Республикӑра
![]() Канашра пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Вӑл унчченхи мӑшӑрне айӑплама тӑнӑ: лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ имӗш Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие килнӗ те экс-упӑшки тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Лешӗ ӑна мӑшкӑлланӑ тесе палӑртнӑ вӑл. Полицейскисем суйнӑшӑн явап тыттарассине пӗлтерсен те малаллах каланӑ вӑл. Анчах следовательсем хӗрарӑм суйнине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Арҫын экс-арӑмӗпе телефонпа калаҫнине ҫыртарса илнине пакунлисене итлеттернӗ. Хӗрарӑм мӗншӗн суйнӑ-ха? Вӑл ачине хӑйӗн патне илесшӗн пулнӑ. Суд вара унччен ачана ашшӗпе пурӑнмалла тесе палӑртнӑ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Антонина Мускаринова кӑҫалхи ҫуллах ҫухалнӑ. Кун пирки тӑванӗсем полицие заявлени ҫырнӑ. 30 ҫулти Антонинӑна икӗ уйӑх шыраҫҫӗ. Вӑл Шупашкарта ӑнланмалла мар лару-тӑрура ҫухалнӑ. Антонинӑн тусӗ Татьяна Петрова каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче хут уйӑрттарман упӑшкипе пӗрле пурӑннӑ. Арҫын та ҫухалнӑ-мӗн. Антонинӑн ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ, кӗске, арҫын евӗр, кастарнӑ. Ӑна куракансене 02 е 89875797037 (Татьяна), 89196579092 (Надежда Петрова) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чулхула хулинчи конструктор бюровӗнче радиаци сывлӑша тухнӑ. Унта шар курнӑ ҫынсене пульницӑна илсе кайни пирки ria.ru портал пӗлтерет. Авари авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче И.И.Африкантов ячӗллӗ машиностроени бюровӗнче пулнӑ. Унта 7 ҫыннӑн сывлӑхӗ сиенленнӗ. Вӗсене ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ. Тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх, шар курнисенчен пӗри ҫулталӑкри нормӑран ытларах радиаци илнӗ. Ӑна 12 уйӑх ӗҫлеме ирӗк памӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫеҫ вӑл ӗҫлеме пултарӗ. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ыттисен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалла мар. Роспортебнадзор тӗпченӗ тӑрӑх, халӗ радиаци фонӗ нормӑра. Бюрора ӗҫлекен ҫынсемшӗн нимӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ҫул-йӗрпе пыракан урапасен хӑвӑртлӑхне виҫме тесе вырнаҫтарнӑ камерӑсене шанса пӗтерме ҫук. Касперский лабораторийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене усал шухӑшлисем, компьютер технологийӗсене ӑнланакансем ним мар пӑсма пултараҫҫӗ. Камерӑпа хуҫаланма тӗнче тетелне тухни кӑна кирлӗ иккен, тытӑм пароль тавраш ыйтмасть. «Хаш-пӗр хулара хӑвӑртлӑха виҫмелли камерӑсем ҫул-йӗр ҫинчи хӑш-пӗр йӗре кӑна ӳкереҫҫӗ, ку функцие ним мар сӳнтерме пулать», — каласа кӑтартнӑ Касперский лабораторийӗн вируса хирӗҫ ӗҫлекен эксперчӗ Владимир Дащенко. Киберпреступниксенчен сыхланмалли тытӑма Федерацин хӑрушсӑрлӑх службипе Раҫҫейӗн Перекет банкӗ 2018 ҫулта хатӗрлесе ҫитерме ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ. Ку вӑл ахальтен мар — пӗлтӗр пирӗн ҫӗршывра хакерсем 43 пин преступлени тунӑ, 400 млрд тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑматкун Елчӗк, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсенчи вӗрентекенсем харӑс тӑрса юрланӑ. Конкурса республикӑн Вӗренӳ тата Культура министерствисем педагогсен хор ӳнерне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Ӑмӑртӑвӑн зонӑри тапхӑрӗнче муниципалитетсенчи пӗрлештернӗ ушкӑнсем тупӑшнӑ. Республикӑн кантӑр енчи районӗсенчи конкурсра Патӑрьел районӗнчи педагогсен пӗрлештернӗ хорӗ «Чи лайӑх хор» номинацире ҫӗнтернӗ, Елчӗк районӗнчи — «Наци йӑли-йӗркине упрасси» номинацире. Репертуар анлӑ пулнӑ. Хорпа юрлама суйланӑ произведенисене вӗрентекенсен хорӗсем икӗ, виҫӗ сасӑпа янӑратнӑ. Лайӑх енчен палӑрнисен республикӑри конкурсра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пама тивнине кура репетицисем те тӑтӑшах ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шӑнкӑртам ялӗ Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра референдум иртнӗ. Ҫынсен шухӑшне пухма йӗркеленӗ участоксем ирхи сакӑр сехетрен пуҫласа каҫхи саккӑрччен уҫӑ пулнӑ. Сасӑлава 4 вырӑнта йӗркеленӗ: Шӑнкӑртамри 3 участокра тата Ксыл-Камышри 1 участокра. Рефрендума хутшӑнма тивӗҫҫисен списокне 4018 ҫынна кӗртнӗ. Сасӑлава пынисен пӗртен пӗр ыйтӑва хуравлама тивнӗ: «2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни хуҫалӑхран ҫулталӑкне 1000 укҫа пуҫтарма эсир килӗшетӗр-и?» Вӑл укҫана вырӑнти ыйтусене татса пама ярасшӑн: каҫхине урамсене ҫутатса тӑма, йӑлари ҫӳп-ҫапа турттарма, автомобиль ҫулӗсене тытса тӑма, пушара хирӗҫ мероприятисем йӗркелеме. Ытларах пайӗ укҫа пуҫтарма килӗшнӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек референдума пирӗн республикӑра пуҫласа ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫулсерен Раҫҫейри 40 миллион ытла ҫын больничнӑй илет. Ку ыйтӑва социаллӑ ӗҫ хутшӑнӑвӗсене пӑхса тухакан ларура сӳтсе явнӑ. Малашне больничнӑй хута электронлӑ майпа илме май пулӗ. Ольга Голодец вице-премьер ирттернӗ ларура ку саккун проектне ырланӑ. Ольга Голодец каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫлекенсен, ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци-предприятисен пурнӑҫне ҫӑмӑллатать. Медицина учрежденийӗсемпе Социаллӑ страховани фончӗ те ҫӑмӑллӑн сывласа ярӗ. Ара, тухтӑра хут ҫырма вӑхӑт сахалрах кирлӗ пулӗ. Пациентсене сиплемешкӗн вара вӑхӑт нумайрах уйӑрма май пулӗ. РФ социаллӑ хӳтлӗх тата ӗҫлев министрӗн ҫумӗ Андрей Пудов каланӑ тӑрӑх, электрон больничнӑйсем виҫӗ пилотлӑ регионта ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ: Мускавра тата Астрахань, Белгород облаҫӗсенче. Ку сӑнава 150 организаци хутшӑннӑ. Кунашкал больничнӑй хута ҫур миллион ҫын илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӗмпӗр облаҫӗнче «Сорокин еткерӗсем» фестиваль иртнӗ. Ӑна йывӑҫран тӗрлӗ эреш касса кӑларнӑ Семен Сорокин ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Ен ӑстисем те хутшӑннӑ. Ӑстасем виҫӗ кунра виҫӗ метрлӑ йывӑҫран скульптурӑсем касса кӑларнӑ. Юмахри илемлӗ сӑнарсем пулса тухнӑ. «Хӑвӑрт касса кӑларасси» номинацире И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн доценчӗ Алексей Казаков ҫӗнтернӗ. ЧППУ доценчӗ 45 минутра скульптура касса кӑларнӑ. Пахча валли кӳлепе касса кӑларасси енӗпе те ӑна ҫитекенни пулман. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти 5-мӗш гимназире технологи предметне вӗрентекен А.Г.Кошкин йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин ӑсти йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() — Вӑтӑр урлӑ каҫнисен, тата тӗрӗсрех каласан, 36 ҫул ҫурӑрисен панкрута тухас хӑрушлӑх пур. Ку пӗтӗмлетӗве Кредит историйӗсен наци бюровӗ тунӑ. «Ҫаралса юлас» хӑрушлӑх тӗрлӗ регионта тӗрлӗрен. Пирӗн республикӑра 36,6 ҫултисен ҫапла хӑрушлӑх пулсан, ҫӗршывра ку цифра вӑтамран 37,8-па танлашать. Кредит историйӗсен наци бюровне авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 3900 кредитортан информаци ҫитнӗ. 500 пин ытла парӑма кӗрсе кайса ӑна 90 кун ытларах тӳлейменнисене финанс аналитикӗсем панкрута тухас хӑрушлӑхра тесе хаклаҫҫӗ. Ҫапла йыша лекнисенчен чи аслӑраххисем Камчатка крайӗнче (вӑтам ҫул — 40,7), Карачай-Черкес Республикинче (40,1 ҫул), Чукотка автономи округӗнче (39,2 ҫул), Калининградпа Магадан облаҫӗсенче (39,0 ҫул) пурӑнаҫҫӗ. Дагестанра 34,8 ҫултисенех панкрута тухас хӑрушлӑх пур, Ненецк автономи округӗнче — 35,7 ҫултисен, Алтай Республикинче — 35,8 ҫултисен, Мӑкшӑ Республикинче — 35,9 ҫултисен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ Николай Карлин композитор тата педагог авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать. Паллӑ куна халалласа Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарать. Николай Карлин — Музыка обществин президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. Малтанласа Курганти профтехучилищӗре ӑс пухнӑ. Вунӑ ҫултан вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Ленин ячӗллӗ колхозри хора ертсе пынӑ, кайран — Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнчи хора. Ҫапла вара Николай Карлин тӗрлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ вӑхӑтрах юрӑ ҫырма та вӑхӑт тупнӑ. Елчӗкри музейри курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |