Канаш районӗнчи Вӑрманкас Ухман ялӗнче пурӑнакан Даниловсем кайӑк-кӗшӗк ӗрчетме юратаҫҫӗ. Тӑватӑ ҫулта вӗсем кайӑкӑн 20 тӗсне пухнӑ. Фазан, турткӑш, кӑркка, кӑвакарчӑн… - темӗнле кайӑк та пур вӗсен.
Ку ӗҫ путенерен пуҫланнӑ. Вӑл ҫӑмарта тусан инкубаторпа чӗпӗ кӑларнӑ. Ҫапла ҫемье выльӑх-чӗрлӗх вырӑнне кайӑк-кӗшӗк усрама тытӑннӑ.
Ытларах чухне вӗсене ывӑлӗ Валентин пӑхать. Вӑл тӑватӑ ҫулта кашни кайӑка лайӑх пӗлсе ҫитнӗ. Мини-фермӑна тӑрантарас тесе Даниловсем ҫулталӑкра 5 тонна тырӑ илеҫҫӗ.
Ҫемье кайӑк-кӗшӗке пусас тӗллевпе усрамасть. Ҫӑмартисене инкубатора хурса чӗпӗ кӑлараҫҫӗ, кайран сутаҫҫӗ. Паллах, кайӑк-кӗшӗке пӑхасси ҫӑмӑл мар. Даниловсем патне кашни ҫулах Мускавран клиентсем килеҫҫӗ.