Ҫурт-йӗр
![]() Пульница ҫурчӗпе чиркӳ хуҫаланӗ Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнӑ. «Тем тӑвакан та пур пуль. Рейдерсем-тӗр...» — тесе ассӑн сывласа кулянма тытӑнакансене лӑплантарар: пульница ҫуртне чиркӳ ҫыннисем сӗмсӗррӗн тапӑнса ярса илмен. Патшалӑх пурлӑхӗ шутланнӑ ҫурта чиркӗве куҫарса парас тесе Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин йышӑннӑ. Ҫак тӳре-шара республикӑн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗнче ӗҫлет. Патшалӑх пурлӑхӗнчи ҫурта чиркӗве куҫарасси пирки Владимир Аврелькин ӗнер, утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 508-р номерлӗ йышӑну кӑларнӑ. Эпир калакан пӗр хутлӑ кирпӗч ҫуртра малтан пульницӑн администрацийӗ вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |