Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Шупашкарта синагога пулӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Вика Сорокина 02.05.2017 20:43 | 2175 хут пӑхнӑ
Тӗн
Питӗрти синагога
Питӗрти синагога

Шупашкарта синагога пулӗ. Вӑл республикӑн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 24-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫӗ.

Раҫҫейри еврейсен общинин федерацине ҫӗр лаптӑкӗ пама Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пичетленӗ.

Синагога тата община центрӗ тума 5,4 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрӗҫ.

Сӑмах май, тӗн е ыркӑмӑллӑх организацийӗсене патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре тӳлевсӗрех усӑ курма 10 ҫуллӑха пама юрать. Кун пирки РФ Ҫӗр кодексӗн 39.10 статйин 2-мӗш пункчӗн 3-мӗш ҫум пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ.

Маларах эпир Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнине хыпарланӑччӗ.

#правительство, #хушусем, #Юстици министерстви, #пурлӑх, #ҫӗр ыйтӑвӗ, #саккунсем, #Улатӑр районӗ, #тӗн, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

атика // 3334.44.3930
2019.09.19 19:00
храм,синагога мечеть пулĕ теççĕ,ăçта киреметь пулĕ? эпир чăвасем çке ха.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем