Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Информаци технологийӗсен центрӗ» хысна учрежденийӗ йӗркелесси пирки утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтернӗччӗ. Ҫӗнӗ тытӑм Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсенче паянхи кун тӗлне ӗҫлекен информаци тытӑмӗсене тата ҫӗнӗрен йӗркелекеннисене тытса тӑма, аталантарма тата пулӑшса пыма кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Информаци технологийӗсен центрне, кӗскетсе каласан, ИТЦна, ертсе пыма М.В. Анисимова ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва ӗнер республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хутра Михаил Владимирович унччен ӑҫта тимленине каламан паллах. Анчах, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл малтан республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин Информаципе аналитика медицина центрне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре инвестици климачӗ лайӑхланса пырать, апла пулин те усламҫӑсен пӑшӑрханмалли тупӑнсах тӑрать. Ҫакна республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе эрнесерен ирттерекен йӑлана кӗнӗ ӗнерхи канашлура палӑртса хӑварнӑ. Республикӑра инвестици климачӗ лайӑхланнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑх ҫӗршыври 85 субъект хушшинче 9-мӗш вырӑнтан улттӑмӑшне хӑпарнине пӗлтернӗ. Апла пулин те пӗчӗк тата вӑтам бизнеспа аппаланакансем татса паман хӑш-пӗр ыйту пирки ҫӑхавласах тӑнине палӑртса хӑварнӑ. «Пирӗн вӑл ыйтусене татса пама май тупмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Усламҫӑсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене Элтепер Сочире иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ҫинчен, унта хускатнӑ ыйтусем пирки чарӑнса тӑнӑ май ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнекун Шупашкар районӗнче автобуса чарнӑ. Унта Узбекистанран килнӗ 54 ҫын пулнӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем вӗсен докуменчӗсене тӗрӗсленӗ. 15 пассажирӑн Раҫҫейре пулма ирӗк панӑ докуменчӗ срокран тухнӑ-мӗн. Узбексем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем Тӗп федераци округӗнчен шапашран таврӑннӑ. Апла-и, капла-и: инспекторсем йӗркене пӑснӑ узбексем тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Шупашкар районӗн сучӗ вӗсене 2 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелли пирки постановлени кӑларнӑ. Халӗ ҫав узбексем Раҫҫее 5 ҫул килеймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Дмитрий Донбасра Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ пуҫ хунӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. 26-ри Дмитрий юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Кун пирки малтанах «Твиттерта» хыпарланӑ. Дмитрий Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл футболла выляма юратнӑ. Донбаса кайсан унӑн Федор хушма ят пулнӑ. Халӗ тӑванӗсем унӑн ӳтне Чӑваш Ене илсе килес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна Мӑкӑр ялӗнче пытарӗҫ. ЧР Ҫар комиссариачӗ кун пирки нимӗн те пӗлмест-мӗн. Хӑйсен ирӗкӗпе Донбаса каякансем пирки вӗсен хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Темиҫе ҫул каялла Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче ҫӳллӗ хутран ача ӳкнӗччӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫав урамра каллех инкек пулнӑ. Ҫав кун улттӑмӗш хутран 6 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗчӗкскер васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ. Ҫакӑн пирки «Про Город» хаҫата Николай Ефимов пӗлтернӗ. Ку инкек пирки вӑл кӳршисенчен пӗлнӗ. Инкек пулнӑ кунхине ача килте пӗччен е ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ-и? Николай пӗлмест. Халӗ ку ӗҫе следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Пӗрлӗхлӗ дежурнӑй диспетчер службинче улттӑри ача васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнине ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ. Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ватӑ ҫынсене пулӑшаҫҫӗ. «Пахча ҫимӗҫе киле ҫитерсе парасси» ыркӑмӑллӑх акцийӗ старт илнӗ. Ку акцие Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунне халалланӑ. Ӑна Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр пуҫарнӑ. Социаллӑ ӗҫченсем пӗччен пурӑнакан ватӑ ҫынсене пахча ҫимӗҫе, улма-ҫырлана пуҫтарма, вӗсене тӑварлама-маринадлама, пахчара тирпейлеме пулӑшаҫҫӗ. Пахча ҫук тӑк социаллӑ ӗҫченсем пасартан пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла туянса киле ҫитерсе параҫҫӗ. Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, акци пуҫланнӑранпа соцӗҫченсем 15 сусӑрпа ватӑ ҫынна пулӑшнӑ. Акци малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Алӑпа та пуҫтарма тивет Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет. Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур. Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Самая читающая семья» (чӑв. Чи вулакан ҫемье) республикӑри конкурс ӑмӑртӑвне пӗтӗмлетнӗ. Чи вулаканнисем Канашпа Етӗрне хулисенче тата Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑннине палӑртнӑ. Харӑс ларса вулама кӑсӑклине республикӑри 58 ҫемье ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Вӗсем — 15 районпа 4 хуларан. Ку шутра Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш тата Етӗрне хулисем пур. Конкурсра Канашри Игнатьевсем, Етӗрнери Семеновсем тата Кӳкеҫри Ташковсем ҫӗнтернӗ. Конкурса хутшӑннисене хаклама Галина Белгалис тата Елена Светлая ҫыравҫӑсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Эревет» ансамбль Чӑваш халӑх инструменчӗсен «Эревет» ача-пӑча ансамблӗ 35 ҫул, унӑн яланхи ертӳҫи вара С.В. Федотов 60 ҫул тултарнӑ. Ҫак пулӑм ячӗпе ушкӑна тата С.В. Федотова (вӑл — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ) республикӑри тӳре-шара саламланӑ. Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, сӑмахран, ушкӑна «чӑвашсен инструмент ӳнерне упраса хӑваракан лапам» тесе хакланӑ. Министр юбилейҫӑсем патне пушӑ алӑпа пыман. Ансамль ертӳҫине министерствӑн Хисеп хучӗпе чысланӑ, ансамбле ҫур миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрасси ҫинчен сертификат тыттарнӑ. Вӑл укҫа сцена ҫине тухмалли тумтир туянма кайӗ. Шупашкар хула администрацийӗ вара музыка инструменчӗ туянма 350 пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |