцион та ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ.
Черетлӗ аукциона ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 2017 ҫулхи раштавӑн 3-мӗшне палӑртнӑ. Туянас текенсен заявкисене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ҫирӗп аталаннӑ предприятири лару-тӑру халӗ те уҫӑмланса ҫитмен: штата чакарнипе тухса кайнисем шалу илеймесӗр хӑшкӑлаҫҫӗ, предприятие панкрута кӑларма РФ Перекет банкӗ тата Чулхулари «Корма и концентраты» общество суда тӑратнӑ тавӑҫсене ҫитес ҫулхи кӑрлачра пӑхса тухмалла.